Поиск
Шырав ĕçĕ:
26. Анчах сире пула Ҫӳлхуҫа мана ҫилленнӗччӗ те мана тӑнламарӗ, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: ҫитӗ сана, ҫакӑн ҫинчен Мана урӑх ан кала; 27. Фасга тӑвӗн тӑррине хӑпар та хӑвӑн куҫупа тинӗс енне, ҫурҫӗр енне, кӑнтӑр енне, тухӑҫ енне пӑхса ил, хӑвӑн куҫупа ху курса юл, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак Иордан леш енне каҫаймастӑн; 28. Иисуса вӗрентсе хӑвар, ӑна вӑй илме, ҫирӗп тӑма пар; ӗнтӗ вӑл халӑх умӗнчен пырӗ, вӑлах эсӗ хӑвӑн куҫупа ху курас [пӗтӗм] ҫӗре халӑха пайӑн-пайӑн валеҫсе парӗ, терӗ.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вара сапансене вырӑнаҫтарса тухнӑ: пиллӗкӗшне Ҫуртӑн сылтӑм енне, тепӗр пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ; тинӗсе Ҫуртӑн сылтӑм енне, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енне, лартнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Улттӑмӗш шӑпи Неффалим ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ; 33. вӗсен ҫӗрӗн чикки Хелеф патӗнчен [тата] Цананнимри юманлӑх патӗнчен Адами-Некев енне, Иавнеил енне каять, Лаккум патне ҫитет, Иордан хӗррине ҫитсе тухать; 34. ку тӗлтен чикӗ анӑҫ енне ҫаврӑнса Азноф-Фавор енне каять, унтан Хуккок патнелле кайса кӑнтӑр енчен Завулон ҫӗрӗн чиккине пырса тухать, анӑҫ енчен Асир ҫӗрӗ патне тухать, тухӑҫ енчен Иордан хӗррине Иуда чиккине ҫитет.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кандидат ҫӗр тӗпне анса кайманни кана: ним тума аптӑранипе, пӗрре арӑмӗ енне, тепре Глеб енне, е арҫынсем енне чӑл-чал пӑхкаларӗ…
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
4. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӗненнӗ те Павелпа Сила енне ҫаврӑннӑ, вӗсен енне тата пӗртен-пӗр Турра хисеплекен эллинсем те питӗ нумаййӑн ҫаврӑннӑ, вӗсен енне куҫнисем хушшинче ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмсем те сахал мар пулнӑ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Виҫекен шалчипе вӑл тухӑҫ енне виҫрӗ, виҫекен шалчипе виҫсессӗн, пӗтӗмӗшпе пилӗкҫӗр шалча пулчӗ; 17. ҫав шалчапах ҫурҫӗр енне виҫрӗ, пӗтӗмӗшпе пилӗкҫӗр шалча пулчӗ; 18. виҫекен шалчипе кӑнтӑр енне виҫсен те, пилӗкҫӗр шалча пулчӗ.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара патшапа унӑн аслӑ улпучӗсен ҫырӑвӗсене илсе, хыпарҫӑсем пӗтӗм Израиль ҫӗрне, пӗтӗм Иудея ҫӗрне саланнӑ, патша хушнипе ҫапла каланӑ: эй Израиль ачисем! Ҫӳлхуҫа енне — Авраам, Исаак тата Израиль Турри енне — ҫаврӑнӑр, вара Вӑл Ассири патшисен аллинчен ҫӑлӑнса юлнӑ йӑлкӑм енне ҫаврӑнӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иодай священник пӗр сунтӑх илнӗ, унӑн ҫӳл енне шӑтӑк тунӑ, вара ӑна парне кӳмелли вырӑн ҫумне, сылтӑм енне, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗрсе тухмалли алӑк енне, лартнӑ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑнтӑр чикки Кириаф-Иарим патӗнчен пуҫланать, кӑнтӑр енӗпе тинӗс еннелле пырса Нефтоах ҫӑлӗ патне ҫитет; 16. унтан чикӗ ту енне — Енном ывӑлӗн айлӑмӗпе юнашар, рефаимсен айлӑмӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлӑмӗпелен Иевусӑн кӑнтӑр енне анса Ен-Рогел патнелле каять; 17. вара ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать те Ен-Шемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сӑртне хирӗҫех вырӑнаҫнӑ Гелилоф патне ҫитет, ҫакӑнтан вара Боганӑн — Рувим ывӑлӗн — чулӗ патне анать; 18. унтан тӳремлӗх ҫывӑхӗпе ҫурҫӗрелле иртсе тӳремлӗхе анать; 19. кунтан чикӗ Беф-Хогла ҫумӗпе ҫурҫӗрелле кайса Тӑварлӑ тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи авӑрне, Иорданӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне, ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. ҫакна Израиль ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсенчен е Израиль ҫыннисем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам хӑйӗн ачине Молоха парать, ҫавна тытса вӗлерччӗр: ҫак ҫӗрти ҫынсем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр; 3. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне ҫавӑрӑп, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлентермешкӗн, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен кӑлармашкӑн хӑйӗн ачине Молоха панӑшӑн ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 4. ҫав ҫын хӑйӗн ачине Молоха панине курса, ҫак ҫӗрти халӑх ӑна куҫ хывмасассӑн, ӑна вӗлермесессӗн, 5. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне, унӑн йӑхӗ енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑй халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, Молох хыҫҫӑн асса ҫӳреме ун хыҫҫӑн кайнисене те пурне те пӗтерӗп.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей каялла ҫаврӑнса ту ҫинчен аннӑ; унӑн аллинче саккун ҫырнӑ икӗ [чул] хӑма пулнӑ, икӗ енне те ҫырнӑ пулнӑ: пӗр енне те, тепӗр енне те ҫырнӑ пулнӑ; 16. чул хӑмасем Турӑ ӗҫӗ пулнӑ, чул хӑмасем ҫине ҫырнӑ ҫырусем те Турӑ ҫырӑвӗсем пулнӑ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл уй-хир ҫинелле, кӑвакаран вӑрман ярӑмӗ енне, лаша кӗтӗвӗ ҫӳрекен ҫаран енне тинкерсе пӑхрӗ, лӑпкӑн кӑна сывласа илчӗ те вӑрахчен чӗнмесӗр тӑчӗ.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Онисим пӳртне кашниех кӗме пултараймасть; тен, пыракан ҫын ҫав пӳрте умӗпе хӑна енне, хыҫӗпе вӑрман енне ҫаврӑнса тӑма ыйтсан ҫеҫ кӗме пултарӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫав тери ҫаврӑнӑҫусӑр: хапха е алӑк уҫма тытӑнсан, пӗр енне уҫать, е тепӗр енӗ хупӑнса ларать, ҫав енне уҫма ыткӑнать — лешӗ хупӑнса ларать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл каланипе, Пугачев мана Оренбурга шпион туса янӑ пулать; эпӗ, кулленех ҫапӑҫма туханҫи пулса, хулара мӗн пулса иртни ҫинчен хут ҫине ҫырса пӗлтернӗ пулать; юлашкинчен вара, пуҫӗпех самозванец енне куҫса, унпала пӗрле крепӑҫрен крепӑҫе ҫӳренӗ, Пугачев енне куҫнӑ юлта-сен пуҫне ҫиме, вӗсен вырӑнне ларма, Пугачев панӑ парнесемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ пулать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вара, кӑвак мӑйӑхне икӗ пӳрнипе шӑлкаланӑ май тутине — пӗр енне, унтан — тепӗр енне хуската-хуската илчӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗнеревҫӗ ман енне куҫ хӗсрӗ, атте енне — аллине сулчӗ, ҫав путиш этемпе мӗн калаҫма! терӗ пулас.Настройщик подмигнул мне, махнул рукой в сторону отца — дескать, что с чудаком спорить.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кунта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, Кисловодскри сывлӑш савӑшас енне туртать пулас, ҫавӑнра, имӗш, Машук патӗнче пуҫланнӑ романсем пурте кунта хӑйсен вӗҫне ҫитеҫҫӗ-мӗн, чӑнах та, кунта пур ҫӗрте те улах вырӑн, ем-ешӗл тусем хушшипе шавлӑн кӑпӑкланса сиксе юхакан шыв хӗрринчи ҫӑка аллейисен чӑтлӑхӗ те, урлӑ та пирлӗ ҫӗкленекен тӗксӗм ту хушшисем те, кӑнтӑрти ҫӳллӗ курӑкпа та шурӑ акаци пӑсӗпе тулнӑ техӗмлӗ сывлӑш та, лапӑ вӗҫӗнче пӗр-пӗринпе пӗрлешсе, Подкумок енне ут-вӗттин сикекен сулхӑн шывсен тӗлӗнмелле ытарайми сасси те — пурте юмахри пек туйӑнать.
Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унтан вӑл: «Санпа пакӑлтатса тӑрса кӑмпа та пуҫтараймӑн. Кай-ха эсӗ, улпут, пӗр енне, эпӗ тепӗр енне каям, сывӑ пул…» — тенӗ те малалла утасшӑн пулнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эс пӗрне пӗр енне ҫакса ярӑн, тепӗрне — тепӗр енне…Так вот одного ребёнка с правой стороны повесишь, второго – с левой стороны…
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив