Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене, уйрӑм предпринимательсемпе граждансене, ял хуҫалӑх продукцине сутма хушма хуҫалӑх тытса пыракансене чӗнетпӗр.
Кӗрхи ярмӑрккӑна килӗр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/common_material/ ... -r-3413358
Сӗт нумай туса илекенсене патшалӑх хавхалантарнине ҫӳлерех палӑртса хӑварнӑччӗ, ҫавна май тӑкаксене субсиди виҫипе саплаштарса пыма пулать.
Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/
Ҫапла хуравлӗ вӑл — чуна ырату кӳрекенсене, телее туртса илекенсене, ҫынна ним вырӑнне хумасӑр, унран пӑрӑнса утакансене..
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Шкулта вӗренекенсем И.Яковлев хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ инсценировкӑсенчен пахалӑх шайӗпе Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсене ҫитекенни пулмарӗ.
Сӑвӑсем вуларӗҫ, тӑван чӗлхене мухтарӗҫ // Валентина Боровкова. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%81%d3%9 ... %b0%d1%80/
«Пиллӗк» илекенсене Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн сайтӗнче кӑларма палӑртнӑ.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973
Ял хуҫалӑхӗнче тавар туса илекенсене пулӑшса пур шайри бюджетсенчен патшалӑх пулӑшӑвӗ 2022 ҫулта 115,7 млн тенкӗ е 2021 ҫулхин 102 проценчӗ чухлӗ пырса кӗнӗ.
Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/
Кӑкшамартан хӑйне кӗтсе илме тухнӑ княҫсемпе мӑрсасем, ҫӗрпӳсемпе улансем патне ҫитсен хан утне чарчӗ, ут ҫинчен анмасӑр кӗтсе илекенсене те утсем ҫинчен анма хушмасӑр пуринпе те ыталашса тухрӗ.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапла тусан этил спирчӗ 0,5 процент таран сӑра туса илекенсене субсидипе пулӑшма май килӗ.
Хӑмла ӳстерекенсене субсиди партарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33594.html
Чи кирли - ялхуҫалӑх продукцийӗ туса илекенсене ӑна уйӑрмалли йӗркене пӗрмай улӑштармалла мар.
Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.
Ӳсен-тӑранран продукци туса илекенсене федераци хыснинчен регионсен бюджетне усӑ куракан кашни гектар ҫӗр пуҫне субсиди уйӑрмалли йӗркепе 2014 ҫулшӑн пире 165 пин тенкӗ ҫеҫ пачӗҫ.
Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.
Аш-какай комбиначӗсем ялхуҫалӑх продукцийӗ туса илекенсене мӗншӗн ӑна кӑтартаҫҫӗ?
Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.
Вӑрлӑхлӑх ҫӗрулми туса илмелли никӗсри хӑйнеевӗр центр туса хумалла, ӑна йӗркелени импорта пӑхӑнассине чакарма тата республикӑри ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене те, килти хуҫалӑхсене те лартмалли вӑрлӑхпа тивӗҫтерме май туса парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен умне ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ усӑ курмасӑр выртакан пӗтӗм ҫӗре ҫаврӑнӑша кӗртме, усӑ курман ҫӗр пайӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне шута илессине 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме тата ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ куракансене тата е ҫӗре харпӑрлӑха илекенсене уҫӑ процедурӑсем урлӑ тупса палӑртма тӗллев лартатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Ҫакӑ лайӑх сутӑнакан таварӑн рынокӗсене анлӑлатса пымаллине тата чӗр тавар туса илес ӗҫе тавар туса илекенсене коопераци мелӗпе явӑҫтармаллине тепӗр хут ҫирӗплетсе парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
— Унӑн пӗр секрет ҫеҫ — илекенсене ултала.
Чапаев ҫинчен // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Глобр поражени тӳснӗ пирки Римра пӑртак шавланӑ: тӗнчене ҫӗнтерсе илекенсене «чи путсӗр гладиаторсен ушкӑнӗ» ҫӗмӗрсе тӑкни Сенатпа Рим халӑхне пысӑк мӑшкӑл кӑтартнӑ пек туйӑннӑ.
XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах тавар илекенсене астарса кӗртес тата сутӑ тӑвас тӗлӗшрен ман ӗҫ начар ӑнӑҫса пыратчӗ; ҫав калаҫма юраман салху мужиксем, йӗкехӳресем пек карчӑксем яланах темрен хӑраса та пуҫа усса ҫӳрекенскерсем, мана хӗрхенмелле пек туйӑнатчӗҫ, ман ҫирӗм пус ытлашширех ыйтмасӑр тавар илекене иконӑн чӑн хакне шӑппӑн калас килетчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Илекенсене чӗнсе кӗртесси тата йывӑртарахчӗ; килӗшӳсӗр ҫырнӑ иконӑсем мана кӑмӑла каймастчӗҫ, вӗсене сутма лайӑх мар пекчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл хӑнисене тата тавар илекенсене ирсӗр картинкӑсем кӑтартатчӗ, ҫырса илес текенсене намӑссӑрла стихсем ҫырса илме паратчӗ.Он показывал гостям и покупателям грязные картинки, давал — желающим — списывать бесстыдные стихи.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӑвак сухаллӑ арабсем, хӑйсен лавкисем умӗнче ларса, илекенсене йыхӑрнӑ.Седобородые арабы, сидя на порогах своих лавок, зазывали покупателей.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.