Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗрнине (тĕпĕ: вӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йытӑшӑн та эпех вӗрнине, пуканешӗн те эпех калаҫнине нивушлӗ тавҫӑраймастчӗҫ-ши?

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫӗрле йытӑсем вӗрнине илтни пирки шарламарӗ-ха.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫил ӑҫталла вӗрнине тата унӑн вӑйне сӑнани.

Наблюдения за направлением и силой ветра.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫил вӗрнине сӑнама эпир флюгер турӑмӑр.

Для наблюдения над ветром мы сделали флюгер.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кашни кун пӗр вӑхӑтра ҫырса пырӑр: 1) сывлӑш температурине (ӑшӑпа сивве), 2) ҫил ӑҫталла вӗрнине, унӑн вӑйне, 3) пӗлӗтлине, 4) нӳрӗк ӳкнине, ҫумӑра, юра, пӑра, сывлӑма тата пасарнине.

Ежедневно в один и тот же час отмечайте: 1) температуру воздуха (тепло и холод), 2) направление ветра и его силу, 3) облачность, 4) осадки: дождь, снег, град, росу и иней.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑйӗн пичӗпе ӑшӑ ҫил вӗрнине туйнӑ тата хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ малта пулнине ӑнланнӑ чухнехи пек.

Помоги переводом

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах ҫапах та санӑн ҫав ӑшӑ ҫил вӗрнине хӑвӑн питӳ ҫинче туймалла, улшӑнусене хӑвӑн куҫупа курмалла.

Помоги переводом

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫынсен хӗрелнӗ сӑнӗсем тата метеорологи приборӗсем «ӑшӑ ҫил» вӗрнине кӑтартнӑ.

Помоги переводом

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫил ӑҫталла вӗрнине те, пурне те, пурне те хӑвӑрт сиссе илет.

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Малтанах вӗсем ҫул пӑрлак пулнине те, ҫурҫӗр енчен ҫил чӑрсӑррӑн кастарса вӗрнине те сисмерӗҫ, каялла мар, пӗрмаях малалла пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Хӗвелшӗн савӑннӑ ватӑ ҫӑка, ҫил вӗрнине чӑтаймасӑр, енчен енне тайкаланса илчӗ.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вӗрнине халӗ пуҫне пӗрмай, пӗр евӗрлӗ ухкаланипе ҫеҫ тавҫӑрса илме пулать.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑл хӗллехи сивӗ ҫил хаяррӑн вӗрнине сисмесӗр, никама курмасӑр, пӗр тапранмасӑр шухӑша кайса ларать.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хальччен вӑл, йытӑсем йӑвашшӑн вӗрнине те туйса вӑранаканскер, кӗҫӗр пӗр вӑхӑта хаяррӑн вӗрнине те туймарӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хирӗҫҫисен картишӗнче йытӑ вӗрнине илтсе лашине ҫавӑтса урам урлӑ каҫрӗ.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫанталӑк уяр мар чух вӑрманта ҫил хӑш енчен вӗрнине пӑхса кӑна ҫӳре, нихҫан та ҫӗтсе каймастӑн», — терӗҫ.

Помоги переводом

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

— Пӗлӗтлӗ ҫанталӑк чух вӑрманта ҫил хӑш енчен вӗрнине пӑхса кӑна ҫӳре, нихҫан та ҫӗтсе каймастӑн, — терӗ.

Помоги переводом

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Каҫхине мулкач хирсем тӑрӑх ҫӳресе тӳрӗ йӗрсемех хӑварать, анчах тул ҫутӑлсан ун тӑшманӗсем вӑранаҫҫӗ, вӑл йытӑ вӗрнине е ҫуна тупанӗ чӗриклетнине илтет тата ҫынсен сассисене, вӑрманта кашкӑр кӑшӑртатнине тӑнлать, хӑраса ӳксе ун-кун чупкалама тытӑнать.

Заяц ходит ночью по полям и лесам без страха и прокладывает прямые следы; но как только приходит утро, враги его просыпаются, заяц начинает слышать то лай собак, то визг саней, то голоса мужиков, то треск волка по лесу и начинает от страха метаться из стороны в сторону.

Мулкачсем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 38–39 с.

Укҫине аппа, ачи патӗнче хытӑ кулянса ларнӑскер, йытӑ вӗрнине те илтмен.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӗ унта Америкӑн икӗ шхуни тӑрать, анчах ҫакӑ мана ҫав каҫа тата Дюрокпа Эстамп курӑнса кайиччен ҫил шӑхӑрса вӗрнине аса илме чӑрмантараймарӗ.

Теперь стояли там две американских шхуны, что не помешало мне вспомнить, как пронзительно гудел ветер ночью перед появлением Дюрока и Эстампа.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней