Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑтанмасӑр (тĕпĕ: вӑтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нюҫҫа, темшӗн ҫаппа-ҫарамас, вӑтанмасӑр тулли, сӗт бидонӗсене аса илтерекен кӑкӑрӗсене сулласа, такмак кӗввипе ташлать пек:

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл мучипе ирӗклӗн, вӑтанмасӑр калаҫать иккен.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Верук, мӗн пулса иртнине курман пекех, хуллен ҫӗкленчӗ те, пӗшкӗнсе, ҫӗрти чаршава илчӗ, тухса кайнӑ хӑрах кӑкӑрне пӗр вӑтанмасӑр, васкамасӑр йыснӑш умӗнче тӳп-тӳрӗ тӑрса, кӗпи ӑшне чикрӗ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫав меслет пулӑшнипе вӗсем, унашкал ҫынсем, ыттисен пайне вӑтанмасӑр хыпаҫҫӗ, тепӗр чухне ыттисене ура хума та вӑтанмаҫҫӗ.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Икӗ сезон Лӑпкӑ океанта пулӑ тытнӑ тесе Таранова та, ыттисене те Наталь пӗр вӑтанмасӑр улталанӑ иккен.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Никамран вӑтанмасӑр ун патне каяс та чӗркуҫленсе ҫапла калас:

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Каччӑ тени хӗр ушкӑнне Вӑтанмасӑр ҫулӑхать, Хӗрӗсен те ун пек чухне Кӑмӑл тулса улӑхать.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Хӗрӗм, эс мӗн ятлӑ? — ыйтатӑп хайхискер ним вӑтанмасӑр.

Помоги переводом

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Вӗсем пӗр-пӗринпе юлташла, тахҫанах пӗр-пӗрне курасшӑн тӗмсӗлсе. тусӑнса пурӑннӑ пек, чунӗсене уҫса, шалтан ытлашши вӑтанмасӑр, хӗсӗрленмесӗр сӑмах ваклакалаҫҫӗ, пӑшӑлтаткалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Именни пӗтӗмпех иртсе кайрӗ ӗнтӗ Симӑн, вӑл та Лариса пекех вӑтанмасӑр, ирӗккӗн ташлать.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пуҫласа куратӑп эпӗ пӗрремӗш ӗҫ кунӗсенчех хӑйӗнчен аслисене ӑс параканнине, нимӗн хӑрамасӑр, нимӗн вӑтанмасӑр калаҫнине.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ӗҫке пулах хама пӗтертӗм, Лисука телейсӗр турӑм, Кирука ним вӑтанмасӑр ҫаратрӑм, Наҫтук ҫине мӗн пур йывӑр ӗҫе тиерӗм…

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл мана кайран, ӑсатма пырсан, пӗр вӑтанмасӑр каларӗ: «Эпӗ ҫав тулӑ вӑрлӑхӗшӗн мар, сана курасшӑн ҫеҫ сӑлтав тупса килтӗм», — терӗ.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӗсем ҫинчен ял калаҫать, Санюк вӑтанмасӑр, ҫын сӑмахӗнчен хӑрамасӑр, Парамун юратӑвӗпе киленет.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑтанмасӑр, хӑрамасӑр, уҫӑмлӑ, татӑклӑ.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче хура куҫӗсем халӑх ҫине тӳррӗн, вӑтанмасӑр пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫавӑн чухлӗ халӑх умӗнче вӑтанмасӑр епле чӑтӑн?

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Кӑвак куҫӗсем темӗнле пысӑк вӑрттӑнлӑха пытарса врач ҫине пӗр вӑтанмасӑр, тӳрӗ пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Унпа ним вӑтанмасӑр калаҫаҫҫӗ.

Не стесняясь, говорили с ним обо всех бедах.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн кирлине эпӗ сиртен хамах пӗр вӑтанмасӑр ыйтатӑп.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней