Поиск
Шырав ĕçĕ:
вӑрҫакансене (тĕпĕ: вӑрҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
19. Ҫапла вара эпир патшасемпе халӑхсене вӗсем Иудея халӑхне усал ан туччӑр, вӗсене хирӗҫ, вӗсен хулисемпе вӗсен ҫӗршывне хирӗҫ вӑрҫӑ ан вӑрҫчӑр, вӗсемпе вӑрҫакансене ан пулӑшчӑр тесе ҫырса яни вырӑнлӑ пулӗ терӗмӗр.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те малтан Рим ҫыннисен е Римпа туслӑ халӑхсен ӑҫта та пулин вӑрҫӑ тухас пулсассӑн, 25. Иудея халӑхӗ вӗсене пурне те, вӑхӑтне кура, вӑрҫӑра мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тивӗҫлӗ; 26. Рим ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫакансене вӗсем тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та ан паччӑр, илсе те ан пыччӑр — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; иудейсен хӑйсен тивӗҫне нимӗн илмесӗрех туса тӑмалла. 27. Шӑп ҫавӑн пекех, малтан Иудея халӑхӗн вӑрҫӑ пуҫлансассӑн, Рим ҫыннисем вӗсене вӑрҫӑра, вӑхӑтне кура, чунтан тӑрӑшса пулӑшӗҫ. 28. Иудея халӑхӗпе вӑрҫакансене тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та памалла мар — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; хӑйсен тивӗҫне вӗсен пӗр ултавсӑр пурӑнӑҫламалла» тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1