Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑлтана (тĕпĕ: вӑлта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывхарсан тӳрех Ҫуппа куҫӗ тӗлне пулӑп, ҫитет вара ӑна шӑл йӗрме: «Ӑхӑ, эсӗ хӑвах ман вӑлтана лекрӗн», — тейӗ.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Пач илтмен пулӑсем йӗнине Вӑлтана витерех ҫаклансассӑн.

Помоги переводом

Хура пӗлӗт йӗрет куҫҫульпе // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Пулӑ кӗмест вӑлтана, савӑнтармасть Йӑвана, утне ҫитмен туртине, Йӑван ӗҫет ҫуттине.

Помоги переводом

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Ҫапла майпа Улькка аппа татах тепӗр икӗ нӑк арҫынна «вӑлтана» ҫаклатрӗ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Тигр, тимӗр шапа, кӑмпа карҫинкки, кайӑк йӑви, вӑлтана лекнӗ пулӑ… – чӑннипех илемлӗ.

Помоги переводом

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Лайӑх вӑлтана, паллах, пулӑ часах пырса хыпрӗ, пӗр самаях пысӑк уланкӑ туртса кӑларчӗҫ.

Помоги переводом

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Кукуруза тӑватӑ ҫеҫкене ларсан, хӑйсемех вӑлтана аван хыпаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

— Итле, Ваҫҫа, вӗрентем сана чухӑнсене вӑлтана ҫаклатма.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аслӑраххисене, вӑлтана ҫакланманнисене — хӑратмалла: пӗрерӗн-пӗрерӗн тытса хупмалла, вӗлерсе пӗтермелле».

А тех, что похитрей, ежели не клюнут на нашу удочку, переловить по одному да и разделаться начисто, чтоб духу их бунтарского не остаюсь.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ара, пулли ман куҫ умӗнчех ишсе ҫӳрет, пур пӗр хыпмасть-ҫке вӑлтана!

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн тӳлек Мокша шывне ҫӑрттан хумхатни чӗрене йӗкӗлтет: ах, лекесчӗ ҫав пулӑ вӑлтана!

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гервака путнӑ хулккаллӑ вӑлтана туртма васкаман пулӑҫ туйӑмӗпе хӑварса Моргиана ҫывӑрмӑша кӗчӗ те Харита Мальком япалисенчен хаклӑ темиҫе япала илчӗ; вӗсен хушшинче алмаз диадемӑпа брошантэт шӑрҫа — икӗ пин фунт хаклӑх.

Оставив Гервак чувствовать себя рыбачкой, которая не торопится тащить лесу с утопленным поплавком, Моргиана прошла в спальню и выбрала из вещей Хариты Мальком несколько драгоценностей; между ними алмазную диадему и бусы из брошантэта, стоимостью в две тысячи фунтов.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Эсӗ мӗн… — курайманлӑхпа шухӑшларӗ Нок, — эпӗ ансат ҫак вӑлтана ҫакланнӑ тесе шухӑшламастӑн пулӗ те?

«Ну, что же, — враждебно подумал Нок, — не воображаешь ли ты, что я попался на эту нехитрую удочку?

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫак хушӑра Летика кӑвайт патне икӗ хут килсе кайрӗ, чӗлӗм туртрӗ, вӑлтана ҫакланнӑ пулла ҫӑварӗнчен кӑсӑкланса пӑхрӗ — мӗн-ши унта?

За это время Летика появлялся у костра дважды, курил и засматривал из любопытства в рот пойманным рыбам — что там?

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пулӑсем кунта вӑлтана шыва пӑрахнӑ-пӑрахманах туртма пуҫланӑ; тӗрлӗрен ҫырласем — ҫӗр ҫырли, хӑмла ҫырли тата хура ҫырла питех те йышлӑ пулнӑ.

Правда, рыба клевала, как только крючок уходил под воду, земляники, малины и черники было столько,

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ӑҫта та пулин, инҫетре-инҫетре, витӗр курӑнакан янкар тӳпе татӑкӗ ҫинче пӗр-пӗр ҫинҫе турата вӗҫлесе уйрӑм ҫулҫӑ пӗр сиккелемесӗр ҫакӑнса тӑрать, унпа юнашарах, пулӑ тытмалли шуҫ вӑлтана аса илтерсе, тепӗр ҫулҫӑ хумханать; ҫак хумхану ӗнтӗ ҫиле пула мар, хӑй халлӗн пулнӑн туйӑнать.

Где-нибудь далеко-далеко, оканчивая собою тонкую ветку, неподвижно стоит отдельный листок на голубом клочке прозрачного неба, и рядом с ним качается другой, напоминая своим движением игру рыбьего плеса, как будто движение то самовольное и не производится ветром.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Улпут ӗнтӗ, чӑн-чӑн улпутчӗ, — терӗ малалла старик, вӑлтана каллех ывӑтса ярса: — кӑмӑлӗ те вара ырӑччӗ.

Барин был, как следует, барин, — продолжал старик, закинув опять удочку, — и душа была тоже добрая.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Ҫакнашкал айванла хӑтланса та ним тума пултарайман хыҫҫӑн вара, вӑлтана лекнӗ треска пек, бухтӑра вӗтеленсе ҫӳре пуҫларӗ…

Когда этот фокус сорвался, она стала метаться по бухте, точно треска на крючке…

I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

— Треска вӑлтана лекетех!»

— Быть треске на крючке.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Сельдь тетелсене путарать, горбуша хӑех алла кӗрет, треска ҫара вӑлтана хыпать.

Сельдь невода топит, горбуша сама в руки скачет, треска на голые крючки налетает.

Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней