Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗриленсе (тĕпĕ: вӗрилен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрт ҫине витнӗ хӗҫтимӗр, вӗриленсе кайнӑскер, ним сӑлтавсӑрах чӑнк-чанк туса илет.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Павӑл сасартӑк вӗриленсе кайрӗ, аллинчи хӑва татӑкне ҫӑтӑр-ҫатӑр хуҫса, ҫырманалла печӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Мӗн калаҫан, мӗн калаҫан эс, хӗрӗм! — вӗриленсе, пӑлханса кайрӗ Тимуш, Хветура аллине тытрӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Вӑл, вӗриленсе хаярланнӑскер, кӑкӑрне тӑн-тӑн-тӑн шаккаса илчӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Таранов вӗриленсе кайрӗ: «Хаҫатри статьяна аса илчӗ ӗнтӗ ку, ҫавӑн пирки мӗн те пулин калать!»

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Карчӑк шанман пек Таранов ҫине сиввӗн пӑха-пӑха илчӗ, унӑн кашни хусканӑвӗнчех хӑйӗнчен темшӗн йӗрӗнни сисӗнчӗ те, хуларан килнӗ арҫын вӗриленсе кайрӗ, кӑткӑ тӗмӗ ҫине ҫарамас кӗрсе выртнӑ пек канӑҫсӑррӑн, асаплӑн йӑшӑлтаткаларӗ:

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн пӗр ҫынни Маринэне аса илсен тӳрех вӗриленсе каятчӗ:

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сасартӑк Таранов вӗриленсе кайрӗ, пӳрнисемпе автобус кантӑкне шакӑртаттарчӗ: чим-ха, чим, вӑл хӑй те халь ыттисенчен нимпех те уйрӑлса тӑмасть пуль — «Хӑрнӑ улмуҫҫисем» повеҫне те тетте пекех хитрелетрӗ мар-и?

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пуҫӗнче «нит» сӑмах мӗлтлетрӗ кӑна — Таранов вӗриленсе кайрӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах савӑнӑҫӗ унӑн нумая пымарӗ — калава ҫурри таран вуласан хӑйхискер самантрах вӗриленсе кайрӗ, диван ҫинче лараканскер, ҫамки ҫине шӑрҫаланнӑ тар пӗрчисене аллипе шӑлса типӗтсе ури ҫине сиксе тӑчӗ, журнала урайнелле вӑркӑнтарчӗ:

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл ҫамрӑк писатель мар-ха, кӗнеки те чылаях кун ҫути курнӑ унӑн, ҫапах хӑйӗн ҫак япали пичетленессе ҫамрӑк чухнехи пекех вӗткеленсе, хӑпартланса кӗтрӗ: ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ самантра пӗрре мунчари пек вӗриленсе кайрӗ, тепре пӑрлӑ шыва лекнӗ пек ҫӳҫене-ҫӳҫене илчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Тепре ку сурӑхсене курсан, пусатӑп», – тенӗ вӗриленсе кайса Ҫемен сурӑхсен хуҫисене.

«Еще раз увижу этих овец, зарежу их», — с горяча сказал Семен хозяевам овец.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Маринӑн ҫак сӑмахне аса илнӗ Герасим Федотович вӗриленсе кайрӗ, ӳт-пӗвне пин-пин йӗп пӗр харӑс тӑрӑннӑ пекех асаплӑн канӑҫсӑрланчӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта мӗн ҫырнине вуласан вӗриленсе, тарласа кайрӑм: облаҫри хаҫат мана ӗҫе илесшӗн иккен, ҫавӑн пирки малтанласа калаҫса пӑхма редактор хӑй патне чӗнет.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ вӗриленсе кайрӑм:

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӗлӗннипе шанк хытса тӑтӑм, мунчари пекех вӗриленсе кайрӑм.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫанталӑк тӗттӗмленессе пӗрре мунчари пек вӗриленсе, тепре пӑрлӑ шыва чӑмнӑ пек ҫӳҫенсе кӗтнӗ Альбина, нихҫанхинчен хӳхӗмрех тумланнӑскер сакӑр сехет ҫурӑрах урама тухрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Сасартӑк Савантер чӗри сиксе тапа пуҫларӗ, юнӗ вӗриленсе кайрӗ, пуҫӗ ҫаврӑнма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ сана ҫӑлма килтӗм! — вӗриленсе кайнӑ тутипе пӑшӑлтатрӗ ҫак ҫын.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Янеев аманнӑ юлташӗн ал тымарне тытать, чӗри майӗпен тапать, алли вӗриленсе кайнӑ.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней