Поиск
Шырав ĕçĕ:
Натюк аппа, ав, — урамалла кӑтартрӗ Архип Григорьевич, — пушар командин начальникӗ, ват пуҫӗпе хӑй ҫурлапа вырни ҫитмен, Мускавран килнӗ юлташӗсене тырӑ вырма, кӗлте ҫыхма вӗрентет.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Комбайнерсем талӑкра ик-виҫ бункерлӑх ҫеҫ тырӑ вырни те нумай пулнӑ, ҫапах та — вырнӑ, лайӑххӑн уяртасса кӗтмесӗр ӗҫе пикеннӗ те каллех ҫумӑр лӳшкеме пуҫласан та вырнӑ, комбайн кустӑрмисем ҫӗре путса кӗрсен тин алла штурвал ҫинчен илнӗ.
Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.
Ӗҫ вӑл суха туни, тырӑ вырни…
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тира-тира калани Хирте тырӑ вырни мар, Юрланипе ташлани, Ҫынна уҫал туни мар, — ян та ян тӑрать клубра тахнӑ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫурла сассисем илтӗнми пулчӗҫ, анчах ача пӗлет, тырӑ выракансем лере, ту ҫинче, вӗсем унтах юлнӑ, вырни илтӗнмест кӑна, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӳлте, ҫӳллӗ ҫыран ҫинче тӑнӑ чухне кашланине илтнӗ леш хырсем пекех ҫӳлте.
XIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Юрӑҫӑ ту ҫинче хӗрарӑмсем тырӑ вырни тӗле ҫитсен, Петруҫ хӑй ялан кайса ҫӳрекен ҫӳллӗ тӗмескене аса илнӗ.
XIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Юрату уявӗ иртсе каять те пӗр канӑҫсӑр пурнӑҫ пуҫланать: палатӑна ҫӳремелле, унтан Обломовкӑна каймалла, ҫурт лартмалла, пӗр-пӗр пуян ушкӑнпа калаҫса татӑлса укҫашӑн саклат хумалла, ҫул тумалла, мужиксен вӗҫӗ-хӗррисӗр тавлашуллӑ ӗҫӗсене пӑхса тухмалла, пур ӗҫе йӗркелемелле… тырӑ вырни… авӑн ҫапни… шут шӑрҫисем шаклатни, приказчиксен канӑҫсӑр сӑнарӗ… дворянсен суйлавӗ… суд ларӑвӗсем…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑрҫӑн тертлӗ ҫулӗсем, икӗ йӑмӑкӗ сасартӑк чирлесе пурнӑҫран уйрӑлни, амӑшӗ татӑлса йӗни, ашшӗ вӑрҫӑра пуҫ хунине пӗлтерекен хура хут, 1944 ҫулхи выҫлӑх, апат ҫукран шыҫӑнса кайнӑ ҫынсем, таканлӑ ҫӑпатасемпе уйра крахмал пуҫтарни, вунулттӑри хӗрача саккӑрти тата улттӑри йӑмӑкӗсемпе пӗрле пуҫ ҫӗклемесӗр тырӑ вырни, Канаша вӑкӑрпа тырӑ леҫме кайса асап курни...
Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
- 1