Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле пӑхакан тепӗр хӑрах енлӗ урамри пахчасен хыҫӗнче Каҫликка варӗпе касӑлнӑ сӗвеклӗх Сурӑм улӑхне ҫитиех тӑсӑлать.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Часах хайхи лавсем мӑкаҫей патӗнчен Ахти варӗпе анса кайрӗҫ.
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Килне эсӗ Хупӑхан варӗпе кай, хӗрӗм.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кашниех хӑй тӑшманне ҫӗнтерме тӑрӑшакан ҫавӑн пек пӑлхавра, хӑйӗн тӗмӗ хыҫӗнче, хӑйӗн варӗпе ҫырминче пытанса ларнӑ ҫӗрте, пурте пуҫлӑх тесе шутлакан ҫын тупӑнать, уйрӑм пуҫлӑхсем вара пӗр ӗҫе тума пӗр ҫӗре пӗрлешеҫҫӗ.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кралич ҫакна пӗтӗмпех чун варӗпе ҫывӑх курса пӑхса тӑчӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хуҫӑк туратсене касса пуҫтармалла, каснӑ тӗлсене 2: пӑхӑр купоросӗпе йӗпетмелле, типнӗ хыҫҫӑн сад варӗпе е ҫуллӑ сӑрӑпа сӗрсе хупламалла.
Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
- 1