Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн именипе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шутласа хунӑ план та хатӗр.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Петр Ильичӑн имени пекки пулкаланӑ, пысӑках мар тупӑш та илкеленӗ ашшӗнчен юлнӑ уй-хиртен, сад-пахчинчен, вӑрман-улӑхсенчен, анчах ҫемьере пӗр-пӗччен юлнӑранпа вӑл именипе интересленмен — сутса янӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Чугун ҫул хӗррине чарӑннӑ полка хумхантаракан хыпар вӗҫсе ҫаврӑнчӗ: именипе ҫыхӑну йӗркелене.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Троекуров кунсӑр пуҫне тата халал тивӗҫӗпе хӑйне куҫмалла пулнӑ именипе тивӗҫсӗр усӑ курса тупӑш илсе пурӑннӑшӑн Дубровскирен укҫа шыраса илме ыйтать пулин те, ун пирки ҫапла шутламалла: тахҫантанпа ку вырӑнта пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх ку имени темиҫе ҫул хушши господа Дубровскисен аллинче пулни паллах, ун пирки иккӗленмелли те ҫук, имение тытса тӑрасси енӗпе хирӗҫӳ-мӗн те пулман, суда тӑратнӑ ӗҫре Троекуров господин ку вӑхӑтчен ҫак именипе Дубровскисем тивӗҫсӗр усӑ курса пурӑнни ҫинчен мӗнле те пулин прошени пани курӑнмасть, тата кам та пулин ют ҫӗр ҫине тыр-пул акать, е пӳрт-ҫурт ҫавӑрать пулсан, ҫавӑн ҫинчен тивӗҫсӗрлӗхне кӑтартса, хута кӗме ыйтакан тупӑнсассӑн, ку ӗҫ чӑннипех те ҫавӑн пек иккенне тӗрӗслесе палӑртнӑ хыҫҫӑн — тивӗҫлӗ ҫыннине ҫав ҫӗре акнӑ тыр-пулӗ, ҫурт-йӗрӗ, карти-вӗрли мӗнӗпех илсе памалла, ҫавӑнпа та генерал-аншеф Троекуров — гварди поручикӗнчен Дубровскирен шыракан укҫана илмелле мар тӑвас, мӗншӗн тесен пӗтӗм именийӗ, япалийӗ-мӗнӗпех Дубровскирен ун аллине куҫать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак имение сутӑн илекенне тата ҫав … ҫулах земский суд вӑл именипе усӑ курма ҫирӗплетсе пани те, вӑл имени текех Фадей Спицынӑн мар, тесе, паллӑ туни те пур ҫав хутрах.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав хут тӑрӑхах атте пӗтӗм памалли укҫине парса татнӑ майӗпе ҫак сутӑн илнӗ именин чӑн-чӑн хуҫи пулса тӑма тивӗҫлӗ, именине сутнӑ Троекуровӑн та тата урӑххисен те никамӑн та малашне ку именипе нимӗнле ӗҫ те пулмалла мар.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку прошени тӑрӑх К… земски суд тӗпчесе тухнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: маларах асӑннӑ гварди поручикӗ Дубровский, халӗ ҫав тавлашуллӑ именипе усӑ кураканскер, вырӑнта тӗпчеме пынӑ дворянски заседателе ҫапла каласа панӑ-асӑннӑ Кистенӗвка ялӗнчи эпӗ тытса тӑракан имени, … чун ят ҫӗрӗсемпе тата тӗрлӗ пурлӑхӗпе пӗтӗмӗшпех мана хамӑн аттем — артиллери подпоручикӗ Евграф ывӑлӗ Гаврил Дубровский вилнӗ хыҫҫӑн халал йӗркипе юлнӑ, тенӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кайран вара 17… ҫулхи сентябрь уйӑхӗн 6-мӗш кунӗнче турӑ ирӗкӗпе унӑн ашшӗ вилнӗ; ӗҫе суд урлӑ татса пама ыйтакан-шыраканӗ генерал-аншеф Троекуров 17… ҫултанпа мӗн ачаранпах ҫар службинче тӑнӑ, службӑра чухне ытларах чикӗ леш енчи походсенче пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ашшӗ вилни ҫинчен те, ун хыҫҫӑн мӗнле имени юлни ҫинчен те хыпар илме пултарайман, халӗ, ҫав службӑран пуҫӗпех отставкӑна тухса, хай ашшӗн К… тата Р… уездӗнчи тӗрлӗ ялсенчи… 3000 таран чунлӑ именине тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн, ҫӳлте асӑннӑ именисенчен Кистенӗвкӑри … чунлӑ (хальхи ревизи тӑрӑх вӑл ялта пурӗ… чун шутланать) именипе ҫӗрӗ-шывӗ тата пӗтӗм ытти пурлӑхӗпе маларах асӑннӑ гварди поручикӗ Андрей Дубровский ним закон тӑрӑх ҫирӗплетмесӗрех усӑ курса пурӑннине пӗлет.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1