Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫнех (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Сергейпе Валя патне кӗресшӗнччӗ, анчах вӗсем патне вӑрӑм урамӑн тепӗр вӗҫнех каймалла.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ялӑн пӗр вӗҫӗнчен кӑшкӑрсан, тепӗр вӗҫнех илтӗнетчӗ унӑн хулӑн та янравлӑ сасси: «Пӗтеретӗп кулаксене!» — яла янӑрататчӗ ӳсӗрӗлсен.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗлӗт аркине сирсе пӑрахнӑ уйӑх пӗве вӗҫнех куҫса кайнӑ, ҫӑлтӑрсем ҫеҫ паҫӑрхи вырӑнтах куҫ хупмалла выляҫҫӗ, шӗвӗр тӑрӑллӑ чӑрӑшӗсем лӑссисене ӗшенчӗклӗн лӑс уснӑ.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вара, пӗтнӗ пуҫ пӗтнех тесе, чи вӗҫнех…»

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла, ялӑн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫнех ҫитрӗҫ мучипе заведующи.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

- Турӑ ҫырни пусма вӗҫнех килет теҫҫӗ те, манпа та ҫаплах пулса тухрӗ, - терӗ вӑл.

Помоги переводом

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Бидонне пӗр енчен тимӗр пӑрӑхпа ҫыхӑнтарнӑ (пӑрӑхӗ ӗнесен пуҫӗ тӗлӗнчен витен леш вӗҫнех тӑсӑлса каять), тепӗр енчен шлангсем ӗне ҫилли патнелле пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

«Сире хӗрхеннӗ эпӗ ун чухне, ҫавӑнпа хамӑн туйӑма тимӗр тӑлӑпа тӑлланӑ», — ку сӑмахсем чӗлхе вӗҫнех ҫитнӗччӗ, анчах вӗсене каялла ҫӑтрӑм, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек каласан Аркаш умӗнче мухтаннӑ пекрех пулассӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Каччӑ хӗре ҫав тери ӑшӑ сӑмахсем каласшӑнччӗ, чӗлхе вӗҫнех ҫитнӗччӗ ҫав сӑмахсем, анчах ӑна тем пулчӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ӗнтӗ пирус, ҫунса, тӗпӗ вӗҫнех ҫитрӗ — кил хуҫи ӑна ӗмет те ӗмет…

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫийӗнчи шупка костюмӗ самаях йӑптӑхланнӑ, уринчи хура пушмакӗ те хӑйӗн ӗмӗрӗн вӗҫнех тухнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрҫӑ чарӑнсан та ашшӗ ҫав вутлӑ-юнлӑ хиртен таврӑнманччӗ-ха — Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче Япун самурайӗсене «мӑйран пӑвса», «чӗрне айне лапчӑртса» вӗҫнех тухайман пулас.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каҫ шуҫӑмӗ хӑйӗн вӗҫнех ҫитнӗ — халь-халь сӳнет.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хресченсем кӗҫ-вӗҫ ыйткалама тухса каяс вӗҫнех ҫитрӗҫ, ҫӗҫӗ шӑмма пырса перӗнчӗ, ҫынсем калашле, кризис пӗтӗм ҫӗршыва килсе хупларӗ!

Крестьянство доведено до нищенской сумы, нож дошел до самой кости, как говорится: кризис!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Акӑ вӑл чикмек вӗҫнех мӗшӗлтеткелесе ҫитрӗ, унтан хураман хулӑн вуллипе пысӑк турачӗ хушшине ларчӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Пӗр пуҫларӑм пулсан, вӗҫнех ҫитерем — никама та киле кӗртместӗп!» — татӑклӑ шут турӗ вӑл.

Помоги переводом

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тевлеш бабай Ленин умӗнче те макӑрса ярас вӗҫнех ҫитрӗ.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫук ӗнтӗ, пуҫланӑ ӗҫе вӗҫнех ҫитерет Альберт.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Ху ӗҫне вӗҫнех ҫитер, — тет.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Кашни ҫырӑвӗн вӗҫнех ашшӗ, амӑшӗнчен вӑрттӑн пулас, «Шура, ан парӑн, пӗл хура ӗҫ тутине» тесе ҫыра-ҫыра хунӑ.

Помоги переводом

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней