Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗвери шыв чашкӑрса, кӑпӑкланса ҫыранран тухать те ешӗл улӑха хупласа сарӑлать, Ешӗлпи тӑнӑ вырӑнах шавласа ҫитет те хӑйӗн хумӗпе пӗрле ӑна-кӑна тавҫӑрса ӗлкӗреймен хӗре пӗвенелле илсе каять.
1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Славик хӑй ӑҫта тӑнӑ ҫав вырӑнах ҫерем ҫине ларчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Анчах кӑшт вӑхӑт иртсессӗнех ҫав ӑтӑр ҫӑварӗпе турат йӑтса каялла таврӑнать те ӑна паҫӑрхи вырӑнах тепӗр ӑтӑр валли ҫиме хурса хӑварать.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пурис каялла хӑпарчӗ те, ышлата-ышлата, малтанхи вырӑнах ларчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мӗнех, вутта вутпа та сӳнтереҫҫӗ: вӑл чӑтӑмсӑррӑн кабинӑран пакет илет, унтан пӗр эрех кӗленчине кӑларать, ҫиелти хутне ҫуркаласа, тутин пластик пӑккине шӑлӗпе ҫырткаласа, панклаттарса туртса кӑларать те пӗрик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт тӑвать, эхлетсе илет, вара кӗленчине питӗркеленӗ пек туса, ӑна пакета тавӑрса, пакетне малтанхи вырӑнах хурать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗр лашана пытанма пысӑк вырӑнах кирлӗ мар.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем паҫӑр Сергей ашшӗпе пӗрле ларнӑ вырӑнах пырса ларчӗҫ.
Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Анне, мӗншӗн пушӑ вырӑнах милӗкпе ҫынна ҫапнӑ пек тӑватӑн? — ыйтрӑм эпӗ.
Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Калани пур-ҫке-ха ҫакӑн пек: ҫил кӑнтӑралла вӗрет, унтан ҫурҫӗрелле пӑрӑнать, ҫаврӑнать, ҫаврӑнать вара хӑйӗн ҫулӗ ҫинче, вара хӑй унччен пулнӑ вырӑнах таврӑнать тенӗ.
Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хальхинче те ҫав вырӑнах пычӗ Ухтиван.
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫичпӳрт ҫынни калаҫса татӑлнӑ вырӑнах пырса тухнӑ иккен!
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Репетицие ирттерме ӗлӗкхи вырӑнах килме лекрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Ача пӑхакан кирлӗ пулать», — тесе ҫырнӑччӗ, тӳсеймерӗм — ӗлӗкхи вырӑнах чун туртрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Куҫ харшисене сиввӗн ҫӗклесе Гервак малтанхи вырӑнах кӗрсе ларчӗ те чӗрнисене тишкерме пикенчӗ, ҫав хушӑрах кӗрсе тӑнӑ Неттие куҫ хӳрипе сӑнать.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хӑйсем ларнӑ вырӑнах иккен.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Поклоннӑй сӑрт ҫине, Кутузов тӑнӑ вырӑнах, хӑйӗн штабӗпе пӗрле, Наполеон пырса ҫитнӗ.На то же место, где стоял на Поклонной горе Кутузов, прибыл со штабом Наполеон.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Хӑш еннелле кайсан та тепӗр сехетрен е икӗ сехетрен малтанхи вырӑнах пырса тухнӑ.
Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кӑмӑлсем ҫӗкленчӗҫ пирӗн, эпир ӗнтӗ, ҫынсене хамӑр тӗрӗслесе пӑхнӑ вырӑнах яратпӑр тесе, Толстый Лес станци патне виҫҫӗмӗш звенона кӑларса ятӑмӑр.
Тӑшман тылне сиксе анни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Тӗрӗсси вӑл — Ҫӗр чӑнласах та чӑмӑр, пӗр-пӗр вырӑнтан тӳп-тӳррӗнех хӗвелтухӑҫнелле кайсан, каялла таврӑннӑ чух ҫав вырӑнах тепӗр енчен — хӗвеланӑҫ енчен таврӑнатӑн, тени.
Ҫӗр мӗн евӗрлӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл каялла юлашки ушкӑн уйӑрӑлса пӑрӑнса юлнӑ вырӑнах пырса ҫитнӗ, анчах никама та тупайман.Он дошёл до того места, где отделилась последняя группа, но никого не обнаружил.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.