Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

варта сăмах пирĕн базăра пур.
варта (тĕпĕ: варта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Эхер те эсӗ мана: «ман куҫҫулӗм ҫӗр куҫҫулӗ пек мар, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хамӑн варта хурланса йӑтса ҫӳренӗ, асапланса ҫуратнӑ чуна ҫухатрӑм, 13. ҫӗрӗн вара йӗрки ҫапла: ун ҫинче хальхи йыш ҫухалать те, ҫавӑн чухлех ҫӗнӗ йыш килсе тӑрать» тесессӗн, 14. калӑп сана: эсӗ асапланса ҫуратнӑ пекех, ҫӗр те хӑйне Пултаракана хӑйӗн ҫимӗҫне — этеме — асаппа парать.

12. Если ты скажешь мне: «плач мой не подобен плачу земли, ибо я лишилась плода чрева моего, который я носила с печалью и родила с болезнью; 13. а земля - по свойству земли; на ней настоящее множество как отходит, так и приходит»: 14. и я скажу тебе, что как ты с трудом родила, так и земля дает плод свой человеку, который от начала возделывает ее.

3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӗсен амӑшӗ асса пурӑннӑ, вӗсем варта чухнех амӑшӗ хӑйне намӑса кӑларнӑ; вӑл каланӑ: «еркӗнӗмсем хыҫҫӑн кайӑп, вӗсем мана ҫӑкӑр та, шыв та, ҫӑмпа йӗтӗн те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, ӗҫмелли те параҫҫӗ» тенӗ.

5. Ибо блудодействовала мать их и осрамила себя зачавшая их; ибо говорила: «пойду за любовниками моими, которые дают мне хлеб и воду, шерсть и лен, елей и напитки».

Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16-17. Ҫӳлхуҫа аркатса тӑкнӑ, хӗрхенсе тӑман хуласене мӗн пулнӑ, ҫав ҫынна та ҫавӑн пекех пултӑр; аннене манӑн тупӑкӑм туса, унӑн варне ӗмӗрлӗхе пӗтӗ хӑварса мана варта чухнех вӗлерменшӗн ҫав ҫын ирсерен йӗрсе йӑлӑннине, кӑнтӑрла вара уласа йӗнине илтсе тӑтӑр.

16. И да будет с тем человеком, что с городами, которые разрушил Господь и не пожалел; да слышит он утром вопль и в полдень рыдание 17. за то, что он не убил меня в самой утробе - так, чтобы мать моя была мне гробом, и чрево ее оставалось вечно беременным.

Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Халӗ вара Ҫӳлхуҫа калать, Иакова Хӑй енне ҫавӑрас тесе, Израиль Ун патне пухӑнтӑр тесе, Мана варта чухнех Хӑйӗн чурийӗ тунӑ Ҫӳлхуҫа калать; Эпӗ Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче хисеплӗ, Манӑн Туррӑм — Манӑн хӑватӑм.

5. И ныне говорит Господь, образовавший Меня от чрева в раба Себе, чтобы обратить к Нему Иакова и чтобы Израиль собрался к Нему; Я почтен в очах Господа, и Бог Мой - сила Моя.

Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ноеминь вара каланӑ: каяллах таврӑнӑр, хӗрӗмсем; мӗншӗн сирӗн манпа каяс? сире валли упӑшка пулма манӑн варта ывӑлсем тата пулӗҫ-им?

11. Ноеминь же сказала: возвратитесь, дочери мои; зачем вам идти со мною? Разве еще есть у меня сыновья в моем чреве, которые были бы вам мужьями?

Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тарӑн чӑтлӑх варта кӗрлесе ҫӑл шывӗ юхса выртать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗшӗ пӗр варта выртнӑ тӑван евӗрлех вӗт вӗсем, Иккӗшне те пӗр каҫра ҫуратнӑ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тарӑн варта хур пусрӑм, Вӑрӑ тесе ан калӑр.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тарӑн варта шӑппӑн систернӗ юрату халӗ хыттӑн янӑрарӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче Татариновсем тип варта илемлӗн касса тунӑ сакӑсемлӗ беседка лартнӑ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Варта шыв юхать-и?

Протекает ли в овраге ручей?

Ҫумӑр шывӗсемпе ҫурхи шывсем мӗн тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем патӗнчен Матюк иртсе пынӑ тет: «Тарӑн варта чакак пур, вӑл калаҫма пӗлет, тӗлӗнтермӗшсем калать».

Мимо проходит Матюк: «В овраге сороку видели, она говорить умеет, неслыханное рассказывает».

Чӗкеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/519

Урӑх ҫӗре куҫса каймӗ-ши?» — тесе вӑрмана каҫ сӗмӗ ҫапичченех лартӑм ҫак варта.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Тарӑн варта хур пусрӑм, Вӑрӑ тесе ан калӑр.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура варта хур пусрӑм, Вӑрӑ тесе ан калӑр.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сан аҫупа ман атте пӗр варта выртнӑ.

Помоги переводом

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ астӑвасса ҫав варта кӗтӳҫӗ лаша тапса вӗлернӗ.

Помоги переводом

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тарӑн варта хур пусрӑм, Вӑрӑ тесе ан калӑр.

Коль гуся поймала ловко, Не подумайте: воровка.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шыракансем таврӑнчӗҫ Лашисене ҫунтарса: Кантӑр варта йӑмраран Вилнӗ терӗҫ ҫакӑнса…

Помоги переводом

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Чул ҫурт уявсенче кӗрлетӗр, Чӗртес аллея тип варта, Ют ҫын, ют сас пырса ан кӗтӗр — Йӗри-тавра тытас карта».

Помоги переводом

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней