Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак Саккун муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене, ҫавӑн пекех хӑйсен мӑшӑрӗсен тата ҫула ҫитмен ачисен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене (малалла ҫавӑн пекех – тупӑшсем, тӑкаксем, пурлӑх тата пурлӑх евӗр обязательствӑсем ҫинчен калакан сведенисем) тӑратмалли йӗркене, тупӑшсем, тӑкаксем, пурлӑх тата пурлӑх евӗр обязательствӑсем ҫинчен калакан сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслемелли йӗркене, ҫавӑн пекех тӗрӗс мар тата тулли мар сведенисем тӑратнӑшӑн депутат, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйланӑ органӗн членӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫынни тӗлӗшпе Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен» 2004 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗн 35 статйин 5.41-мӗш пайӗнче асӑннӑ явап тыттармалли мерӑсемпе (малалла – явап тыттармалли мерӑсем) усӑ курасси ҫинчен калакан йышӑну тумалли йӗркене палӑртать.»;
Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 80 от 19.11.2019
Вӑл салтак евӗр е сывлама чарӑннӑ ҫын пек тӳрӗ тӑрса утать, аллисем те унӑн патак евӗр усӑнса аннӑ, утти темле чӗрӗ мар, вылямалли тетте салтаксен утти евӗр туйӑнать — чӗркуҫҫийӗсем пач хуҫланмаҫҫӗ, вӑл вӑрӑммӑн яра-яра пусма тӑрӑшать; губка пек мӑкӑллӗ лавҫӑпа мучи икшер утӑм тунӑ ҫӗрте вӑл пӗр утӑм ҫеҫ тума ӗлкӗрет, ҫавна май пуринчен те хулленрех тата ыттисенчен юлса утнӑ пек туйӑнать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
27. Вӑл, ҫуркуннехи Фисон шывӗ пек, Тигр шывӗ пек, ӑслӑлӑхпа витерет; 28. вӑл, ӗҫҫи вӑхӑтӗнчи Евфрат шывӗпе Иордан шывӗ евӗр, тулли ӑс-хакӑл кӳрет; 29. вӑл, Нил шывӗ сарӑлнӑ евӗр, иҫӗм ҫырли пухнӑ вӑхӑтри Гион шывӗ евӗр, ӑс-пӗлӳ сарать.
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Тилли юррисем» — поэзин хӑйне евӗр жанрӗ, поэмӑн хӑйне евӗр форми тесен те йӑнӑш пулас ҫук.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
«Тилли юррисем», тӗрӗссипе каласан, — юрӑсем ҫеҫ мар, вӗсем хӑйне евӗр лирикӑллӑ пӗчӗкҫӗ энциклопеди, хӑйне евӗр поэма.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Хресченсене пролетариатсен ретне куҫарас, пурнӑҫ ҫине хӑйне евӗр пӑхма пӑрахтарса, пролетариат евӗр пӑхтарас килчӗ.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Каярахпа Петӗрпе ҫывӑх паллашман пулсан, тен, эпӗ те унӑн «хӗр тути евӗр» бантикне тата хӑйӗн бантик евӗр «кӳпшек тутине» ҫеҫ астуса юлнӑ пулӑттӑм.
«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Фестиваль хӑнисем ӳлӗмрен те ҫакӑн евӗр мероприятине ирттерме чӗнсе каланӑ, ҫакӑн евӗр паха наци йӑли-йӗркине ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе хӑварма сӗннӗ.
Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn
Искусствӑн профессилле вучахӗсем, хӑйсене евӗр маяксем тата ҫул кӑтартса пыракан ҫӑлтӑрсем евӗр, художествӑллӑ пултарулӑхри пысӑк ӑсталӑхӑн тӗслӗхӗсем пулса тӑмалла.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Сухвин сӑн-питӗнче чӑвашӑн тӗлӗнмелле хӑйне евӗр ҫемҫелӗхӗ, мӗнпур чунтан юратма та хурланма, кирлӗ пулсан тарӑхма та, кирлӗ пулсан — виҫесӗр савӑнма та кулма никамран ытла пултаракан темӗнле йӗрӗ, питӗ сисӗмлӗ, пысӑк, тарӑн чун, ҫӗр ҫине тепӗр хут нихҫан та ҫуралма пултарайман хӑйне евӗр илемлӗх сисӗнет.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Такама хыттӑн чӗннӗ пек, такама асӑнса ҫын ӳлесе макӑрнӑ пек ҫухӑракан шӑпӑрсем хыҫҫӑн кӗсле сасси янкӑр уяр ҫанталӑкра тӳпере тӑри тӗрӗлтетнӗ евӗр, таврара кӗмӗл, йӗс, хурҫӑ хӗлӗхсем пӗрре сыпӑнса тепре чӑнкӑртатса татӑлнӑ евӗр илемлӗн янӑраса кайрӗ.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӑкӑнь евӗр унӑн сӑнӗ, Ҫӑлтӑр евӗр куҫӗсем.
Ҫӑлтӑр куҫлӑ сар пике // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 7 с.
«21. Ял поселенийӗн представительлӗ органӗн депутачӗн муниципалитет должноҫне йышӑнакан тата хӑйӗн полномочийӗсене яланхи мар йӗркепе пурнӑҫлакан ҫын хӑйӗн тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене, ҫавӑн пекех хӑйӗн арӑмӗн (упӑшкин) тата ҫула ҫитмен ачисен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратать:
Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 80 от 19.11.2019
Ирхи шуҫӑмӑн уҫӑмлӑ, хупӑ куҫлӑ питӗнчен кӑшӑлӑн йӑлтӑркка хӗрри шӑранать; пӗлӗтлӗ сӑртсем горизонт леш еннелле шӑваҫҫӗ, вӑрманӑн эрешмен карти евӗр эрешӗ тепӗр ҫыраналла тӑсӑлать, — Горн сӑнарлавӗнче ҫаксем пурте — тӑнӑ хальлӗнех ҫывӑракан симӗс рыцарьсен ушкӑнӗсем евӗр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пысӑках мар ҫавра кавир ҫинче — кофе савӑт-сапи, кальянсем, — вӗсем ҫӗлен евӗр кӑвак тӗтӗм йӑсӑрлантараҫҫӗ, ларакансен чав-сисен айӗнче тата кавир валиксем — ҫак ӳкерчӗкре пӗтӗмпех чаплӑ-сумлӑ; унти хусканусемпе сӑрӑсем-тӗссем аваллӑх тӑсӑмӗ евӗр.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫавра куҫӗсем, пӗкӗ евӗр авӑнчӑк ҫӳллӗ харшисем, ҫаврашка шуранка ҫӑварӗ, ҫавра хӑлхисемпе янах айӗ, хӗрарӑмӑннилле тачка аллисем, хул пуҫҫисен вашмӑк-тайлӑк авӑнчӑклӑхӗ, — ҫаксем пурте ӑна хӑлха ҫунаттисемсӗр ӳхӗ евӗр сӑнарлаҫҫӗ.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Сахал ҫынлӑ ҫӗрти хӑна ҫурчӗсен вӑрттӑнлӑхӗ, вӗсем тӗрлӗ ӗҫ-тӑрӑмпа курнӑҫусен сӑпса йӑви евӗр пулма пултарни, вӗсенче ӗҫлекен ҫынсен хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшӗ пирки Стомадор ӗҫлӗхлӗн тӗшмӗртет-ха, анчах кунашкал кӑсӑклӑха унӑн халех, янкӑр уҫҫӑн туяс-курас килет, — хаклӑ теттесем евӗр темелле-ши…
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Малалла вара, йӗкӗлтенӗ евӗр, тӑвӑл ӳкернӗ йывӑҫсем йӑвӑ-йӑвӑ сапаланса выртакан ҫыран тӑсӑлать; тӑпрана шыв ҫинӗрен тата ҫилпе ӳкнӗ вулӑсем пысӑк туратсем евӗр авӑнаҫҫӗ; ку вырӑнта ҫыранӑн пӗр аршӑнне тепринчен уйӑрмашкӑн питех те хӗн, тискер те симӗс талккӑшпех — пӗрешкел ӳкерчӗк.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Шуҫӑмӑн ӗнтрӗклӗ сӑррисем тӑнӑҫлӑ пил евӗр ҫиҫеҫҫӗ, ялӑн тӗлӗнмелле тутлӑ, хурлӑхан сӑри евӗр ҫӑра сывлӑшӗ, хир чечекӗсемпе сывлӑм шӑрши сарӑлнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.