Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахран, самай тиркевлӗ шухӑшлӑ статьясенчен пӗринче анонимлӑ ҫӑлкуҫсемпе ытла та нумай усӑ курнине палӑртнӑ, вӗсен тӗрӗслӗхне ҫӗнӗрен ниепле те тӗрӗслеме май ҫук, статьяра имӗш вӑрӑм цитатӑсемпе усӑ курнӑ, калаҫу стильпе тата пӗлтерӗшӗпе вӗсем имӗш «тюленьсем» усӑ кураканнисемпе (вӗсене цитатӑланӑ тесе палӑртнӑ пулнӑ) пӗр килмеҫҫӗ, Пакистанпа АПШ хутшӑнӑвӗсем операци ирттернӗ вӑхӑтра йывӑр пулнӑ, ҫапла май вара икӗ патшалӑх пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлма пултарасси, имӗш, вӑл вӑхӑтра питӗ иккӗленӳллӗ пулнӑ.
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
Аякран, майӗпен, вӑл темле тивӗҫсӗр, киревсӗр япала ҫинчен каланӑ пекрех каларӗ: пирӗн станцире ӑна варалакан усал сӑмахсем ҫӳреҫҫӗ имӗш, вӑл мана, юн юхтарса выртаканскере, пӗччен пӑрахса хӑварнӑ пулать, пӳртре пулнӑ аптекӑпа, кайран Миронова шыраса тупнӑ эмелсемпе те усӑ курман имӗш.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫав има илес тесе чӑвашсем патне таҫтан-таҫтан та сутӑҫӑсем килсе тӑнӑ имӗш, чӑваш турханӗсемпе ӗмпӗвӗсене уншӑн вӑйпитти чурасем, хӗвел куҫлӑ ытарайми хӑрхӑмсем панӑ имӗш.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Темле Велиме пулнӑ тет имӗш унӑн ҫав ялта, вӗсем хӗрпе каччӑ пекех савӑнса пурӑнаҫҫӗ имӗш.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Святой ҫынсем кунта та пулнӑ имӗш, кунта та вӑрҫӑсемпе инкекрен тата тӗрлӗ аскӑн ӗҫрен тарса, пытанса пурӑннӑ имӗш.Видно, и здесь также были святые люди и укрывались также от мирских бурь, горя и обольщений.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Ытарма ҫук» йӑлтӑр ҫутӑ суллисем ҫут уйӑха кулянтарӗҫ, сар хӗвеле вӑтантарӗҫ, вӗсене ӗлӗк Кӗтерне патшан пӑхӑр нӳхрепӗнче чӑлт-шурӑ кӗмӗлтен шӑратса тунӑ имӗш (кӑвакарса пӑнтӑхнӑ суллисем хӑҫан та тесен кӗмелпе юнашар выртса курнӑ пулӗҫинччӗ, иҫмасса), чӗр ахах куҫлӑ ҫӗррисем ҫав ӑҫтиҫук усламҫӑсен асамлӑ арчисенче кӑна пытанса юлнӑ имӗш, урӑх ҫӗрте шырани те тарам.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей ҫак вӑрттӑнлӑха усрама тупа турӗ; каласан юрамасть имӗш, мӗн юмӑҫлани хӑватсӑр кӑна та мар, пӗтӗмпе хирӗҫ тухма пултарать; вара инкекрен хӑтӑлас вырӑнне тата пысӑк асапсем пуласса кӗтсех тӑмалла имӗш.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗсем тӗп вырӑссем, имӗш, ҫав вӑхӑтрах вӗсем пысӑк улпутсем, ҫавӑнпа шкул правилисене тиркеме те ирӗк пур имӗш вӗсен, — эпӗ кумпа харпӑр хӑй тивӗҫлӗхне туйса илмесӗр, хӑвна хисеплемесӗр — аристократӑн ку туйӑм вӑйлӑ вара, — общество…
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Графиня ҫулталӑкра икӗ хутчен бал туса ирттерни ҫинчен те кала-кала параҫҫӗ, унта пӗтӗм кӗпӗрнери дворянсемпе чиновниксем, ҫав шутрах Варламов та, пыраҫҫӗ имӗш; пӗтӗм хӑна ҫавӑн чух кӗмӗл сӑмавартан чей ӗҫсе тӗлӗнмелле апат-ҫимӗҫ (сӑмахран, хӗлле Ҫӗнӗ ҫулта хӑмла ҫырлипе ҫӗр ҫырли) ҫиет имӗш, кунӗн те ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр янӑракан музыкӑпа ташлать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Каравеловран кая мар иккен апла эс те, манах вӑл сӗм авалхи выльӑх пек тетчӗ Каравелов, ӗмӗр ҫывӑрма юратаканскер имӗш, мӑнтӑрланса кайнӑ ҫын, хӑйӗн пурнӑҫне мӑнастирти кушак аҫисемпе калаҫсах ирттерекен ҫын имӗш!..
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
2. Ӑссӑррисен шучӗпе, вӗсем вилнӗ имӗш, вӗсен пурӑнӑҫӗ вилӗмпе вӗҫленет имӗш, 3. вӗсем пирӗнтен уйӑрӑлса кайнине тӗп пулни тееҫҫӗ; лешӗсем вара канӑҫлӑ тӑраҫҫӗ: 4. вӗсене ҫынсен куҫӗ умӗнче хаса парсассӑн та вӗсем вилӗмсӗрлӗхе ҫирӗп шанаҫҫӗ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пирӗн хаҫатсем ҫырнӑ тӑрӑх, совет халӑхӗн пурнӑҫӗ тӗксӗм те асаплӑ имӗш.
Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.
Тыткӑна лекнӗ хӗр ҫав вилнӗ Моисеевӑн партбилетне темле майпа тупнӑ имӗш».
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Кунта ӑна «поэтсен бульварӗ» теҫҫӗ, эпир юрлакан чаплӑ юрӑсенчен нумайӑшӗ ҫак бульварта ҫуралнӑ, кунта ҫунатланнӑ имӗш.
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вӑл хутсене ӗненес пулсан Джон Ф. Кеннедипе Мэрилин Монро хушшинче роман пулса иртнӗ имӗш, роман пирки ан шарлатӑр тесе укҫа панӑ.
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл Украина президентне Владимир Зеленскийне айӑпланӑ, АПШ топливо туянма уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 400 млн доллартан кая мар имӗш хӑйӗн кӗсьине чикнӗ.
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
Ҫӗрсене сӑнласа паракан антика ҫӑлкуҫӗсем (тӗслӗхрен Аслӑ Плиний), Индире тӗлӗнмелле халӑха асӑнаҫҫӗ, вӗсем пурӗ те 8 ҫул кӑна пурӑнаҫҫӗ имӗш.
Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0
Унӑн ячӗ пирки тепӗр верси те пур, тӳрем ячӗ, имӗш, шотланд чӗлхинчи скотс сӑмахран пулнӑ: Grice Mercat тени «сысна пасарне» пӗлтерет.Известна также версия, по которой его название произошло от скотс. Grice Mercat («свиной рынок»).
Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82
Хӑш-пӗрисемшӗн пулсан, ун чухне ҫырнӑ кӗнекесем пуртепе пӗрех юрӑхсӑр имӗш.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Яппун правительстви ӑслӑлӑх сунарне МКК йӗркисенче ятарласа уйрӑм палӑртнӑ тесе хирӗҫлет, ҫак йӗркесемпе килӗшӳллӗн кит какайне пӗтӗмпех тӗпчев ӗҫне пурнӑҫласанах тӗпренех утилизацилеҫҫӗ имӗш.
Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7