Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем шлепке хӗррине ик шӑтӑк тунӑ, вӑрӑм вӗренсенчен кӑкарнӑ ҫеклӗсем тирсе ҫаклатнӑ, вӗренӗсене ут таврашӗнчен кӑкарса янӑ.Они пробили в полях две дыры, продели в них крючки на длинных веревках и прицепили веревки к упряжи.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хам алӑри тыткӑнти ҫын ҫине ачашшӑн пӑхса, ӑна ҫыхнӑ вӗренӗсене каса-каса татрӑм та ҫӗр ҫине ерипен антарса тӑратрӑм; вӑл йӑпӑрт! анчах тарса хӑтӑлчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӗрре тапӑнсанах, эпӗ ыратнипе ыйхӑран вӑранаттӑм та пит тарӑхса кайнипе вӗренӗсене пӗр самантра тата-тата пӑрахаттӑм, вара вӗсене хӑйсене тапӑнаттӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Акӑ, ҫул айккипе, хӑмӑчӗсене карӑнтарса, икӗ лапсӑркка лаша чупаҫҫӗ, пичеве кӳлнин вӗренӗсене кутлӑхран явакласа илнӗ; хыҫалта, шалпар атӑллӑ вӑрӑм урисене пӗкӗ силленнӗ май кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле шӑнкӑртатакан шӑнкӑравлӑ лашан ик еннелле усса, ҫамрӑк каччӑ-ямшӑк ларса пырать, вӑл путек сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хӑрах хӑлхи ҫине пусарах лартнӑ та тӳлеккӗн темле вӑрӑм юрра тӑсать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑшпӗр лашасем шывран хӑраҫҫӗ, тапкалашаҫҫӗ, пичев вӗренӗсене татаҫҫӗ.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Телее пула, тӑваттӑмӗш каҫӗнче Паганеле вӗренӗсене кӑшласа татса тарма май килнӗ.К счастью, на четвёртую ночь Паганелю удалось перегрызть верёвки и бежать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Старик хул айӗнчен туртасем тухса тӑраҫҫӗ, пичев вӗренӗсене тытнӑ.Из подмышек старика торчали концы оглоблей, к женщинам тянулись постромки.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
40. Якорьсен вӗренӗсене касса татса, якорӗсене тинӗсрех хӑварчӗҫ; унтан карапа тытса пыракан кӗсменсен, ҫыхса лартнӑскерсен, пӑявӗсене салтса ярса, ҫиле май пӗчӗкҫӗ парӑс карса ҫыран хӗрринелле кайрӑмӑр.40. И, подняв якоря, пошли по морю и, развязав рули и подняв малый парус по ветру, держали к берегу.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вара салтаксем кимӗ вӗренӗсене касса ячӗҫ те, кимми шыва ӳкрӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫре тӑнӑ чухне вӗсен акӑ мӗн йӑтса ҫӳремелле: кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсене, унӑн каштисене, унӑн юписене, унӑн тӗпӗсене 32. тата картишӗн пур енчи юписемпе вӗсен тӗпӗсене, вӗсен шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, вӗсен таврашӗнчи мӗнпур япалана, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; вӗсем йӑтса ҫӳремелли япаласене ячӗсем тӑрӑх шутласа тухӑр; 33. Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче тумалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ, тенӗ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑйсем ӗҫре тӑнӑ чухне тата ҫӗклемсем йӑтмалла чухне Гирсон килӗ-йышӗ тумалли ӗҫсем акӑ ҫаксем: 25. вӗсен кӗлӗ чатӑрӗн ҫивиттине, пуху чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, ӑна ҫиелтен витмелли кӑвак сӑран ҫивиттине тата пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнти чаршава йӑтса ҫӳремелле 26. тата картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра тытнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава тата вӗсен вӗренӗсене, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; тата вӗсен таврашӗнче мӗн тумаллине пурне те вӗсем ӗҫлесе тӑмалла; 27. кирек мӗнле ҫӗклем йӑтнӑ чухне те, кирек мӗнле ӗҫ тунӑ чухне те Гирсон ывӑлӗсен хӑйсем ӗҫлес ӗҫе Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хушнипе туса пымалла, хӑйсем йӑтса ҫӳрекен мӗнпур япалине пӑхса усрама та вӗсенех хушӑр; 28. Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ; Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Гирсон ывӑлӗсен аллине ҫак япаласене пӑхса усрама памалла.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Мерарирен Махли ӑрӑвӗпе Муши ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Мерари ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ; 34. шутласа тухнӑ арҫынсем, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, мӗнпурӗ ултӑ пин те икҫӗр ҫын; 35. Мерари ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ Цуриил, Авихаил ывӑлӗ; вӗсен хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енне лартмалла; 36. Мерари ывӑлӗсене кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсемпе каштисене, унӑн юписене, унӑн тӗпӗсене, унӑн мӗнпур япалипе пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне астуса тӑма хушмалла 37. тата вӗсене картишӗн пур енчи юписемпе вӗсен тӗпӗсене, вӗсен шалчисемпе вӗренӗсене астуса тӑма хушмалла.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара Моисей патне кӗлӗ чатӑрне илсе пынӑ: унӑн виттине, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫекӗлӗсене, пӑрӑсӗсене, каштисене, юписене, тӗпӗсене, 34. така тирӗнчен, хӗрлӗ тирсенчен, тунӑ вителӗкӗсене, кӑвак тиртен тунӑ вителӗкӗсене, кармалли чаршава, 35. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, 36. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсене, 37. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, ун ҫине лартса тухнӑ лампадӑсене тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутмалли йывӑҫ ҫӑвне, 38. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, тасалӑх тивлечӗ кӳме сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре ҫакмалли чаршава, 39. пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, парне вырӑнӗн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 40. картиш каррисене, юпасемпе тӗпӗсене, картиш хапхин чаршавне, вӗренӗсене, шалчисене, пуху чатӑрӗнче кӗлӗ тума кирлӗ мӗнпур япалине, 41. сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире, Аарон священник валли тунӑ сӑваплӑ тумтире тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире илсе пынӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн хушшӑрти ӑстайлӑ кирек хӑш ҫын та килтӗр те Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пурне те тутӑр: 11. кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, унӑн ҫиелти виткӗчне, ҫекӗлӗсемпе пӑрӑсӗсене, каштисене, юписемпе унӑн тӗпӗсене, 12. саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, пӳлмелли чаршава [тата картиш каррисемпе юписене, смарагд чулӗсене, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, сӗрмелли ҫӑва,] 13. сӗтелпе унӑн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Ҫӳлхуҫа умне хумалли ҫӑкӑрсене, 14. ҫутатса тӑмашкӑн ҫутаткӑҫпа унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, унӑн лампадисене, ҫутмалли ҫӑвне, 15. тӗтӗрмелли парне вырӑнӗпе унӑн каштисене, сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑлӑха, кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 16. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, унӑн каштисемпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 17. картиш каррисене, картиш юписемпе вӗсен тӗпӗсене, картишне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 18. кӗлӗ чатӑрӗн шалчисене, картиш шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, 19. Аарон священник валли сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли кӗлӗ тумтирӗпе сӑваплӑ тумтирне тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тутӑр, тенӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1