Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мал енче татах перкелешме пуҫларӗҫ, анчах ирхинехи пек вӑйлӑ мар.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ирхинехи йывӑр пуҫпа Иннокентий шӑл катӑкне икӗ хутчен те тухса шырарӗ, — ҫук!
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Кӗтӳҫӗсем выльӑхӗсене, ирхинехи пек, хыҫалтан хӑваласа мар, халӗ хӑйсем ҫинех кӗрсе каяканскерсене пушӑпа шартлаттарса та аран чаркаласа, кӗтӳ умӗнче утса пычӗҫ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Калаҫса татӑлнӑ вырӑна ҫичӗ сехет ҫурӑра ирхинехи шалпартарах костюм тӑхӑннӑ ҫын мар, симӗс кительпе кӑвак галифе тӑхӑннӑ яштак ҫар ҫынни — аслӑ лейтенант, лётчик килчӗ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Чӗрӗм вӑхӑт та иртмерӗ, вӑл ирхинехи пек шурӑ кипкепе пиеленӗ ачана йӑтса тухрӗ.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ирхинехи пек именсе вӑхӑта ирттерес мар, хӑюллӑрах пулас тесе, пӳртелле утрӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ирхинехи ӗҫсемех тыткӑнран вӗҫертмерӗҫ ӑна.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Ман куҫ йывӑр иккен-ха», — кӗвӗҫсе аса илчӗ Янтул карчӑкӑн ирхинехи сӑмахне.«А у меня, видишь ли, глаз тяжелый», — с ухмылкой вспомнил вдруг Яндул ее слова, сказанные утром…
Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кайӑксем вӗҫни курӑнмасть — эппин, кӑнтӑрла иртнӗ, каҫ кӳлӗм вӗсем ирхинехи пек пӑлтӑртатса ҫӳремеҫҫӗ.
23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Лӑпланса пынӑ май ирхинехи пекех тӳлекленчӗ те сапӑрланчӗ, ӑна халӗ нимӗн те кӑсӑклантармасть.Успокоясь, она сделалась опять тихой и безразличной ко всему, так же, как было утром.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Халӗ ирхинехи пек вӑйлӑ мар, майӗпенрех силлет.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Давенант сехет йӗпписене куҫӗсемпе тем пек тӗртсен те — унӑн хӑйӗн ирхинехи яланхи ӗҫне тумашкӑн вӑхӑт ҫитрӗ: кантӑксене сӑтӑрса тасатрӗ, шӑнасем валли хут ҫакрӗ, меню ҫырса хучӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тинех, кӑмӑлсӑррӑн, кӗрет кирлӗлӗхе парӑнса, сехет вуннӑ ҫапрӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑрман вара ирхинехи пек курӑнма пуҫласан, Ганэль ҫывӑрмалли вӑрттӑн вырӑнӗнчен тухрӗ те чӗрӗ шанчӑкпа ҫӑвӑнса кӑштах лӑпланчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Хӗвел тухайман-ха, анчах тикӗс, янкӑр ҫутӑра ҫулҫӑсем вӗлтӗртетеҫҫӗ ӗнтӗ, сывлӑш юхӑмӗ-чуппи уҫлӑхпа выляса айкашать, ирхинехи пек ӑшӑ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Шап-шурӑ юрлӑ сӑрт хушӑкӗсенчен ирхинехи пек уҫӑ сывлӑш килет.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпӗ ӑсра апла-капла виҫкелесе шутларӑм та, ирхинехи пек кунне виҫшер сехет мар, виҫӗ сехет те вуншар минут вӗренсе лармалла пулать.
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Чӑптасем, хуран, пичке, резина атӑсем — пурте ирхинехи пекех.Циновки, котел, бочка, резиновые сапоги — все было как утром.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Ҫывӑхарах пырас та падре сӑн-питне тата тепӗр хут пӑхас; халӗ вӗсем тавра ҫынсем ҫук, ҫавӑнпа та ирхинехи пек киревсӗр мыскара туни ниме те кирлӗ мар.
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Такамӑн хырӑннӑ, ирхинехи пекех супӑнь шӑршиллӗ пичӗ унӑн пичӗ ҫумне лӑпчӑнать.Чья-то выбритая, еще по-утреннему пахнущая мылом щека прижимается к его лицу.
Карап ҫине! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Апат-ҫимӗҫ каҫхи пеккиех, анчах ирхинехи вӑрманти уҫӑ сывлӑш хырӑма выҫтарса ҫиес килтерчӗ, ҫавӑнпа никам та апата тиркемерӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
- 1
- 2