Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каллех кун усӑсӑр, вылямасӑр иртсе каять ӗнтӗ.
Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.
Спектакльте вылямасӑр ниепле те тӳсеймест.
XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тӗкӗрте хӑй пек мӑйракаллӑ качака путеккине курать, епле-ха чӑтӑн унпа вылямасӑр, вара ӑна мӑйракипе пырса чышать.
Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
«Юсас пулать, вылямасӑр усрасан, сӗрме купӑс сасси япӑхать», — тет.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӑйӑ хӗрсе-хӗрсе пычӗ те, чӑтаймарӗҫ малалла вылямасӑр.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Андрий ури-аллипе пӗр хускалмасӑр тӑнӑ хушӑра та питех те ирӗккӗн тӑнӑ пек курӑнать, ялкӑшса тӑракан куҫӗсем пӗр вылямасӑр тинкерсе пӑхаҫҫӗ, куҫхаршисем пӗкӗ пек авӑнчӑк, хӗп-хӗрлӗ тутисем вут пек ҫунаҫҫӗ, тин шӑтма пуҫланӑ хура мӑйӑхӗ пурҫӑн пек ҫуталса тӑрать.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Нехлюдовсем амӑшӗ, мӑнаккӑшӗ тата хӗрӗ — кашни каҫах килте пулаҫҫӗ, княгиня хӑй патне каҫа картла вылямасӑр, ташламасӑр ирттерме пултаракан ҫамрӑксем, арҫынсем пырса ҫӳренине юратать.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах та маншӑн хамӑрӑн ачасем ҫине, вылямасӑр тӑраканнисем, манпа пӗрле пӑлханса тӑраканнисем ҫине пӑхма хаваслӑ пулчӗ.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ӗлӗкхи пекех унӑн куҫӗсем темле вылямасӑр, кӗленче евӗрлӗ ялкӑшса тӑнӑ, хӑрани палли халь те пичӗ ҫинчен кайман.
XLV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унӑн ачаш куллине, хурлӑхлӑн та вылямасӑр пӑхакан куҫӗсене кашниех асӑрханӑ, вара кашниех ӑна мӗнле те пулсан ӑшӑ сӑмах калама тӑрӑшнӑ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сӑнӗ-пичӗ кӑвакарса кайнӑ ун, питҫӑмартийӗсем путса кӗнӗ, чарӑлса кайнӑ куҫӗсем каска козырёкӗ айӗнчен пӗр вылямасӑр пӑхаҫҫӗ, — текех ӗнтӗ вӗсем, яланхи пек, ҫӑлкуҫӗ пек ҫутӑлса пӑхмаҫҫӗ, халичченхи пек тӳлек мар…
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1