Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вучӗпе (тĕпĕ: вут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Митинга пухӑннисем, хӑйсем илтес тенине, Алендеев сӑмахӗсене чӑн тесе, чун-чӗрепе йышӑнса кӗтсе илнӗскерсем, каллех хаяр вучӗпе хӗмленсе-ҫулӑмланса, каллех шӑлӗсене шатӑртаттарма тытӑнчӗҫ:

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ы-ы-ы-ы-ых! — асар-писер ҫил-тӑвӑллӑн шавласа кайрӗҫ тарӑху, тавӑру вучӗпе ҫулӑмланса илнӗ ҫынсем, унтан вӗсем, алӑ чӑмӑрӗсене вӑнк та вӑнк ирӗке яркаласа, Сталина сӑмахпа хытӑрлама, ятлама, йӳҫек айӑплав сӑмахӗсем хыптарма тытӑнчӗҫ:

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Кӗркури пӗр пирусне алхапӑл сылтӑм хӑлхи хушшине хӗстерчӗ, теприне ҫӑварне хыпрӗ те кӳкӗрт вучӗпе тивертсе ячӗ, вара ӗмӗтсӗррӗн, татти-сыпписӗр, тӗтӗмне ӑша ямасӑр тӗтӗрлентерме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ула Тимӗр вара хӑй ҫинче Полина куҫне те туйса, куҫ уҫайми именсе, намӑс вучӗпе ҫунса, ҫӗр тӗпнех анса кайнӑ пулӗччӗ: вӑл хура чечеклӗ кӑвак ситсӑран ҫӗленӗ кӗпепе, килте тӗртнӗ, хура сӑрӑпа сӑрланӑ шӑлапиртен ҫӗленӗ шӑлаварпа, уринче… ҫӑпата!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шалтан йӳҫсе, хӑйпе хӑй ӳпкелешсе, кӳренӳ вучӗпе ӗне-ӗне Ула Тимӗр пуҫӑн ҫаврӑнса выртрӗ те васкамасӑр, ахлата-ахлата, ури ҫине тӑчӗ, ыратнӑ тӗле пӳрнипе тӗкӗнсе илчӗ — ӑшӑ, ҫӑра йӗпе!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл, хӑй чысне ҫак машина айӗнчи лапрапа сирпӗтсе хӑварнӑн туйса, юнӑхса, пӗр авӑк ӑсӗ-пуҫӗпе чӑлханса тӑчӗ, варарахран тин куҫӗ, тилӗрнӗ юнпа тӑвӑнса, хаярлӑх вучӗпе ялкӑшкаласа илчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Авӑ тӳпери ҫӑлтӑрсем те, ӗмӗр-ӗмӗр яшлӑх вучӗпе ҫунаканскерсем, лапсӑркка йывӑҫ айӗнче ыталанса тӑракан ҫамрӑк мӑшӑра пиллесе, аякри асамлӑ ҫутисене вӗсем патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫамрӑклӑхӑн манӑҫми каҫӗсене илемлетсе, пӗр-пӗрин хушшинче ӑмӑртсах куҫ хупмалла выляҫҫӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӗвӗҫ вучӗпе ҫунса, Митюк хӑйӗн черчен, вӑй-халсӑр, ҫын ӗренкине те кӗрсе ҫитеймен шӑллӗне чӗререн кураймарӗ, ӑшӗнче ӑна вилӗм те сунчӗ.

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Акӑ ун куҫӗсем Галимджанӑн кӗрешӳри чарусӑрлӑх вучӗпе ҫунакан хура куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ, каччӑ ун ҫине «Мӗн тӑвас тетӗн, ҫӗнтерсен ҫӗнтерет, иксӗмӗртен пӗрин пурӗпӗрех аяла пулма тивет» тенӗ пек пӑхса илчӗ те тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт тӑрӑхларах пичӗ ҫинче ырӑ сӑн вылять, ҫӗмӗрт пек хуп-хура куҫӗсем ҫамрӑклӑх вучӗпе йӑлкӑшса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, яштак пӗвӗ тулли те илемлӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫ сӗмлӗхӗн тӗлӗнмеллерех ӑнланулӑхӗнче Скапӑн хӑватлӑ шыв сиккисен ахрӑмӗ илтӗнет, ҫеҫкеленекен айлӑмсен тутлӑ шӑрши сарӑлнӑ, Жиль пуҫӗ тӗлӗнче пин-пин ҫӑлтӑр капланса пухӑннӑ та — каҫ сӗмлӗхне аякри армадӑсен вучӗпе хавхалансах ҫунтарать.

Странная восприимчивость мрака доносила эхо могучих водопадов Скапа, чувственные благоухания цветущих долин неслись в воздухе, и тысячи звезд вдохновенно жгли тьму огнями отдаленных армад, столпившихся над головой Жиля.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

— Ҫапла вара, эпир уйрӑлатпӑр, — тӑсрӗ Ван-Конет хӑйне кӳрентернӗшӗн тавӑру вучӗпе суккӑрланнӑскер тата пӗтӗмпех харӑсах вӗҫлеме тӑрӑнтса, — эпӗ сире ытти чӑнлӑха та уҫса паратӑп.

— Так как мы расходимся, — продолжал Ван-Конет, ослепляемый жаждой мести за оскорбления и желавший кончить все сразу, — я могу сделать вам остальные признания.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӑй каланине итлеттерес, ҫурма чӗрӗ, асапланакан ҫынна йывӑрлӑхӑн пӗр пайне те пулин парас кӑмӑлпа вӑл сӑмахсен чарусӑр вучӗпе тулчӗ:

Желание быть выслушанным, передать часть тяжести хотя бы полуживому, страдающему, наполняло его беглым огнем слов; он сказал:

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Хуравламасӑр — хӗр шкатулкӑна йӑтрӗ, сӗтел ҫине хучӗ те чӑтӑмсӑр хусканупа тӳнтерсе ячӗ, ҫавӑнтах ҫакӑншӑн ӳкӗнчӗ ахӑр, мӗншӗн тесен йывӑҫ тӳнклетсе ӳкнипе пӗр вӑхӑтрах сӗтел ҫитти алмаз сийӗн, карбункулсемпе ӗнчӗ-мерчен, опал вучӗпе хыпса ҫунма пикенчӗ.

Не отвечая, девушка взяла шкатулку, положила ее на стол и опрокинула нетерпеливым движением, почти сейчас же раскаявшись в этом, так как, одновременно с глухим стуком дерева, скатерть вспыхнула огнем алмазного слоя, карбункулов, жемчугов и опалов.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Анчах та вырӑнсӑрах пулнӑ унӑн пурте: хӗрлисем артиллери вучӗпе те, пулеметсемпе пенипе те чакман, ҫирӗп тӑнӑ, хӑйсем ҫинелле ҫав тери тискеррӗн, хӑрушшӑн хӗстерсе пыракан кавалерие гранатӑсем персе тата штыксемпе хирӗҫ тӑрса хӑвала-хӑвала янӑ.

Все было напрасно: красные держались и под артиллерийским и под пулеметным огнем, отбрасывали гранатами и штыками страшные натиски кавалерии.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йӗркесем тӑрӑх сире пурсӑра та вагона хуса кӗртсе артиллери вучӗпе ним хӑварми аркатса тӑкмалла.

По военному времени должен загнать всех вас в вагон и вчистую кончить артиллерийским огнем.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тарас, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна, юлакансене куҫпа хӑратрӗ, — ун куҫӗсем тарӑху вучӗпе ҫунса тӑчӗҫ.

И, оборотясь, грозил взором всем остававшимся, и гневен был взор его.

XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Амӑшӗ те пӑрахса кайрӗ, ав, Ҫуткас ҫутине яланлӑхах, хӑй те, Дина, вутлӑ юрату вучӗпе сасартӑк антӑхса, сисӗмлӗ чӗрине сасартӑк кӗллентерсе пӑхрӗ…

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Именӳ вучӗпе тӗлкӗшен пит-куҫне ҫӗрелле тытса, вӑл арӑмӗн ӳпкевлӗ сӑмахӗсене ним сасӑсӑр итленӗ, хӑйӗн пӳлӗмне, сурӑх пек йӑваш та айванӑн кӗрсе, питӗрӗнсе ларнӑ.

Со смиренно опущенными глазами, в которых теперь горел стыд, он молча слушал упреки жены, смирный и тупой, как овца, уходил к себе в комнату и там запирался.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Темиҫе пин километр турӑмӑр эпир Украина ҫулӗсем тӑрӑх, партизанла ҫапӑҫу ҫулӑмне ялкӑштарса, пӗтӗм халӑх чӗрине хаяр курайманлӑх вучӗпе кӑварлантарса.

Тысячи километров прошли мы по дорогам Украины, разжигая пламя партизанской борьбы, пламя народной мести.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней