Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выртрӑмӑр (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ те саншӑн шухӑшларӑм, ҫӗрӗпе калаҫса выртрӑмӑр Улюнапа сан пирки, — ӗҫне пӑрахса, Ҫимунпа юнашар тухса ларчӗ Архип Григорьевич.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Симӗс курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӑмӑр та кайӑксен юррипе, тавралӑхпа килентӗмӗр.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Эпир ҫакӑнта канса ҫӗнӗ вӑйпа малалла каяс тесе, старик патӗнче ҫӗр выртрӑмӑр.

Мы заночевали в этой пещере, чтобы со свежими силами двинуться выше.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӑватӑ сехете яхӑн эпир юр айӗнче выртрӑмӑр.

Около 4 часов пролежали мы под снегом.

Хӗлле тундра тӑрӑх кайни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эпир Настьӑпа кунӗпех утиял айӗнче выртрӑмӑр.

Мы с Настей пролежали под одеялом целый день.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Каҫхине килсен апат ҫирӗмӗр те тӳрех аслӑк ҫине хӑпарса выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тепӗр самантран эпир аслӑк ҫине хӑпарса та выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Васкамасӑр тумланса эпир ешӗл ҫерем ҫине выртрӑмӑр.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кунта тата пӗр каҫ выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вир пӑтти пӗҫерсе сӗтпе ҫирӗмӗр те ир тӑмалла тесе часах выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир те ҫывӑрма выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кольӑпа иксӗмӗр те хӑвӑрт вӑшт! ҫеҫ лӑпчӑнса выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Отбой хыҫҫӑн ҫывӑрма выртрӑмӑр та, вӑл ҫук тесе, эпӗ юриех юрласа ятӑм:

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эпир те, ӑна кура, вырӑн ҫине аҫам витӗнсе выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир те аннепе тухрӑмӑр, шӑналӑк ӑшне кӗрсе выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иксӗмӗр те шӑналӑк ӑшне кӗрсе выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир аннепе киле кӗтӗмӗр, хамӑрӑн вырӑн ҫине выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пилӗк уйӑх выртрӑмӑр наступление кӗтсе, — аса илчӗ Эльгеев.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫулӑн пӗр айӑккинче ларакан тӗм сулхӑнне кӗтӗмӗр те выртрӑмӑр.

В стороне от дороги выбрали тень под кустом и легли.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫапла нимӗн чӗнмесӗр пӗр ҫур сехете яхӑн выртрӑмӑр.

Так лежали молча с полчаса.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней