Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илтӗне (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрне ытла утсан, мал енче инҫе-инҫе тупӑ сассисем илтӗне пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Бурлаксен юрри янӑравлӑрах та хӑватлӑрах илтӗне пуҫларӗ…

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх хушшинче Платуна сивленӗ сасӑсем илтӗне пуҫларӗҫ:

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

… Хут купӑс сасси, ахӑлтатса кулни хыттӑнрах та хыттӑнрах илтӗне пуҫларӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӗҫех чаршав хыҫӗнчен Крахъян харлаттарни илтӗне пуҫлать.

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Команда панӑ пекех, ҫынсен хушшинче хӳхлев вӑйланса кайрӗ, сасӑсем хыттӑнрах илтӗне пуҫларӗҫ, ӳсӗрни, шӑнкарни ҫирӗпленчӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Уявласси мӗнӗ, шӑрӑх та, шыва кӗрсе реххетленнӗ хыҫҫӑн хӗвел ҫинче хӗртӗнсе выртатчӗҫ вӗсем, таҫтан е тахҫан тем шӑхӑрни илтӗне пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

…Кӑнтӑрла иртсен, ялта туй юррисем, параппан-шӑнкӑрав сассисем илтӗне пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кайсан-кайсан, пӗр ватӑ хӗрарӑм хӑй хӗрӗпе калаҫни ҫеҫ илтӗне пуҫларӗ мана, ытти илтӗнсен те пуҫа пымарӗ.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тепӗр темиҫе самантран ялта шӑв-шав, калаҫни, алӑк ватни, тем-тем ҫӗмӗрни илтӗне пуҫларӗ.

Помоги переводом

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, тӗрлӗ енчен хӑвалакансен сасси илтӗне пуҫласан, Савантер хӑйне хупӑрласа илнине ӑнланчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часах таврана хулӑ вӑшлатса чӗрӗ ӳте пыра-пыра тивни, Сюльдяшов качака пек ҫухӑрни илтӗне пуҫларӗ…

Помоги переводом

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мотоциклсемпе машина сассисем илтӗне пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Акӑ «Смело, товарищи, в ногу» кӗвви илтӗне пуҫларӗ.

Помоги переводом

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак ӗнтӗ лере, «качтаки» тӗттӗмре курӑнми пулнӑ тӗлте, шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑр-чӑштӑр, чӑшш-чашш тунӑ сасӑ илтӗне пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗнтӗ тӗпри туй шавӗ ҫеҫ мар, кашни урамрах, кашни килте тенӗ пекех шӑпӑлтатни-шӳтлени, купӑс кӗввипе юрлани-ташлани, савӑнни-кулни, тӑванла-пӗлӗшле ырӑ сунӑм, кӗреке калаҫӑвӗсем илтӗне пуҫларӗҫ — чӑвашӑн ӗмӗрсенчен пыракан ҫакнашкал йӑли ҫапла сас парать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Часах ӑшӑ пӳртре, кӑмака хыҫӗнче, шӑрчӑк чӑрӑклатни ҫеҫ илтӗне пуҫларӗ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ҫитет, халь те нумай улталанӑ пире! — илтӗне пуҫларӗҫ хирӗҫле сасӑсем.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— План кирли ҫинчен малтанах пӗлмен ваккат — мӗн ваккачӗ вӑл! — илтӗне пуҫларӗҫ Касмуххана хирӗҫле сасӑсем.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Микула хутне кӗрекен сасӑсем йышлӑрах та хӑватлӑрах илтӗне пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней