Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑл шывӗн шӑнкӑр-шӑнкӑр сассине те илтмӗп сансӑр, улӑхри чечексен илемне те курмӑп сансӑр, йывӑҫ-курӑкӑн сиплӗ шӑршине те туймӑп сансӑр.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Эпӗ инҫе каймастӑп, анчах ҫапах та санӑн сассуна илтмӗп, тен.Я не пойду далеко, но все же может случиться, что я тебя не услышу.
LVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
26. Мана чӗнес пулсассӑн та Эпӗ сире илтмӗп, мӗншӗн тесессӗн эсир аллӑрсене юнпа вараларӑр, тата, ҫын вӗлерес тесен, сирӗн урӑрсем хӑвӑрт утаҫҫӗ.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем типӗ тытсассӑн та, Эпӗ вӗсем кӑшкӑрса йӗнине илтмӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнине те, ытти парнине те хапӑл тумӑп; вӗсене хӗҫпе, выҫлӑхпа, мур чирӗпе пӗтерсе тӑкӑп, терӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ вара ҫак халӑхшӑн ан ыйт, уншӑн ан кӗлту, ан тархасла: вӗсем хӗн-хур тӳснӗ чухне Мана тархасланине илтмӗп Эпӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, вӗсем унран хӑтӑлаймӗҫ, Мана тархаслама тытӑнсассӑн та Эпӗ вӗсене илтмӗп.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ вара ҫак халӑх патне ан ҫывӑхар, уншӑн ан макӑр, уншӑн кӗлтуса Мана ан тархасла — Эпӗ сана илтмӗп.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1