Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

журналӗсем (тĕпĕ: журнал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурӑ питлисем пӗрмай пӗр пӳртрен тепӗр пӳрте кӗре-кӗре тухаҫҫӗ, тем шыраҫҫӗ, «медицина журналӗсем» ҫине темскер ҫыра-ҫыра хураҫҫӗ.

А белолицые всё шныряли и шныряли по хижинам, что-то высматривая, что-то записывая в свои «медицинские журналы».

Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Тата литература журналӗсем пурччӗ.

Еще были журналы литературные.

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Антошин ҫамрӑк летчик авиаци журналӗсем вуланине те, вӑл самолетпа вӗҫес ӗҫре ют ҫӗршыв летчикӗсенчен юлма шутламаннине те тавҫӑрса илнӗ.

Антошин мысленно отметил и то, что молодой летчик читает авиационные журналы, и то, что он не желает уступать иностранным пилотам в мастерстве самолетовождения.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Тусанлӑ сӗтелсем ҫинче хутсем, ҫырусем, хулӑм вырӑс журналӗсем, пуринчен ытла касманнисем, йӑваланса выртаҫҫӗ.

Бумаги, письма, толстые нумера русских журналов, большею частью неразрезанные, валялись по запыленным столам; везде белели разбросанные окурки папирос.

XIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Чул ҫине те эпӗ ӑна хамӑн чыса ҫухатмасӑр ҫырса хӑвартӑм, борт журналӗсем ҫине те ята вараламасӑр ҫырса пынӑ.

И в камень я ее врубил с честью, и в бортовые журналы я ее вписывал без позора.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тен, шкулта вӗреннӗ чухнех медицина журналӗсем тӑтӑш вулани сывлӑха ҫирӗплетес ҫул ҫине тӑма хӗтӗртнӗ.

Помоги переводом

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Унтан вӑл этемсем нумай пурӑнни ҫинчен акӑлчансен журналӗсем ҫинче ҫырнӑ примерсем илсе кӑтартнӑ, ҫавӑнтах тата ҫӗр ҫултан ытла пурӑнакансем пурте эрех ӗҫмен ҫынсем пулни ҫинчен, вӗсем хӗлле те, ҫулла та шурӑмпуҫпа пӗрлех ура ҫине тӑни ҫинчен калама тытӑннӑ.

Тут он привел несколько примеров человеческого долголетия, почерпнутых из английских журналов, замечая, что все люди, жившие более ста лет, не употребляли водки и вставали на заре зимой и летом.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней