Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ислетет (тĕпĕ: ислет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫаранран тухсан малалли ҫула пысӑках мар юхан шыв хӗррипе тӑсрӑмӑр, ӑна темиҫе тӗлтен каҫа-каҫа иртрӗмӗр; лаша урисен тӗлӗнче шӑмпӑртатса шыв пире сирпӗнчӗксемпе ислетет.

Проехав луг, мы направились далее берегом небольшой речки, причем несколько раз пересекали ее вброд; вода, шумя у ног лошадей, обдавала нас брызгами.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эстер аллинче саламат, вӑл унпа Горна ислетет те ислетет тейӗн.

Казалось, в ее руках была плеть, и она била его.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Гро ӳсӗр, стаканӗ тайӑлнӑ, эрехӗ шӑлаварне ислетет.

 — Гро был пьян и стакан держал наклонно, поливая вином штаны.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ренпа унӑн юлташӗсем палатка патнелле васкарӗҫ; шалкам ҫумӑр ислетет; аслати мӗлкин хура чатӑрӗпе карӑннӑ тавралӑх хӗвел яланлӑхах сӳннӗ тӗнчене куҫать тейӗн; аҫа ҫапса йывӑррӑн кӗмсӗртетет, вут-хӗм тӗмӗсене сирпӗтнӗн салатать ҫиҫӗм пӗлӗтсене; ҫиҫӗм ҫӗҫҫисен йӑлтӑркка кукӑрӑлчӑкӗсем вӑрманалла тирӗнеҫҫӗ.

Рен и его спутники торопились к палатке, шел проливной дождь; окрестность, в темном плаще грозовой тени, казалась миром, для которого навсегда погасло солнце; тяжкая пальба грома взрывала тучи огненными кустами молний; мгновенные, сверкающие разветвления их падали в лес.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

Ҫурт умӗнче икӗ юман юпаллӑ крыльца капӑрӑн ларать, анчах ун хӳтлӗхӗнче хӗвелтен пытанма шанчӑклах мар, Малороссинче ку яхӑнта хӗвел шӳт тума юратмасть, ҫынна пуҫӗнчен пуҫласа ури тупанне ҫитичченех вӗри тарпа ислетет.

Перед домом охорашивалось крылечко с навесом на двух дубовых столбах — ненадежная защита от солнца которое в это время в Малороссии не любит шутить и обливает пешехода с ног до головы жарким потом.

II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ҫав вӑхӑтра Джонни шӑллӗпе ислетет.

Тем временем Джонни расправляется с братом.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Гусев темиҫе хутчен те вырта-вырта канчӗ, сивӗ хӑйӑртан пичӗпе тӑрӑнать те типсе кушӑрханӑ ҫӑварне нӳрӗк пӑсӗпе кӑштах ислетет.

Несколько раз Гусев ложился, зарываясь лицом в холодный песок, чтобы освежить хоть парами влаги запёкшийся рот.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аркату, чӑн-чӑн аркату пуҫланчӗ… бунчуксемпех илтереҫҫӗ-ҫке-ха, — сӑнӑсене ҫавӑрса хурать те, сурӑхсене ислетнӗ пек, бунчукпах пуҫран ислетет.

Бойня, настоящая бойня пошла… прямо бунчуками, — перевернет пику да бунчуком, как баранов, по голове и лупит.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Пӑшӑхнӑ чух Тар ислетет.

Жар донимает, Пот выступает.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней