Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрманӗ (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юман вӑрманӗ кӑваккӑн курӑнать.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнпа ҫӗр типсенех Кӑрманай вӑрманӗ хӗррине, Сивӗ ҫӑл патне, пысӑк карта тытса ҫавӑрчӗҫ.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрманӗ, тӗрессипе, картишӗнчех.

Помоги переводом

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Унта хурӑн вӑрманӗ пур, пухӑннисемпе вӑйӑсем вылятпӑр.

Помоги переводом

Ытарайми ҫуллахи савӑк кунсем // Людмила АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... em-3388943

Комсомольски вӑрманӗ хӗрринче ирех суту-илӳ ярмӑркки ӗҫлеме тытӑнчӗ, тӗрлӗрен куравсем, аттракционсем, ача-пӑча площадкисем хӑйсем патне илӗртрӗҫ.

Помоги переводом

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Акӑ халь, иртнине танлаштарсан, ҫак тӑван ял вӑрманӗ хӗрринче ларни те — хӑй вӑл пӗр ӗмӗр.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл питӗ васкарӗ пулин те, Куканар вӑрманӗ хӗрринчи ҫулпа хӑй сисмесӗрех ерипен утрӗ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Шӑп та шай кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре Куканар вӑрманӗ пуҫӗнче автобус чарӑнчӗ те — ҫул ҫине Саня анса тӑчӗ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тепӗр пысӑк вӑрманӗ вара ялӑн мал енӗпе ҫурҫӗр еннелле кайса ҫухалать.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫак пӗчӗк вӑрман хыҫӗнчех, тепӗр ярӑм уй урлӑ, — Куканар вӑрманӗ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ку вӑрманӗ хулапа каякан шоссе леш енчи мӑн вӑрмантан поселок ҫумне татӑлса юлнӑ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Макҫӑм Кӑнар вӑрманӗ пуҫӗнче канма ларнӑ, сутуҫӑсем патне час-часах килнӗ: е мӗн те пулин ыйтса илнӗ, е мӗн те пулин улӑштарнӑ, хӑшне-пӗрне укҫасӑрах парса янӑ ӑна.

Максим часто приходил и к торговцам, остановившимся отдохнуть в Конарском лесу: что-то выпросит, что-то выменяет, а что-то даром получит.

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

Ӗлӗк-авал Кӑнар вӑрманӗ витӗр сутуҫӑсен ҫулӗ выртнӑ.

Когда-то проходил через Конарский лес торговый путь.

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

Вӑрманӗ вара пирӗн кунта питӗ хитре, ҫатрака тавраш та нумай мар, колхоз сачӗ евӗрлӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Хуравай вӑрманӗ пиртен ытла инҫех мар.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, мӗн кӑна курман-ши вырӑс вӑрманӗ хӑйӗн ӗмринче…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Анчах композитор (тата вӑлах дирижер) хӑйӗн ӑс-хакӑлӗпе чунӗн пӗтӗм тимне мӗн май килнӗ таранах пухрӗ те ҫапла каларӗ: «Пуян, пуян пирӗн ҫӗршыв вӑрманӗ».

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Виҫӗ ҫул вӑрман хушшинче пурӑнни, ансат та ырӑ чунлӑ ахаль рабочисемпе пӗрле Енисей ҫинче шыв тӑрӑх сулӑсем юхтарни, сӑрт ҫине хӑпарса, хумлӑ-хумлӑ вылянса тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатакан тайга тӑрри ҫине пӑхни, вӑл, Ҫӗпӗр вӑрманӗ, хӗлле те, ҫулла мӗнле шавланине итлени, — ҫаксем пурте кӑлӑх пулмарӗҫ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӗсен ялӗ хыҫӗнчех Тӗрер вӑрманӗ пур.

Помоги переводом

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Вӑрманӗ тармасть пулӗ те, анчах унӑн илӗртӳллӗ илемӗ кӗҫех ҫухалать.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней