Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иртетӗр (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Апла эсир пирӗн ял патӗнченех иртетӗр, Ахтупай!

Помоги переводом

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Турачӗсене ма начар иртетӗр? — вӑрҫать вӑл кӗреш турттаракан ҫармӑссене.

Помоги переводом

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата тепӗр баррикадӑран иртетӗр те эсир, сылтӑмри алӑкпа тухса, аслӑ урам тӑрӑх тӑвалла хӑпаратӑр.

Пройдя еще одну баррикаду, вы выходите из дверей направо и поднимаетесь вверх по большой улице.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Эсир койкӑсем ҫине пӑхкаласа малалла иртетӗр, хӑшӗнпе те пулин калаҫса пӑхас тесе, ытла асаплах мар, кӑмӑллӑрах сӑн-питлӗ ҫынна шыратӑр, хӑвӑр палӑртнӑ ҫынпа хӑйса калаҫма пултарассӑн туйӑнать пулсан вара, эсир ун патне пыратӑр.

Вы проходите посредине постелей и ищете лицо менее строгое и страдающее, к которому вы решитесь подойти, чтобы побеседовать.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— Шкултан иртетӗр те, — теме вӗреннӗ.

Привыкли говорить: «Як минуете школу…»

1 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Эсир леш пӳлӗмелле иртетӗр пуль, унта ларма-тӑма ирӗкрех, — терӗ Улька амӑшӗ, килнӗ ҫынсене кирек хӑҫан та хапӑл тума ҫывӑхскер.

— Да вы вон в ту комнату проходите, — радушно предложила мать Ульки, — там посвободнее, чем здесь.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Акӑ, тӑкӑрлӑк тӑрӑх иртетӗр те, сулахаялла.

 — Вот переулочек проедете, и налево.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Анчах эпӗ час-часах ҫакна куратӑп: ҫулла уй-хир тӑрӑх иртетӗр — эсӗ те, райком секретарӗ те текех ҫынсене васкататӑр, хӑвӑртлӑхсем сирӗн пуҫӑра та канӑҫ памаҫҫӗ пулмалла — ӑна та, куна та вӑхӑтра пуҫтарса кӗртес килет.

Но я частенько примечаю: летом проезжаете по полю — и ты, и секретарь райкома, и все людей торопите, а в голове у вас, как я понимаю, тоже думка о темпах — что бы и то, и другое вовремя скосить и убрать.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирхине Ростовран иртетӗр.

Утром проезжаете Ростов.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

11. Эсир вара ҫапла калатӑр: кам та кам хӑй ашшӗне е амӑшне: «эсӗ манран илессине эпӗ «корван» (Турӑ валли) тесе Турра пама асӑнтӑм» тесессӗн, 12. эсир ӑна хӑй ашшӗшӗн е амӑшӗшӗн нимӗскер тумасан та юрать, тетӗр, 13. ҫапла хӑвӑр кӑларнӑ йӑлашӑн Турӑ сӑмахӗнчен иртетӗр; ҫавӑн евӗрлине эсир нумай тӑватӑр, тенӗ.

11. А вы говорите: кто скажет отцу или матери: корван, то есть дар Богу то, чем бы ты от меня пользовался, 12. тому вы уже попускаете ничего не делать для отца своего или матери своей, 13. устраняя слово Божие преданием вашим, которое вы установили; и делаете многое сему подобное.

Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иодай священник ывӑлӗ Захария ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вара вӑл халӑх умне ҫӳллӗ вырӑна тӑнӑ та каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир мӗншӗн Ҫӳлхуҫа хушнинчен иртетӗр? ӑнӑҫу пулмасть сирӗн, эсир Ҫӳлхуҫана пӑрахнӑ пек, Вӑл та сире пӑрахӗ, тенӗ.

20. И Дух Божий облек Захарию, сына Иодая священника, и он стал на возвышении пред народом и сказал им: так говорит Господь: для чего вы преступаете повеления Господни? не будет успеха вам; и как вы оставили Господа, то и Он оставит вас.

2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Моисей каланӑ: эсир мӗншӗн Ҫӳлхуҫамӑр хушнинчен иртетӗр? капла туни усӑллӑ пулас ҫук; 42. ан кайӑр, сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫа ҫук, сире тӑшманӑрсем ан пӗтерччӗр; 43. амаликсемпе ханаансем унта сире хӑвӑр умӑртах хӗҫпе касса тӑкӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫаран уйӑрӑлтӑр, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе пӗрле пулмӗ, тенӗ.

41. Моисей сказал: для чего вы преступаете повеление Господне? это будет безуспешно; 42. не ходите, ибо нет среди вас Господа, чтобы не поразили вас враги ваши; 43. ибо Амаликитяне и Хананеи там пред вами, и вы падете от меча, потому что вы отступили от Господа, и не будет с вами Господа.

Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней