Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫать (тĕпĕ: вӑрҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ларма-тӑма вырӑн тупаймасть, чутах хӑйӗн пурлӑ-ҫуклӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫӑлмасть: «Ҫакӑн чул ылтӑн купи ҫинче ҫичӗ ҫул мунча кӗрсе пурӑнтӑм иккен, ухмах!» — тесе вӑрҫать вӑл хӑйне.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тапакӗшӗн вӑрҫать пуль.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр ҫынна радио вӑрҫать.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Вӑрҫать, хӑратма пӑхать.

Помоги переводом

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Урасем ыратаҫҫӗ, старшина шеллес вырӑнне вӑрҫать.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмла, — вӑрҫать хӑйне паян.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Савни-им? — шаккаса вӑрҫать пуҫлӑх хуралҫа.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темиҫе ҫул иртсен, кӗрӳшне ҫухатсан, вӑл ҫак, тен, Турӑ ҫырнӑ тӗлпулу ҫинчен те аса илет-ха, вара хӑйне юлашки сӑмахсемпе вӑрҫать.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мана вӑрҫать

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Е весовщика, е смена мастерне, е станок юсакан мастера вӑрҫать вӑл.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Килте карчӑк тӗрӗсех вӑрҫать те ҫав — «нарастаран лӑркатӑн!» тетпӗр ав…»

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Вӗлтренпе ҫаптармалла сире! — те вӑрҫать, те хавхаланать Данил Макарович.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Вӑрҫать пуль ӗнтӗ: «Ухмантей, сан валли валашка тулли курӑк хатӗрлесе хутӑм, эсӗ пур манран таратӑн. Ак кӗрсе каям та, ҫӳре вара чӗпӗтсе татмалӑх ҫук курӑка ҫырткаласа», — тет пуль.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

«Ют ҫын чунӗ сӗм вӑрман тенӗ те, — хӑйне хӑй ӳпкелет Тимуш, ӳпкелет ҫеҫ те мар, хӑйне хӑй ҫапса пӑрахас пек вӑрҫать Тимуш, — куҫлӑ-пуҫлӑ ҫын вӑрманта та ним курмасть мар-ҫке-ха…

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑй вара кашни кунах, апат умӗн пӗрер черкке ӗҫнӗ чухне, Таланцев хуҫасене вӑрҫать:

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ӗне сӑвакан хӗр вӑрҫать.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Кинӗ ӑна ҫывӑрнӑ чух харлаттарнӑшӑн та вӑрҫать, мунчана хӑвалать, шартлама сивӗрех Татти ман пата ҫӗр каҫма чупса пырать.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— И-и, путсӗр! — вӑрҫать ӑна Вера.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Суккӑр эпӗ, чӑннипех суккӑр», — вӑрҫать вӑл хӑйне хӑй.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫӳллӗ карта тытса ҫаврӑннӑ ватӑ ҫӑка сивӗ илсе килнӗ ҫу уйӑхне хуҫӑк тураттисемпе юна-юна ятлать, ӑшӑ куна йыхӑрманшӑн вӑрҫать.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней