Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑранчӗҫ (тĕпĕ: вӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вӑхӑтра ачисем ыйхӑран вӑранчӗҫ те, вӗсене тирпейлеме тиврӗ, Анукпа Кӗтерук Атӑл хӗрринче ӳссе ҫитӗннӗ пулин те, пӑрахут ҫине пуҫламӑш хут ларса курнипе кунта вӗсемшӗн пурте ҫӗнӗ тата хальччен курман япаласем ҫеҫ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ура сассипе вӑранчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арҫын ачасем тутлӑ шӑрша пула ыйхӑран вӑранчӗҫ те ҫӗр варринче мӗн пулса иртнине ӑнланмасӑр пӑхса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр кунхине, тухӑҫран сиккипе килекен кӑвак урхамах йӑлтӑрр! курӑнса кӗҫенсе ярсассӑнах, йӗкӗтсем харӑсах ыйхӑран вӑранчӗҫ.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Студентсенчен улттӑшӗ (татах иккӗшӗ тӗрлӗ сӑлтавсене пула ку ӗҫе хутшӑнаймарӗҫ) илӗм-тилӗм вӑранчӗҫ те ҫӑвӑнса тасалчӗҫ, чей сыпкаларӗҫ, пиртен ҫӗленӗ вунӑ килограмм кӗрекен пӗчӗк миххе ӗҫ хушшинче ҫырткаласа илмелли сивӗ апат (Ула Тимӗрӗн хура ҫӑкӑр чӗлли, виҫӗ пӗҫернӗ ҫӗрулми, килька пулчӗҫ) хурса ҫыхрӗҫ, кӑпӑр-кӑпӑр ӗҫ тумӗпе «хулӑнланчӗҫ», вара, мӗн кирлине илсе, общежитирен тухрӗҫ те ҫерҫилле чӗриклетмесӗр, чакакла чакӑлтатмасӑр сакӑр сехете ҫитмелле чукун ҫул станцинелле ҫул картрӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем шавланине илтсе, юнашар пӳлӗмри ҫамрӑксем вӑранчӗҫ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӑртакран урайӗнчи ҫынсем те, мухмӑр пуснипе йынӑшкаласа, анаслакаласа вӑранчӗҫ те: «Часрах пасарта вырӑн йышӑнмалла», — текелесе, чей ӗҫмесӗрех тухса кайрӗҫ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӳршӗ автанӗсем те вӑранчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун сассипе кӳршӗри автансем те вӑранчӗҫ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Автан ҫунатне ҫапса авӑтса ячӗ, йытӑсем вӑранчӗҫ.

От громкого стука проснулся и захлопал крыльями петух, всполошились собаки, но потом все стихло.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чи малтанах хурсем вӑранчӗҫ — Какӑлтатаҫҫӗ кӳлӗре; Ҫерҫи те ҫывӑрса тӑранчӗ: Вӑл чӗвиклетрӗ хӳтӗре.

Помоги переводом

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Левентей чӗринче ҫак вӑхатра ӑшӑ-ӑшӑ туйӑм сарӑлнӑҫемӗн сарӑлчӗ, кӑмӑла ҫӗклентерсе, пуҫра ытармалла— мар ҫепӗҫ шухӑшсем вӑранчӗҫ.

Помоги переводом

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

…Ирхине вӗсем тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман вӑранчӗҫ.

Помоги переводом

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем вӑранчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Икӗ вӑртах та вӑранчӗҫ.

Тотчас проснулись и два вырдаха,

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Регард ӑна йӑтса ҫӗклерӗ те ҫырана кӑларчӗ, акӑшсем вара вӑранчӗҫ те мӑйӗсене тӑсса ыйхӑ тӗлӗшпе ҫунаттисене хускаткалаҫҫӗ, ыйха сирсе яма тӑрӑшнӑн ҫӗкленкелеҫҫӗ.

Регард подхватил ее, вывел наверх, а лебеди проснулись и, вытянув шеи, сонно повели крыльями, приподняв их, как бы разминаясь от сна.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Ҫакна эпӗ те калама мехел ҫитерейместӗп, чӑн та, ухмаха ермелле ҫак каҫ манӑн шухӑшӑмсем пурнӑҫ тӑршшӗлӗхех вӑранчӗҫ!

 — Даже мне этого не сказать, хотя в такую сумасшедшую ночь мои мысли проснулись на всю жизнь!

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тунти кун кӑнтӑрла иртни пӗр сехетрен пуҫласа каҫхи улттӑччен Тергенс, Галеран тата Ботредж йывӑр ыйха путрӗҫ — ҫӳле улӑхмалли тӗлтех; тӗттӗмленсенех вӑранчӗҫ те тӳрех кӗленчесене ярса тытрӗҫ.

В понедельник от часа дня и до шести вечера Тергенс, Галеран и Ботредж забылись тяжелым сном, сидя у выходного отверстия, и, как стемнело, проснулись, тотчас приложившись к бутылкам.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вивера вара ҫырантан йӑтӑнса тухрӗ; виҫ ҫӗр миля таврашӗнче ҫав тери хыттӑн сиксе кӗрлерӗ-ахӑрчӗ, ҫакна пула юхан шыв хӗрринче пурӑнакансем ҫӗр чӗтренет-тӗр тесе ыйхӑран вӑранчӗҫ те килӗсенчен туха-туха тарчӗҫ.

Вивера же вышла из берегов, а затем вздрогнула на триста миль в окружности, отчего жители проснулись и побежали, думая, что началось землетрясение.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Сасартӑках вӑл ҫав тери хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ, ун сассипе Эмиль амӑшӗ те, Ида та туххӑмрах вӑранчӗҫ.

И вдруг он издал такой ужасающий крик, что мама Эмиля и сестрёнка Ида мигом проснулись.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней