Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑтанать (тĕпĕ: вӑтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раман карттусне куҫӗ ҫинех антарса лартнӑ, иртен-ҫӳрене пӑхма та вӑтанать.

Помоги переводом

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илле темшӗн ҫынна куҫран пӑхма вӑтанать, пуҫне чикерех калаҫать.

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юнашар утса пыракан Нинукпа кун пек шухӑша пайлама вӑтанать, ыйтсан кулса вилӗ тет.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа хӑрарах парать те вӑл, хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен калама вӑтанать, ҫавӑнпа та унпа питех тӗл пуласшӑн мар…

Помоги переводом

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун пирки хӑй кӑна тӗплӗн шухӑшласа пӑхма та вӑтанать, хӑрать вӑл.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Укахви Коля амӑшӗнчен ним йӳн-йӳтӗмсӗрех вӑтанать.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫук, кӑшт ҫеҫ ӑнкарать те — шухӑшлама та вӑтанать ун ҫинчен.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗрарӑм камран та пулин вӑтанать пулсан ӑна вӑл юратать…

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Ҫынсем курсан мӗн калӗҫ?» — вӑтанать хӗрарӑм.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑй ҫав тери вӑтанать тата, хӗр пек.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арӑм вӑтанать, «ҫак пысӑк ҫынсем хушшинче мӗнле ӗҫсе ларас», тет хӑлхаран пӑшӑлтатса.

Помоги переводом

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

— Ан тархаслӑр, мастер пулнипе пирӗнпе ташлама вӑтанать вӑл, тата унӑн арӑмӗ ҫав тери кӗвӗҫскер теҫҫӗ, — хихиклетсе илчӗ штамповка участокӗнчи пӗр хӗрача.

Помоги переводом

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл ытла именчӗк, Натюшран та, ыттисенчен те хӑй чухӑннишӗн хытӑ вӑтанать, никам сисиччен килсе кӗрет, никама нимӗнпе чӑрмантармасть, Натюш пур чухне апата ларма та хӑяймасть, ирхине ирех никама вӑратмасӑр, систермесӗр тухса каять.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Таня пырса кӗмессерен салтак кӑкӑр ачи хӑйӗн амӑшне курнӑ чухнехи пек савӑнса ӳкет, ҫав хушӑрах вӑтанать те: — Таня, эсӗ ман ҫывӑха ан лар, — тет вӑл, хӗр куҫӗнчен пӑхма именсе.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Ачи ашшӗ кам?» ыйтас килет Парамунӑн, анчах вӑтанать.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унӑн Санюка ӗлӗкхи пекех ӑшӑ сӑмахсем калас килет, тӑрса ыталас килет, анчах майралла капӑр тумланнӑ хӑй арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмран вӑтанать.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хӑй шухӑшӗнчен ҫамрӑк каччӑ пекех вӑтанать вӑл.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унӑн анаслас та килет, анчах вӑтанать вӑл.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Лешӗ, шеремет, ҫара ҫерҫи хӗвелтен вӑтаннӑ пек Маюкран вӑтанать.

Помоги переводом

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Эрехпе ашкӑннӑшӑн хӑйӗнчен хӑй вӑтанать.

Ему стыдно за свою пьянку.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней