Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир мана татӑкӑн-татӑкӑн ваклатӑр ҫеҫ мар, эсир пӗр-пӗрне ҫисе яратӑр.Вы не только меня растаскиваете на куски — вы друг друга пожираете.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Килте ӗҫ пирки ҫеҫ сӑмах ваклатӑр.
Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
2. Эсир вара ыррине кураймастӑр, усаллине юрататӑр; ҫынсенчен вӗсенӗн тирне сӳсе илетӗр, вӗсенӗн шӑмми ҫумӗнчен ӳтне сӗветӗр, 3. Ман халӑхӑмӑн ӳтне ҫиетӗр, тирне сӗветӗр, шӑммисене вататӑр, чӳлмеке янӑ пек тӗпрететӗр, ӳтне хурана янӑ пек ваклатӑр, терӗм.
Мих 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унӑн парни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли шултӑра выльӑх пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр; Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн вӑл ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне ҫавӑтса пытӑр; 4. хӑйӗн аллине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли выльӑх пуҫӗ ҫине хутӑр — вара вӑл ҫылӑхӗсенчен тасалмашкӑн ырӑлӑх илӗ; 5. унтан пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнне илсе пыччӑр та пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 6. ун хыҫҫӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне выльӑхӗн тирне сӳсе илтӗр те ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклатӑр; 7. Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинче вут-ҫулӑм чӗртсе, ун ҫине вутӑ купаласа хуччӑр; 8. Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн парне пайӗсене, пуҫне, ӑш ҫӑвне сарса хуччӑр; 9. парне выльӑхӗн ӑш-чиккине, урисене вӑл шывпа ҫуса тасаттӑр, священник вара пурне те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1