Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ҫухрӑмра, сӑртлӑ вырӑнта, ҫурлапа выракансен пуҫӗсем мӗкӗлтетни курӑнать.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Савӑта Эмиль каллех ярса тытса ӗлкӗреймен пулсан тырӑ выракансен апата типӗллех ҫиме тиветчӗ.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫамрӑксем кунӗ-кунӗпех ял тӑрӑх е сунарта ҫӳрерӗҫ, хирте тырӑ выракансен юррисене ҫырса илчӗҫ, каҫхине вара пӗтӗм ушкӑн усадьба тӑпрасӗ ҫинче е садра ларчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Выракансен ҫурри — вуннӑран пуҫласа вунтӑватта ҫитнӗ хӗрачасем: Ожерелки хӗрачисем хӗрсемпе хӗрарӑмсенчен юлсах пымаҫҫӗ, анчах хуларан килнӗ пионерсем, ҫурла тытма хӑнӑхса ҫитмен пирки юлса пычӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вунӑ е ытларах ҫава пӗр харӑссӑн сулӑнса илни ретӗн-ретӗн тайӑлса ӳкекен курӑк шавӗ; выракансен е хӑнасене тӗл пулнӑ чухнехи пек хаваслӑн, е сывпуллашнӑ чухнехи пек хурлӑхлӑн сайра хутра илтӗнекен юррисем; лӑпкӑ та таса каҫ! ытарма ҫук ирӗк те таса сывлӑш!
III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
- 1