Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ачасем хай анне варӗнчех суккӑрланаҫҫӗ темскершӗн.
Сифилис // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 134–142 с.
Мухтав юррисем юрла-юрла та ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем ҫунтара-ҫунтара хисеп кӳнӗ вӑл Изидӑпа Озириса, амӑш варӗнчех пӗрлешсе, Гор турра ҫавӑнтах чун панӑ Египет пӗртӑванӗсене, пиччӗшпе йӑмӑкне, Деркетӑна та, Тир ҫӗрӗнчи пулӑ евӗр хӗрарӑм-турра, йытӑ пуҫлӑ Анубиса та, ҫӗресрен сыхлакан турра, вавилонсен Оанне те, филистимсен Дагонне те, аширсен Авденагине те, Утсаба та, ниневсен йӗрӗхне, тӗксӗм Киббелӑна та, Бэл-Меродоха та, Вавилон хӳтлӗхне — Юпитер планетӑн туррине, халдейсен Орне те — ӗмӗр сӳнмен вутӑн туррине, вӑрттӑнлӑхлӑ Оморогӑна та — турӑсен тӗп амӑшне, Бэл, ӑна икке уйӑрса, пӗлӗтпе ҫӗр те пуҫӗнчен ҫынсене туса хунӑ; патша тата Атанаис хӗрарӑм-турра та пуҫҫапнӑ, — Финики, Лиди, Эрменпе Перси хӗрӗсем ҫак турӑ ячӗпе, таса парне кӳретпӗр тесе, иртен-ҫӳренсене храмсен пусмисем ҫинче хӑйсен ӳчӗсене панӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
15. Мана аннем варӗнчех суйласа илсе, Хӑйӗн тивлечӗпе чӗнсе илнӗ Турӑ, 16. мана Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерсе, Ун ҫинчен суя тӗнлисене Ырӑ Хыпар калаттармашкӑн кӑмӑл тусассӑн, эпӗ ӳтпе юнран ӑс ыйтмарӑм, 17. хамран маларах апостол пулнисем патне те Иерусалима каймарӑм, эпӗ Аравие кайрӑм, унтан каллех Дамаска таврӑнтӑм.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн; 14. санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ: 15. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ; 16. Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ; 17. вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Амӑшӗн варӗнчех вӑл хӑйӗн пиччӗшне тапкаласа пӗтернӗ, ҫитӗнсен вара Турӑпа кӗрешнӗ.3. Еще во чреве матери запинал он брата своего, а возмужав боролся с Богом.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иаков килӗ, итле Мана, Израиль килӗн йӑлкӑмӗ, итле Мана: Эпӗ сире аннӗр варӗнчех йышӑннӑ, аннӗр ӑшӗнчех йӑтса ҫӳренӗ, 4. ватлӑхӑр ҫитиччен те Эпӗ ҫавӑн пекех пулӑп, сире ҫӳҫӗр шураличченех Эпех йӑтса ҫӳрӗп; Эпӗ пултарнӑ, Эпех йӑтса ҫӳрӗп, хунтӑлӑп, упрӑп.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сана тӳлесе илнӗ, сана аннӳ варӗнчех калӑпланӑ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ мӗн пуррине пултарнӑ, тӳпене пӗчченех карса хунӑ, ҫӗре Хамӑн вӑйӑм-хӑватӑмпа сарса тухнӑ, 25. Эпӗ — суя пророксен паллисене ӑҫтиҫук тӑвакан, асамҫӑсем ӑссӑррине кӑтартакан, ӑсчахсене каялла хӑвалакан, вӗсен пӗлӗвне ухмахлӑха ҫавӑракан, 26. Хӑй чурийӗн сӑмахне ҫирӗплетекен, Хӑй хыпарҫисен сӑмахне пурӑнӑҫа кӗртекен, Иерусалима: «сан хутлӑхунта пурӑнма пуҫлӗҫ», Иуда хулисене: «сире ҫӗнӗрен туса лартӗҫ, ишӗлнисене Эпӗ юсаса ҫӗнетӗп» теекенӗ, 27. тӗпсӗр авӑра: «типсе лар!» теекенӗ, «санӑн юханшывусене типӗтсе лартӑп» теекенӗ; 28. Кир пирки: «вӑл — Манӑн кӗтӳҫӗм, вӑл Манӑн ирӗкӗме пӗтӗмпе вырӑна килтерӗ, вӑл Иерусалима: «сана ҫӗнӗрен туса лартӗҫ!» тейӗ, Турӑ Ҫуртне: «санӑн никӗсне ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗҫ» тейӗ» теекенӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ывӑлӗсем ӗнтӗ унӑн варӗнчех ҫапкалашма пуҫланӑ, вӑл вара: капла пулас пулсассӑн, мӗн кӗтет-ха мана? тенӗ.22. Сыновья в утробе ее стали биться, и она сказала: если так будет, то для чего мне это?
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1