Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сив шыв лартрӗ те умне, Эхлетсех ислетрӗ хӑйӗн Хир пек анлӑ ҫурӑмне.
Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.
Фельдшер, чавса тӑратнӑ тункаталанса, шухӑша кайнӑ пек пулчӗ, ваткине темиҫе татӑка пайларӗ, татӑкӗсене спиртпа ислетрӗ те вӗсене суранланнӑ вырӑнсене хурса тухрӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Вара Ваҫук та ҫӑкӑрне шывра тытса тӑрса ислетрӗ те ҫӗре лаша сӑмси умне хучӗ.Тогда мальчик тоже размочил хлеб и положил его под самые ноздри лошади.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Акӑ йӗрӗнӳллӗ шалкам ӑшӑ ҫумӑр кунӗпех шӑпӑртатрӗ те ислетрӗ; каҫ енне тин лӑпланчӗ — шурлӑхсем кӳпӗнсе сарӑлчӗҫ, ҫурӑлнӑ-ҫӗтӗлнӗ тӑпра шуҫлак кӳлленчӗксемпе витӗнчӗ, — вӗсенче инҫетри пӗлӗтсем ӳкерӗннӗ.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эх, ислетрӗ те вара шуррисене!
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Амӑшӗ савӑт-сапа тытакан шкапра йӑваланса юлнӑ икӗ-виҫӗ ҫӑкӑр хыттине вӗретнӗ шывпа ислетрӗ те, ӑна ҫавӑнтах ҫисе ячӗҫ.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Шыв яман плащсем йӗп-йӗпе исленчӗҫ, ҫитменнине тата, пеме кансӗрлерӗҫ; йывӑҫ айӗнче малтанах чӑн та хӳтӗччӗ, анчах кайран тулса ҫитнӗ шыв шӑпӑрах юхса анчӗ, кашни турат пире ҫӳпҫерен тӑкнӑ пек ислетрӗ, сивӗ шыв галстук айне юхса кӗчӗ, ҫурӑм тӑрӑх шӑпӑртатрӗ…
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Ҫапах та ҫавӑн пек ыратнинчен хӑтӑлмалли шанчӑклӑ меслет тупма пултарчӗ-пултарчех вӑл: сулахай кӑкӑрӗпе чӗрӗ ҫӗр ҫине ҫаврӑнса выртрӗ е кӗпине сивӗ шывпа ислетрӗ те, ыратни, ҫав-ҫавах чарӑнасшӑн пулмасӑр, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн иртсе пычӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сурхури ҫитес умӗн ҫанталӑк кӗтмен ҫӗртен ӑшӑтса пӑрахрӗ; пӗр талӑк тӗлли-паллисӗр ҫумӑр ислетрӗ те, Дон хӗрринчи ту ҫинчен, лапамсемпе шырлансем тӑрӑх урӑм-сурӑм шыв-шур кӗрлесе анчӗ; юртан тасалса ҫаралнӑ сӑмсахсем ҫинче иртнӗ ҫулхи кураксем тата мӑкпа витӗннӗ шурӑ чул ярӑмӗсем йӑл илсе симӗсленчӗҫ; Донӑн шыв ҫисе кайнӑ хӗррисене шурӑ кӑпӑк витсе эрешлерӗ; симӗс пӑр виле пек тӗссӗррӗн кӑвакарса кӳпчерӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Каллех ислетрӗ.
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
Ухмаха ернӗшӗн мана атте — вӑл питӗ ҫирӗп тытатчӗ — чӑпӑрккапа икӗ сехет ислетрӗ, ман ҫурӑма ҫапса чӑпӑркка аврине хуҫсан ҫеҫ чарӑнчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1