Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӗрарӑм кирек мӗнле арҫынна та йышӑнать, анчах пӗр хӗрӗ тепӗр хӗртен лайӑхрах: 24. арӑм илемӗ ар пит-куҫне ҫутатать, упӑшкине ҫак илем пуринчен ытла сӑхлантарать; 25. арӑмӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, ҫемҫе чӗлхеллӗ пулсассӑн, упӑшки — этем ывӑлӗсенчен чи телейли.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫуркунне Поляков, комбинезон тӑхӑннӑскер, сап-сарӑ ҫӳҫлӗскер, кӑн-кӑвак куҫӗпе те, кӑлкан пек ҫӳҫӗпе те ҫут тӗнче илемне ҫӗнӗ илем кӳрекенскер, Тимуш патне кӗчӗ те: «Ыран сирӗн пахчӑра сухалама килетӗп, — терӗ, — кӑшт ҫеҫ курӑнакан мӑйӑхне пӳрне вӗҫӗпе чӗпӗткелерӗ. — Эсир мӗншӗн кашни пахчана карта тытса уйӑрнӑ? Сӳтсе пӑрахӑр пахчасем хушшинчи картасене. Сухалама лайӑхрах пулать», — терӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Вӗсен илемӗ — ҫӗршыва илем кӳмелӗх, телейӗ — пӗтӗм халӑха телейлӗ тумалӑх.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
«Илем» тенӗ чух вӑл пӗр-пӗр хӗрарӑмпа вӑрман, юхан шыв е каҫхи уйӑх ҫутин илемне кӑна асра тытман-тӑр.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Мӗншӗн тесен юрату илемӗнчен ытлараххи урӑх ниепле илем те ҫук.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑмӑр куҫӗсем, ырӑ кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ пулсан та, ытла пӗчӗкҫӗ те тӗксӗм, пачах хитре мар; алӑ хӗрарӑма хӑйне евӗрлӗ илем кӳмелле, анчах Любовь Сергеевнӑн алли те илемсӗр: формипе начарах мар тата пӗчӗккӗ пулин те, хӗп-хӗрлӗ, кӑштӑркка.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нӳрӗ ҫӗр, ун ҫине тӗл-тӗл шӑтса тухнӑ сарӑ туналлӑ курӑксен ҫутӑ симӗс йӗпписем, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса юхакан шывсем, вӗсем ҫинче явӑнакан тӑпра тӗпренчӗкӗсемпе турпассем, сиренӗн кӳпшек папкаллӑ хӗрелнӗ турачӗсем, чӳрече тӗлӗнчех сулкаланаканскерсем, ҫак тем ҫинче йӑшӑлтатакан пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем хӗвӗшӳллӗн чӗвиклетни, хӑй ҫинчи юр ирӗлнипе хура пек курӑнакан хӳме, кунсӑр пуҫне чи пахи — ҫак ырӑ шӑршӑллӑ нӳрӗ сывлӑш, савӑк хӗвел мана ӑнланмалла та уҫӑмлӑн темле ҫӗнӗ хӳхӗм япала ҫинчен калаҫҫӗ, ҫакӑн ҫинчен мана ҫутҫанталӑк епле каланине ҫырса кӑтартма пултараймастӑп, эпӗ ӑна хам мӗнле ӑнланнине ҫырса кӑтартма тӑрӑшам, — пурте мана илем, телей, ырӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫҫӗ, ку та, тепри те маншӑн пулма пултарасси, пӗри теприсӗр пулмасси, илемпе телей, ырӑ ӗҫсем пӗр япаланах пӗлтерни ҫинчен калаҫҫӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ҫӗнет ӑна — ҫуталса кӑна ларӗ, тавралӑх илемне яма мар, пӗтӗм тавралӑха илем кӳрӗ!Но поднови ее — она же засияет, и не только не будет портить пейзаж — украсит его!
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Акӑ мӗншӗн эпӗ: чи чаплӑ илем — вӑл тӳрӗ кӑмӑл, ӗненӳ илемӗ, тетӗп.Вот почему я и говорю, что наивысшая красота — это красота верности.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
«Венеци вилет, Венеци пушанса юлчӗ», теҫҫӗ сире унта пурӑнакансем; анчах, тен, ӑна шӑпах ҫак юлашкинчен килекен илем, ҫеҫкеленнӗ тата чиперленнӗ вӑхӑтра хавхаланнӑ чухне тӗссӗрленнин илемӗ ҫитмест пулӗ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эсӗ илеме кӑмӑлламастӑн, ӑҫта мӗнле илем тӗл пулатӑн, ӑна юратмастӑн пулсан, вӑл сана сан искусствунта та парӑнмасть.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Икӗ барышни те хӑйсем ӑсталанӑ, симӗс хӑюсемлӗ, йӳнӗрех, анчах питӗ килӗшӳллӗ пӗрешкел шурӑ платьесемпеччӗ; иккӗш те кӗрен питлӗ, хура ҫӳҫлӗ, тӗттӗм куҫлӑ та кук терриллӗ; иккӗшӗн те куҫа йӑмӑхтарасла шурӑ, анчах тӗрӗс мар вырнаҫнӑ шӑлсем, апла пулин те ҫакӑ вӗсен тап-таса, чип-чипер ҫӑварӗсене пач уйрӑм илем ҫех кӳрсе тӑрать; иккӗш те кӑмӑллӑ, хаваслӑ, хӑйсем, уйӑрса илмелле мар тейӗн, ытла та пӗр тӗслӗ, ҫакӑнпа пӗрлех вӗсенче ҫав тери илемсӗр пиччӗшӗн сӑнӗ те пурччӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тата Вера Павловна шухӑш-кӑмӑлӗпе кӑна улшӑнса аталанман: хӗрарӑм илемӗ чӑн-чӑн илем пулсан, пирӗн патӑрта, ҫурҫӗрте, хӗрарӑм ҫулсеренех нумайччен чиперленсе пырать.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав хӑйсем илем вырӑнне хурса пӑхакан йӗрӗнчӗк тавралӑх вӗсен чунне чӑлахлатать вӗт-ха.Этот взгляд притает их душу уродством, которое они берут за красоту.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вуншар шурӑ ҫурт пӗр-пӗринчен хӑйсен килпетсӗрлӗхӗпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ, вӗсенчен пӗрин ҫумӗнче те илем тени ҫук.Десятки белых зданий уродливо разнообразны, и ни на одном из них нет даже тени красоты.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫухалса кайман ҫын, хӑйне хӑй тупнӑ ҫын, ҫак миллион ҫутӑ — йӑлтах ҫарамаслантаракан салхуллӑ ҫутӑ — мӗн ҫуратнине, ҫав ҫутӑ вара, йӗри-тавра илем пуррине систеренҫи пулса, пур ҫӗрте те ухмахла кичемлӗхпе ирӗксӗрлӗхе уҫса кӑтартнине курать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Океан вӗрсе кӑларнӑ кӑвак тӗтре ӗнтӗ хулари пӑтранчӑк сарӑ тӗтӗмпе хутшӑнса кайнӑ, черченкӗ шурӑ ҫуртсем ӗнтӗ витӗр курӑнакан витӗнкӗҫпе пӗркеннӗ; вӗсем, юмахри сӑнсем пек, илӗртсе чӗтренеҫҫӗ, хӑйсем патне йыхӑраҫҫӗ те темле лӑплантарса яракан илем сунаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Океанпа карап мачтисем ҫине ҫӗкленнӗ алли — пӗтӗм пӗвне мӑнаҫлантарса илем кӳрет.Ее рука, высоко поднятая над океаном и мачтами судов, придает позе гордое величие и красоту.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Урамсенчи ҫӗр каҫӑ тӑрӑлса тӑнӑ кӳлленчӗксенче ирхи кӗрен-кӑвак тӳпе курӑнать, — ҫавна пула таса мар кӳлленчӗксем те илемлӗрех пек туйӑнаҫҫӗ, анчах вӑл илем ниме те кирлӗ мар, чуна та килӗшӳсӗр.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.