Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлерех асӑннӑ словарь чӑваш халӑхӗн чи хаклӑ тупри пуласса пӗртте иккӗленместпӗр.
Диалектологи словарӗ тухнӑ // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/news/-n-k-neke/2023-0 ... hn-3444446
Ку ӗҫре, пирӗншӗн Перекет банкӗ шанчӑклӑ партнер пуласси пирки эпир пӗрре те иккӗленместпӗр», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki
Эпир вӑй тӗрӗслӗхре пулни, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пуласси пирки иккӗленместпӗр!
Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/09/ole ... nem-pobedi
Хальччен кунта пулса курманнисем вара пуху епле иртнине курса тӗлӗнме пултарасран та иккӗленместпӗр.
Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/
- Ку ӑшӑ тӗлпулу, пачах та иккӗленместпӗр, пирӗн воспитанниксен асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle
«Пысӑк калӑпӑшпа пулакан чаплӑ мероприяти Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗринпе туслӑ килӗштерсе пурӑннине, унӑн пуян йӑли-йӗрки пуррине ҫирӗплетет. Паллӑ, ачасем хӑйне евӗр илемлӗ, вӗсен пултарулӑхӗ пурсӑмӑра та «тыткӑна» илесси пирки те иккӗленместпӗр», — тенӗ Олег Николаев.
Чӑваш Енре пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадине ирттереҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/13/chav ... -pacha-fol
Ӑҫта каятпӑр эпир — паллӑ мар, анчах ҫав вӑхӑтрах кӑштах та иккӗленместпӗр: шӑпах ҫав еннелле каймалла.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Эпир вӗсене часах хӑваласа ярасси пирки нимӗн чухлӗ те иккӗленместпӗр.
Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ун чухне эпир Сталинград патӗнчи ҫапӑҫу мӗнпе вӗҫленесси ҫинчен, паллах, пӗри те пӗлме пултарайман, анчах ҫакӑн пек йывӑр самантра пире Мускава чӗнни, эпир тӑшман тылӗ урлӑ самолётпа вӗҫни пире пурсӑмӑра та ҫав тери пысӑк шанчӑк парать, эпир пысӑк ҫӗр ҫинче лару-тӑру ҫирӗп тӑни пирки нимӗн чухлӗ те иккӗленместпӗр.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Халӑх пирӗн майлӑ, вӑл пире яланах пулӑшу парасси пирки пӗртте иккӗленместпӗр.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпир сирӗн пирки иккӗленместпӗр, анчах пӳрте тӗрӗслеме тивӗҫ.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпир иккӗленместпӗр: кунта та сылтӑм эсерсен йӗрӗ, акӑлчансемпе французсене сутӑннӑ ҫынсен йӗрӗ палӑрӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хушамачӗ пирки эпир нимӗн чухлӗ те иккӗленместпӗр: Петькӑнни пекех Сковородников пулмалла.Насчет фамилии у нас не было ни малейших сомнений: Сковородников — такая же, как у Петьки.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1