Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иккӗмӗшӗ (тĕпĕ: иккӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗмӗшӗ, палламан номертен телефонпа кирек мӗнле шӑнкӑрав пулсан та асӑрхануллӑ пулмалла.

Во-вторых, любой звонок с незнакомого номера телефона должен насторожить.

Сыхланӑр, мошенниксем! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... em-3639697

Ир ҫитмесен икӗ хӑрушлӑх пурччӗ: пӗрремӗшӗ — Мишша тете чӗнмесӗр ҫӳрени, иккӗмӗшӗ — ирхине вӗллерен ҫӑвӑр хуртсем уйрӑлса тухни.

Помоги переводом

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Пӗрремӗшӗ — план тултараймастпӑр, иккӗмӗшӗ — кӗсьене укҫа кӗмест.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗрремӗш юрату — сывлӑшри-тӳпери — ҫӗнӗ ҫемье ҫавӑрать пулсан, иккӗмӗшӗ — ҫӗр ҫинчи, ҫӗнӗ пурнӑҫ ӑсталать.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗрремӗшӗ, Подоприхин гражданин патшалӑха тырӑ ӑсатас сроксене пӑхӑнмасть, иккӗмӗшӗ, колхозниксене ытлашшипех ирӗк парать.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Иккӗмӗшӗ: хамӑрӑн Аслӑ Турра ӗненме, унпа пурӑнма нимӗнле «посредник» та кирлӗ мар - илемлӗ Ҫуттӗнче ялан пирӗн умра, ялан уҫӑ - кашни самантра эсӗ унпа калаҫма пулатаран.

Помоги переводом

«Ҫын укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй укҫипе тавар тума пуҫлать...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 7990625370

- Иккӗмӗшӗ - спорт валли оборудовани тата экипировка туса кӑларасси.

- И второе - это производство оборудования и экипировки для спорта.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров физкультура тата спорт канашӗн ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-1 ... an-3486534

Иккӗмӗшӗ халех килсе кӗмелле — эп ӑна редакцине килсенех кунта кӗрсе тухма ыйтрӑм.

Помоги переводом

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсенчен пӗрремӗшӗ — слесарь, иккӗмӗшӗ — электросварщик.

Помоги переводом

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Тен, вуҫех каймалла мар», — парӑнмарӗ иккӗмӗшӗ.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Иккӗмӗшӗ кам?

Помоги переводом

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑрринче нимӗнрен те ҫакланма май ҫукччӗ, ҫавна май пӗр альпинисчӗ чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑчӗ, иккӗмӗшӗ ун ҫине хӑпарса тӑчӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара иккӗшин ҫине те хӑпарса тин ту тӑррине лекме пултарчӗ.

Совсем близко к вершине не было никакой возможности уцепиться, поэтому один из альпинистов встал на колени, второй встал ему на спину, а третий забрался на них обоих и только тогда смог достичь вершины.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

Пӗрремӗш цифра — архив пайне, иккӗмӗшӗ — том номерне, виҫҫӗмӗшӗ листасене пӗлтерет.

первая цифра означает — отдел архива, вторая — номер тома, третья — листы.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӑтам шкула ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗр умӗнче пурнӑҫ сукмакӗсем юпленнӗ: пӗр сукмакӗ ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи ют чӗлхе факультетне илӗртнӗ, иккӗмӗшӗ — пиччӗшӗсемпе Лиза аппӑшӗ вӗренекен И.Н. Ульянов ячӗллӗ университета.

Помоги переводом

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

– Ҫук вара, эпӗ нумайрах илсен тӗрӗсрех пулать, мӗншӗн тесен чи лайӑх сӑнӑ – манӑн, – каланӑ тет иккӗмӗшӗ.

– Нет, будет честно, если я возьму больше, у меня лучшее копье, – говорит второй.

Арҫынсем мамонт тытма кайни ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/248

Асли — инженер — Ҫӗпӗрте завод лартать, иккӗмӗшӗ Украинӑра ҫӗркӑмрӑк кӑларать, виҫҫӗмӗшӗ Казахстанра ачасене вӗрентет, кӗҫӗнни ҫарта.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ун патӗнчен таврӑнатӑп ҫеҫ, иккӗмӗшӗ алӑка шаккать:

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Иккӗмӗшӗ Владислав тӗп хулара пурӑнать.

Помоги переводом

Агроном — уй-хир хуҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b0%d0%b ... 83c%d0%b8/

Пӗрремӗш бирка айӗнче амӑшӗ Ксюша ятне ҫырнӑ, иккӗмӗшӗ айӗнче – Настя ячӗ.

Под первой биркой мама написала имя Ксюша, а под второй – Настя.

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

Ҫын ячӗ-ши е пӗр-пӗр дефицит? — иккӗленчӗ иккӗмӗшӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней