Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене мӑшӑрланма ирӗк паман, вӗсем вара ҫакна чӑтса ирттереймен.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Мана хамӑн йӑмӑкӑм ҫав асапсене тӳссе ирттереймен пек туйӑнатчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мӗскӗн ҫил-тӑмӑна чӑтса ирттереймен ӗнтӗ.
Морзе азбуки // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хуркайӑк хӑй патне никама та пырса ҫӳреме чармарӗ, мӗншӗн тесен хӗллехи вӑрӑм ҫӗрсене вӑл пӗччен тӳссе ирттереймен те пулӗччӗ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хӑйӗн пурнӑҫне кирлӗ пек пурӑнса ирттереймен, хӑйӗн телейне лайӑх пӑхса илеймен, халь вӑт ҫӗнӗрен пурӑнма пуҫласшӑн», тесе калама пуҫлӗҫ, терӗм.
VII // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 141–146 с.
Тен, сирӗн пит-куҫӑр ҫинче хуйхӑ палӑрнӑ пулӗччӗ (сире манпа кичем пулман тени тӗрӗс пулсан), е эсир, манӑн ырӑ ӗмӗтсене ӑнланса илеймесӗр, кӳреннӗ пулӑттӑр: ӑна та, кӑна та тӳссе ирттереймен пулӑттӑм та, каллех урӑххи ҫинчен калаҫу пуҫарнӑ пулӑттӑм, ун чухне вара таса ӗмӗтсем пӗтӗмӗшпех пӗтсе, ыран тӗл пулма калаҫса татӑлнипе вӗҫленнӗ пулӗччӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унччен эпӗ ҫакӑнта, ҫак йывӑҫсем хушшинче, пӗр-пӗччен, кӗнекесӗр, музыкӑсӑр чӗрӗк сехет те пулин ларса ирттереймен пулӑттӑм.Прежде я не просидела бы здесь и четверти часа одна, без книги, без музыки, между этими деревьями.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пулӑшмасан, эсӗ хӑвӑн ҫине тиеннӗ йывӑрлӑхсен вуннӑмӗш пайне те тӳссе ирттереймен пулӑттӑн.Если бы не его помощь, не снести бы тебе и одной десятой своего бремени.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
2. Патшапа унӑн аслӑ улпучӗсем тата Иерусалима пухӑннисем канашланнӑ та ҫапла йышӑннӑ: Пасхӑна иккӗмӗш уйӑхра ирттермелле, 3. мӗншӗн тесессӗн священниксен йышӗ пӗтӗмпех тасалса ҫитейменнипе тата Иерусалима халӑх пӗтӗмпех пуҫтарӑнманнипе Пасхӑна вӑхӑтра ирттереймен пулнӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1