Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах эсир ҫук чухне иккӗленни, ыйтусем ҫав тери вылянма тытӑнаҫҫӗ те манӑн каллех сирӗн пата чупмалла, каллех сирӗн ҫине пӑхмалла, унсӑрӑн эпӗ ӗненместӗп.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах та манӑн «иккӗленни» ҫинчен каланӑ шухӑшӑм унӑн кӑмӑлне кайрӗ пулмалла.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсӗ иккӗленни те питӗ лайӑх-ха вӑл! — терӗм эпӗ хӗрӳллӗн, — Петька, санӑн, паллах ӗнтӗ, Художество академинех каймалла.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗнле «иккӗленни»?
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— «Иккӗленни» пулать вӑл.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санӑн куҫусене хӑвӑн ҫумӑнтан иртсе кайнӑ вилӗм ҫивӗчлетнӗ пулсан, эсӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫын куҫӗсемпе пӑхатӑн пулсан, кам иккӗленни, кам сутни, камӑн пӗр-пӗр паллах мар кӗрешӳҫӗне те пулин тӑшман аллине парса хӑйӗн шӑпине ҫӑмӑллатас шухӑш пӗр самантлӑха ҫурални — сӑмахсӑрах паллӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах капитан Енакиев ҫапла иккӗленни тӗрес пӗлсе тӑракан фактсенчен килмен, вӗсем ҫинчен вӑл шухӑшланӑ кӑна, ҫавӑнпа та вӑл плана итленӗ тата боевой задани илнӗ хыҫҫӑн кӗскен кӑна: — Итлетӗп, — тесе хучӗ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫапах вӗсем те налук хурасран иккӗленни сисӗнет.
Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
Анчах та мӗнрен пуҫӑнас/ Ял ҫыннисем пулӑшӗҫ-ши/ Иккӗленни тӳрре тухман.
Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Анчах иккӗленни нумая пымарӗ.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
«Эп ун пек тунӑ пулсан, ыйтнӑ пулсан, мана ҫийӗнчех ҫӗнӗ тӗрӗслев валли мӗн кирлине пырса панӑ пулӗччӗ. Соколовшӑн эпӗ кӑшт ҫеҫ иккӗленни те ҫителӗклӗ пулнӑ», — тенӗ ӑна хирӗҫ Оля.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Васса иккӗленни, хӑйне темле пусӑрӑнчӑк тытни вуҫех ҫук.
XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хӗрарӑм иккӗленни сисӗнчӗ:
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Паллах, ҫӑмӑлах пулмарӗ унӑн малашнехи Турӑ патнелле хывӑннӑ ҫулӗ (пурне те пултаракан пирки иккӗленни те, унпа ӑшӗнче тупӑшни те, Полина вилӗмӗшӗн ӑна айӑплама пӑхни те пулчӗ), анчах Турӑ кӗнекисене, уйрӑмах псалтире, тӗплӗнрех, ӑша хывса вулани унччен ӑс-пуҫра цементленсе хытнӑ материализм никӗсне самаях хавшатса ишӗлтерчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Килтен ниҫта та ямастӑп сана! — терӗ вӑл, анчах ҫав самантрах унӑн сассинче иккӗленни те сисӗнчӗ.Не пушу тебя из дому! — сказала она, но в голосе слышалось сомнение.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Иккӗленни кӑлӑхах пулчӗ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Иккӗленни ӑсра юлмарӗ, Вӑл кӑлармарӗ хӑй йӗпне, Вӑл юшкӑн пек анса лармарӗ Пит пӑшӑрханнӑ чун тӗпне.
XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Иккӗленни — вӑл йӳҫӗ лӗкӗ, Юлать чӗре тӗпне ларса.
XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Салху кӑра ҫил пек кас-кассӑн Ҫитсе ытла та ахӑрсан, Иккӗленни чуна кассассӑн, Ӑшра ыр шанчӑк ҫухалсан — Имшерленет ҫын, тутӑхать, Пач сӳннӗ куҫӗпе пӑхать.
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Кирек мӗнле ӗҫ сӗнсен те иккӗленни пӑсмӗ.К любым предложениям, поступившим сейчас, относитесь с долей сомнения.
3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ