Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫнӑччӗ (тĕпĕ: вырнаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ ҫуртсем казармӑран самай чылай аякра вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫӗнӗ утар Хуравай кӳлӗ хӗрринчех, пӗр ҫырма сӑмсахӗнче вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

«Штаб» вара Мишша килӗ умӗнче кӗрт ӑшӗнче вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

«Ялавпа» «Ҫилҫунат» журналсем Чӑваш Республикин Пичет ҫуртӗнче пӗр хутрах вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Пирӗн политотдел Оля службӑра тӑракан полкран пилӗк километрта вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл госпиталь тылра вырнаҫнӑччӗ те ытларах ывӑннӑ е ҫӑмӑллӑн аманнине ура ҫинчех ирттерекен летчиксем валли канмалли ҫурт пекки пулса тӑратчӗ.

Помоги переводом

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анкета пирки вӑл ӑнсӑртран асӑнман, вӑл ҫулсенче ҫак ҫуртра пачах урӑх институт вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унта артиллери, штаб, кухня вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Редакци чиркӳпе юнашар ларакан симӗс сӑрӑпа сӑрланӑ пӗр лутра ҫуртра вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Рената институт пӗтернӗ хыҫҫӑн Хусахматри больницӑна вырнаҫнӑччӗ, унтах ӗҫлетчӗ пулӗ, анчах амӑшӗ ӑна хулана хӑваларӗ: «Ҫак услапа пула ман ялтах нушаланса ӗмӗр ирттерме тиврӗ, эс те пулин хулара пурӑнса ырӑ кур», — терӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хоккей пӑхма телевизор умне вырнаҫнӑччӗ кӑна, вӑл юнашар пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Ӗлӗк пирӗн шкул виҫӗ пӗчӗк ҫурта вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Мастерскойсем те унтах вырнаҫнӑччӗ, анчах йывӑҫран япаласем ӑсталама темшӗн вӗрентместчӗҫ.

Помоги переводом

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Вӑтӑршар ҫын вырнаҫнӑччӗ кашни кимӗ ҫине, тырӑ, етрӗ, тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ нумай тиенӗччӗ.

Помоги переводом

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫар ушкӑнӗсем Пӑлхар ҫӗрӗнче сапаланса виҫӗ ҫӗрте вырнаҫнӑччӗ: хӗвелтухӑҫра, кӑнтӑрта, хӗвеланӑҫра.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унӑн чунӗнче илемлӗ юрӑсем, хирти чечексем те пӗлӗтри кайӑксем вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Виҫӗ юлташ столовӑйне пырса кӗнӗ ҫӗре медфакра вӗренекен студенткӑсем пӗр сӗтел тавра вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вити ӑҫта вырнаҫнӑччӗ ҫак, Тукай ӗмпӳ?

Помоги переводом

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑҫта вырнаҫнӑччӗ эсир?

— Где вы помещались?

ХХХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Шкул ҫав ҫулсенче малтан тӑлӑх ачасен ҫурчӗ пулнӑ пысӑк та аслӑ ҫуртра вырнаҫнӑччӗ.

Помоги переводом

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней