Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вилнӗскере (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Допроссемпе асаплантару хушшинче шанӑҫа ҫухатнӑ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн командирне — Атӑл ҫинчи чӑваш ялӗн ачине — ҫирӗм виҫӗ ҫулхи сотнике — Назар Краснова, сурансене пула унӑн аллинче вилнӗскере аса илчӗ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ кунта, — пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ Тимка пӗр аран палӑракан тӗмеске ҫине, — кунта вӑт, ҫакӑнса вилнӗскере пытарнӑ.

А вот тут, — Тимка ткнул пальцем на еле заметный бугорок, — тут удавленник похоронен.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сансӑр эпир, ӑнланмалла ӗҫ, каяймастпӑр, пире сана, вилнӗскере е чӗрӗскере, шыраса тупма, ҫӗр айӗнчен чавса, пантера хырӑмӗнчен касса кӑларма, сывлӑшра тытма хушнӑ…

Уйти без тебя мы, понятное дело, не могли, нам приказали отыскать тебя мертвого или живого, вырыть из-под земли, вырезать из брюха пантеры, поймать в воздухе…

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

— Ӑна, вилнӗскере, тепӗр хут чӗртме май ҫук ӗнтӗ.

— Что случилось, то случилось!

Арӑмӗ упӑшкине юратни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Чикӗ урлӑ каҫнӑ тӑваттӑмӗш ҫынна, наркӑмӑш ӗҫсе вилнӗскере те, Карел Грончак «манӑн Яворти шеф ҫакӑ» тесе йышӑнмарӗ.

Карел Грончак не опознал своего яворского шефа и в четвертом нарушителе, принявшем яд.

10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Сана, вилнӗскере, кӳрентертӗм пулсан — каҫар…

За все, чем обидел тебя, мертвую…

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав самантрах Макар хӑй патнелле сиккипе чуптарса килекен хӑйӗн вестовойӗ пулнӑ Тюлима, ҫав ҫирӗммӗш ҫултах Броды ҫывӑхӗнче поляксен пулинчен вилнӗскере, курчӗ.

Тотчас же Макар увидел скакавшего к нему своего бывшего вестового Тюлима, убитого польской пулей под Бродами в том же двадцатом году.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапах та, вилнӗскере чӗртме хӑтланакан ҫынсем ӗнтӗ сайра ҫеҫ тӗл пулнӑ, питех палӑрман вӗсем.

Но люди, которые пробовали воскресить мертвеца, были уже редки, незаметны.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

9. Анчах та эпир пӗр авкана ангелсенчен кӗҫӗне юлнӑ Иисуса, Турӑ тивлечӗпе пирӗншӗн асапланса вилнӗскере, халӗ мухтава кӑларнине, чыслӑ-хисеплӗ тунине куратпӑр.

9. но видим, что за претерпение смерти увенчан славою и честью Иисус, Который не много был унижен пред Ангелами, дабы Ему, по благодати Божией, вкусить смерть за всех.

Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней