Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

еннех (тĕпĕ: ен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ Хусан леш еннех каясшӑн-ха, айванкка.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сатурпа Чиканккана чӗререн тав туса ӑҫтан килнӗ ҫав еннех ҫаврӑнса пӑхми вӗҫтернӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫав еннех чӑн вырӑнта чухласа илӗр.

Определите то же направление на местности.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Йӳтетмӗш чир иртме мар, аталансах пычӗ, вӑл ӗнтӗ куҫӑхас еннех кайрӗ — хӗр ӑна никама та кӑтартмасть…

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кӑмӑл та ун еннех ҫаврӑнса пырать.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑрман, ӗлӗкхине тем астуса, тулашма тытӑнсан — Укахви чунӗ те вӑрман кӑмӑлӗ еннех ҫаврӑнса ӳкнӗ, шелленгӗ ӑна, хӗрхеннӗ…

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Кӗтместӗн-им эсӗ ӑна? — Тимуш еннех ҫаврӑнса ларчӗ Хветура.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Леш еннех ҫаврӑнса ҫитрӗ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Алӑ — алӑк еннех туртӑнчӗ, Таня хӑйне чарма пултараймарӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анчах тем шута хурсах ҫитереймерӗҫ пуль, кирлӗ еннех тайӑлнӑ йывӑҫ юлашки самантра тепӗр еннелле пӑрӑнса кайрӗ те шыв юххи май лаплатса ӳкрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйӑх иртет, ҫу иртет, ҫутти хӑй еннех туртать, ватӑ ҫынсен пенсийӗ уйӑх ӗҫме те ҫитмест.

Помоги переводом

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Анчах ҫав тери хитре те пур арҫын ачасем юратса пӑрахнӑ Люся ытлашши никам еннех те пӑхасшӑн марччӗ, вӑтам шкул пӗтернӗ ҫулах курма килнӗ капитан-лейтенанта качча тухса, Ленинграда куҫса кайрӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Шофер вунӑ ҫул еннех автоколоннӑра ӗҫленӗ, кашни районтах темиҫешер уйӑх командировкӑра пурӑннӑ, ҫавӑнпах пуль нумай ҫынна паллать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫулталӑк еннех ҫухатрӑм Мишӑна.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хама валли ятарласа хӗр шырас пулсан, эпӗ ун еннех ҫаврӑнса пӑхман пулӑттӑм.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Улӑм витнӗ сарайӗ тӑрне, чи вӗҫлеккине, таҫтан килсе лекнӗ хурӑн калчи вӑй илнӗччӗ, вӑл, тӗлӗнмелле акӑш-мӑкӑшскер, ҫур метр еннех ҫитнӗччӗ.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ҫур ҫул еннех больницӑра выртма лекрӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Халь, ҫулталӑкра пӗр хут ҫеҫ килекен улаха хутшӑнасшӑн пулма-сан, ырӑ еннех мар пулӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсенчен хӑш-пӗрисем таҫта аякка, крепость леш еннех кая-кая ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Семен Петрович (вӑл пӗр ҫулталӑк еннех колхоз председателӗ те пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна ашшӗ ячӗпе хисеплеҫҫӗ) — пӗчӗк пӳ-силлӗ, аллӑ урлӑ каҫнӑ арҫын.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней