Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ Израиль ҫыннисен йышӗ: 8. Парош ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын; 9. Сафатия ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫитмӗл иккӗ; 10. Арах ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ иккӗ; 11. Пахаф-Моав ывӑлӗсем, Иисус тата Иоав тӑхӑмӗсем — икӗ пин те сакӑрҫӗр вунсаккӑр; 12. Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑ; 13. Заффу ывӑлӗсем — сакӑрҫӗр хӗрӗх пиллӗк; 14. Закхай ывӑлӗсем — ҫичҫӗр утмӑл; 15. Биннуй ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх саккӑр; 16. Бевай ывӑлӗсем — ултҫӗр ҫирӗм саккӑр; 17. Азгад ывӑлӗсем — икӗ пин те виҫҫӗр ҫирӗм иккӗ; 18. Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр утмӑл ҫиччӗ; 19. Бигвай ывӑлӗсем — икӗ пин те ултҫӗр ҫиччӗ; 20. Адин ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ пиллӗк; 21. Езекия килӗнчен тухнӑ Атер ывӑлӗсем — тӑхӑрвун саккӑр; 22. Хашум ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм саккӑр; 23. Вецай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм тӑваттӑ; 24. Хариф ывӑлӗсем — ҫӗр вуниккӗ; 25. Гаваон ывӑлӗсем — тӑхӑрвун пиллӗк; 26. Вифлеемпе Нетофа ҫыннисем — сакӑрвун саккӑр; 27. Анафоф ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм саккӑр; 28. Беф-Азмавеф ҫыннисем — хӗрӗх иккӗ; 29. Кариаф-Иарим, Кефира тата Беероф ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫҫӗ; 30. Рама тата Гева ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗрре; 31. Михмас ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм иккӗ; 32. Вефиль тата Гай ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм виҫҫӗ; 33. тепӗр Нево ҫыннисем — аллӑ иккӗ; 34. тепӗр Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑ; 35. Харим ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм; 36. Иерихон ҫыннисем — виҫҫӗр хӗрӗх пиллӗк; 37. Лод, Хадид тата Оно ҫыннисем — ҫичҫӗр ҫирӗм пӗрре; 38. Сенаа ҫыннисем — виҫӗ пин те тӑхӑрҫӗр вӑтӑр; 39. священниксем, Иисус килӗнчен тухнӑ Иедаия ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын; 40. Иммер ывӑлӗсем — пин те пилӗкҫӗр иккӗ; 41. Пашхур ывӑлӗсем — пин те икҫӗр хӗрӗх ҫиччӗ; 42. Харим ывӑлӗсем — пин те вунҫиччӗ.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Вулассипе — «иккӗ», ҫырассипе — «иккӗ», задача шутлассипе — «иккӗ».
Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.
Иккӗмӗш хут пӑхса тухнӑ чухне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен палӑртнӑ пӗтӗм хисепӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗнчен кая мар ытларахӑшӗ саккуна малтанхинчен улӑштармасӑрах ырлас пулсан Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ӑна иккӗмӗш хут сирсе яма пултараймасть, вара ҫитерсе панӑ кунран шутласа ҫичӗ кун хушшинче саккуна алӑ пусса ҫирӗплетмелле те пичетлесе кӑлармалла.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
«Ҫил вӗрнӗ чухне шӑхӑрса та кӗрлесе, чӗтренсе тӑрӗ. Пайӑрка кӑларассине те никам пӑрахӑҫламан. Ташпулатра иккӗ, Юбилейнӑйӗнче иккӗ, Яктыкӳлте те иккӗ. Виҫҫӗмӗшӗ мӗн тума кирлӗ?» — тесе ҫырнӑ сайтҫӑсем комментарисенче.
Пушкӑртстанри халӑх ҫыхӑну вышкине тракторпа персе антарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29812.html
— Закон божи — иккӗ, вырӑс чӗлхи — иккӗ, арифметика — иккӗ, итлесси — виҫҫӗ, тӑрӑшасси — виҫҫӗ, — терӗ ятланӑ пек пуҫне сулласа аппӑшӗ.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗр ту ларакан вырӑнта ун куҫне иккӗ курӑнма пултарать, ун хыҫҫӑн географ та иккӗ ҫырса хурас хӑрушлӑх пур.
XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
…Ҫур ҫулталӑк хушши — вӗренекен шутӗнче, тата ҫур ҫулталӑк — пиллӗкмӗш разрядлӑ токарь, тепӗр ҫулталӑкран — улттӑмӗш разряд, кӑткӑс детальсем тӑвассипе ӗҫлени, юлашки ҫул — иккӗ, иккӗ ҫурӑ, виҫӗ норма тултарма пуҫлани — акӑ ҫакӑн пек пулчӗ унӑн ҫулӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Иккӗ ҫумне иккӗ хушсан миҫе пулнине пӗлмен «ҫара кутсене» ял-сала пуҫлӑхӗсем туса хунӑ…
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Пӗр япалана ҫеҫ иккӗ ҫине иккӗ хутласан тӑваттӑ пуласса пӗлнӗ пек чухлать вӑл: куҫмалла.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… вуниккӗ, ҫирӗм пилӗк, вӑтӑр тӑххӑр… аллӑ иккӗ!
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫул ҫинче пӗр кун ирттерсен пӗр кун ҫимест, иккӗ кайсан — иккӗ.
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сахвине карчӑк мӑшкӑлласа хыттӑн шутласа тӑчӗ: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… вун иккӗ, вун виҫҫӗ, ҫирӗм пиллӗк, ҫирӗм улттӑ… йӗри-тавра учӳк хаваслӑхӗпе ӳсӗрӗлсе кайнӑ халӑх кӗрлерӗ.
8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Уйӑх хушши пӑлханма тивет — уйӑх пӑлханӑпӑр, иккӗ пулсан — иккӗ те тытӑнса тӑрӑпӑр-ха!Месяц бастовать надо будет — месяц пробастуем, два — и два продержимся!
XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кӗтсе илмелли пӳлӗмре пӗр решетке ҫеҫ мар, иккӗ; вӗсене иккӗшне те пӗр стенаран тепӗр стени ҫумне тӗктерсе тыттарнӑ, решеткесен хушшине пӗр аршӑн хушӑ хӑварнӑ.
XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ку вӑл акӑ мӗнле пулнӑ: пӗр турпасне ӑста пӗр сарӑ кӗрен, виҫҫӗ хура витӗрнӗ; иккӗмӗшне икӗ сарӑ кӗрен, иккӗ хура; виҫҫӗмӗшне виҫӗ сарӑ кӗренпе пӗрре хура витӗрнӗ.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ун йышшине «иккӗ кӑвак, иккӗ хӗрлӗ» теҫҫӗ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Иккӗ кӑвак, иккӗ хӗрлӗ, ураҫҫине те ҫаплах тӑваҫҫӗ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ҫӗнӗ закон тухнӑ: санӑн виҫӗ лаша пулсан — иккӗшне пар, иккӗ пулсан — пӗрне.Закон вышел: если у тебя три лошади — две отдай, а если две — так одну.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кириллсем — иккӗ пулнӑ, иккӗшӗ те — епископсем; пӗри — Александрийӑри тепӗри — Ирусалимри.Кириллов — двое было, оба епископы; один — александрийской, другой — ерусалимской.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шишкин каллех пӗрре — пӗрре пулни, иккӗ — иккӗ пулни ҫинчен Лобзике ӑнлантарма пикенчӗ.Шишкин снова принялся объяснять Лобзику, что один — это один, а два — это два.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.