Поиск
Шырав ĕçĕ:
36. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене ҫывӑхри е аякри ҫӗре кайса ярсассӑн, 37. вӗсем унта, тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, тыткӑна лекнӗ ҫӗрте Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, 38. хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, 39. вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине каҫарсамччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене хӑйсен ҫывӑхри е аякри ҫӗрне кайса ярсассӑн, 47. вӗсем унта, тыткӑнра пурӑнакан ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, 48. вара, хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ тӑшмансен ҫӗрӗнче пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, 49. вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ; 50. Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине, Хӑвӑн умӑнта тунӑ пур айӑпне те каҫарсамччӗ; вӗсене тыткӑна илсе кайнисенӗн чӗрине ҫемҫетсемччӗ, тӑшманӗсем хӗрхенччӗр вӗсене, вӗсемпе ырӑ пулччӑр; 51. вӗсем — Санӑн халӑху, Ху Египетран, тимӗр кӑмакаран, илсе тухнӑ еткерӳ вӑл.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Виҫҫӗмӗш шӑпи Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ, вӗсен ҫӗрӗн чикки Сарид патне ҫитичченех тӑсӑлса пынӑ; 11. вӗсен чикки тинӗс енне, Марала патнелле, хӑпарать те Дабешеф патне ҫитсе Иокнеам умӗнчи юхӑм шыв патнех ҫитет; 12. Сарид патӗнчен каялла, тухӑҫ еннелле, хӗвелтухӑҫ еннелле, Кислоф-Фавор чиккине ҫити каять; кунтан Давраф патӗнчен иртсе Иафия патнелле улӑхать; 13. кунтан тухӑҫалла каять, Геф-Хефер, Итту-Кацин патӗнчен иртсе Риммон, Мифоар, Нея еннелле каять; 14. вара чикӗ Ханнафон патӗнчен ҫурҫӗр енчен пӑрӑнса каять те Ифтах-Ел айлӑмне ҫитсе тухать; 15. вӗсене тата Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала, Вифлеем хулисем тивнӗ: пурӗ — вуникӗ хула тата вӗсен ялӗсем.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш, кала вӗсене: эсир Ханаан ҫӗрне ҫитсе кӗретӗр те — акӑ вӑл, сире пӳрнӗ еткерлӗх ҫӗр, Ханаан ҫӗрӗ, унӑн чиккисем акӑ: 3. сирӗн кӑнтӑр енӗ Эдом патӗнчи Син пушхирӗнчен пуҫланать, унтан сирӗн кӑнтӑр чикки Тӑварлӑ тинӗс вӗҫӗнчен, тухӑҫ енчен каять, 4. унтан чикӗ кӑнтӑралла Акравим сӑрчӗ еннелле каять, Син урлӑ каҫать, кӑнтӑр еннелле Кадес-Варни патнелле мӑкӑрӑлса тухать, унтан Гацар-Аддара ҫитиччен пырать, унтан Ацмон урлӑ каҫать; 5. Ацмонран иртсессӗн, чикӗ Египет шывӗ еннелле каять, вара тинӗс хӗррине тӑсӑлса тухать.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Питӗ вӑрахчен асапланмалла пулчӗ — ҫичӗ сехет хушши, унтан сасартӑках ҫил ҫаврӑнчӗ те ҫыран еннелле вашлатса вӗрме тытӑнчӗ, пире вӑл ҫӗр еннелле вӗҫтере пачӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Пуҫне усса, тӗлӗрсе пыракан абхазец пирӗн тӗлтен лашине уттарса иртрӗ; пӗчӗк лаши, питӗ шӑнӑрлӑскер, хӑлхисене тӑратса, ҫаврака хура куҫӗпе пирӗн еннелле пӑхрӗ те — тулхӑрса илчӗ; ҫӑмламас ҫӗлӗк тӑхӑннӑ юланутҫи те пуҫне кӑртах ҫӗклесе пирӗн еннелле пӑхрӗ, унтан каллех пуҫне усрӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Мӗкӗрнӗ сасӑпа кӑшкӑрнӑ, чӑхӑмҫӑ лаша пек, пур еннелле те сике-сике илнӗ, тахӑшӗ ӑна питӗнчен ҫӗлӗкпе пенӗ, ун еннелле юнланнӑ юр чӑмӑрккисем ывтӑннӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Стена пек пулса тӑракан салтаксем хумханса илнӗ те, ҫав стена икӗ еннелле уҫӑлакан йывӑҫ хапха пек уҫӑлса кайнӑ; ун хушшипе, ташласа та хартлатса утсем юртса тухнӑ та, офицер кӑшкӑрни илтӗннӗ, утлӑ ҫар ҫинче, сывлӑша ҫурса, хӗҫсем вылянса илнӗ, кӗмӗл лентӑсем пек йӑлтӑртатса кайнӑ, пурте пӗр еннелле хӑмсарнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Унтан Гаврила, йӗпе картузне хывса, сӑхсӑхса илчӗ, ывӑҫне чӑмӑртанӑ укҫисем ҫине пӑхса, ҫӑмӑллӑн, тарӑннӑн сывларӗ, вӗсене хӗвне пытарчӗ, вара, шултра та ҫирӗп утӑмсемпе, Челкаш кайса ҫухалнӑ еннелле мар, тепӗр еннелле, ҫыр хӗррине утса кайрӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӗлтӗрене пӗр пысӑк ывӑҫ тытса илсе, вӑйӑ йӗркине манса, милкӗпе ҫапнӑ пек арҫын ачасене ҫурӑмран, алӑран, ураран сылтӑм еннелле, сулахай еннелле ҫатлаттара пуҫларӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломовӑн кабинечӗпе ҫывӑрмалли пӳлӗм чӳречисем килкартинелле пӑхаҫҫӗ, хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗм чӳречисем — пӗчӗк сад еннелле, зал чӳречисем — купӑстапа ҫӗрулми пахчи еннелле.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче тата, чашӑксемпе стакансем лартнӑ патнуса йӑтса пынӑ чух, вӑл икӗ стакан ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ те, яланхи пекех, ятлаҫма пуҫларӗ, патнусӗ-мӗнӗпех урайне пӑрахасшӑн пулчӗ, вара Анисья патнуса Захар аллинчен илчӗ, ун ҫине урӑх стакансем, сахӑр хумалли, ҫӑкӑр ним хускалмалла мар вырнаҫтарса лартрӗ, вара патнуса хӑрах алӑпа йӑтса, тепӗр аллипе мӗнле ҫирӗп тытса пымаллине кӑтартрӗ те икӗ хутчен пӳлӗм тӑрӑх патнуса сылтӑм еннелле те, сулахай еннелле те сулкаласа утрӗ — пӗр кашӑк та вырӑнтан хускалмарӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирӗн урамран тягачсем иртеҫҫӗ, вӗсем Никитски хапхи еннелле зениткӑсем туртса каяҫҫӗ, унтан, Арбат еннелле пӑрӑнаҫҫӗ.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Проток еннелле ҫаврӑнма вӑхӑт ҫитнӗ иккен, Володя йытӑсене урӑх еннелле ҫавӑрас тесе ҫеҫ чарнӑ-мӗн.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пин те икҫӗр метра вӗҫсе хӑпаратӑн, икӗ хутчен пӗр еннелле, икӗ хутчен тепӗр еннелле «тарӑн вираж» тӑватӑн.— Высота тысяча двести метров, два глубоких виража в одну сторону и два в другую.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑштах шурса кайса, вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, сиксе тӑчӗ, аякри ҫыран хӗрринелле, вӑлтисене галька ҫине тирсе лартса, шыв хӗрринчех ҫывӑрса выртакан палланӑ ватӑ пулӑҫӑ еннелле пӑшӑрханса пӑхрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нимӗҫсен малтанхи планӗ — танксен пысӑк вӑйӗсемпе усӑ курса, пирӗн Курскран кӑнтӑр еннелле тата ҫурҫӗр еннелле тунӑ укрепленисене ҫӗмӗрсе Хӗрлӗ Ҫарӑн Курск патӗнчи группировкине хыпчӑк пек хӗссе ҫавӑрса илесси, унта «нимӗҫсен Сталинграчӗ» тӑвасси — пирӗн оборона ҫирӗп пулнипе тӳрех путланса ларнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лайӑх еннелле, е усал еннелле.
Ҫынсем тата II-мӗш марионеткӑсем (Панкрац) // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Аптӑранипе Биденко вӑрман тӑрӑх пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле утнӑ.В некотором смущении Биденко бродил по лесу, меняя направление.
7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Мӑшӑрӗ асӑрхарӗ-ха арӑмӗ хӑш еннелле тинкернине, ҫавӑнпа та машинине ҫулӑн сылтӑм еннелле пӑрса тормозне пусрӗ.Олег заметил в какую сторону смотрит супруга, поэтому взял вправо и нажал на тормоз.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив