Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗрентӗм (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр хут амантса урана та татрӗҫ, вӑрҫӑ та чарӑнчӗ, заводра та ӗҫлерӗм, институтра та вӗрентӗм, акӑ аспирантура та пӗтеретӗп, ҫапах та Шурӑна манса кайма пултараймарӑм.

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тӗрӗссипе калатӑп, каярахпа «Татьяна ҫырӑвне» эпӗ те пӑхмасӑр вӗрентӗм.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сана пула ӗҫме вӗрентӗм.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрлӗрен ҫынсемпе ӗҫлесе пурнӑҫӑн нумай йӑли-йӗркине вӗрентӗм, хам валли е ҫемье валли хам тӗллӗн кирлӗ йышӑну тума хӑнӑхса пытӑм.

Помоги переводом

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Велосипед ҫине ларса педаль ҫавӑрма та эпӗ кунтах вӗрентӗм.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Манӑн ирӗксӗрех ҫӗнӗ професси суйласа илмелле пулчӗ, сывлӑш карапне, самолета тытса пыма вӗрентӗм.

Итак, мне пришлось выбирать другую профессию, и я выучился на летчика.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

1963 ҫулта Ҫирӗклӗри сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан, Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкулта малалла вӗрентӗм.

Помоги переводом

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Вӗрентӗм, «Автонормаль» заводра виҫӗ ҫул ӗҫлерӗм, унтан клубра художество ертӳҫи пултӑм, манӑн ӗҫ биографийӗнче «библиотекарь» тесе ҫырни те пур.

Помоги переводом

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Ҫын куласран именсе, Пуҫа чикме вӗрентӗм.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӗн калуша хӗрхенсе, Вӗттӗн пусма вӗрентӗм.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫырнӑччӗ пулас-ха эпӗ сана: Вавила юратсах, унӑн ӗҫне малалла тӑвас тесех вӗрентӗм эпӗ, хӗрарӑм пуҫӑмпа, тракторпа ҫӳреме.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

- Ҫур ҫул вӗрентӗм учебкӑра.

Помоги переводом

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Шкул хыҫҫӑнах программиста, пӗр харӑсах водителе вӗрентӗм, ҫарта пулса салтак тивӗҫне пурнӑҫларӑм.

Помоги переводом

Агроном — уй-хир хуҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b0%d0%b ... 83c%d0%b8/

— Ял хуҫалӑх управленийӗпе вӑрлӑх лабораторийӗнче агрономсем мансӑрах туп-тулли, эп вара апат-ҫимӗҫ магазинне вырнаҫрӑм, малтан продавецсен ултӑ уйӑхлӑх шкулӗнче вӗрентӗм паллах.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Чӑвашла эпӗ ӳссен кӑна калаҫма вӗрентӗм.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑкшӑлла шутлама ҫеҫ вӗрентӗм.

Помоги переводом

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ҫармӑссен юррине вӗрентӗм:

Помоги переводом

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ишме вӗрентӗм!

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Унта столяра вӗрентӗм.

Помоги переводом

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

— Эпӗ ҫавсем тӑрӑх, азбука тӑрӑх вӗреннӗ пекех, вулама вӗрентӗм

— По ним, как по азбуке, я учился читать…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней