Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта ылттӑн хӑлха ҫаккисем, ҫӳҫ хӗстермеллисем, булавкӑсем, чи тӗпӗнче — темӗнле документсем.В ней лежали золотые серьги, броши, шпильки, а на дне — пачка каких-то документов.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Виҫҫӗмӗш коробки ӑшӗнче пысӑк йӗс булавкӑсем курӑнса карӗҫ, вӗсем те урамран пуҫтарнӑскерсем унтан атӑ таканӗсем: якалнисем, татӑлса кайнисем, лайӑххисем те, пушмак-туфли тӑхисем, йӗс алӑк хӑлӑпӗ, катӑлса кайнӑ шӑмӑ туя аврийӗ, хӗрсен пуҫтурийӗ, «Тӗлӗкпе юмӑҫ кӗнеки» тата ҫавӑн пек йышши ытти япала та темӗн чухлех.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Саша мана темиҫе хутчен те: «Ҫывӑрнӑ чух ун питне хӑрӑм е ваксӑ сӗр-ха, минтерӗ ӑшне булавкӑсем чиксе хур-ха, е урӑх мӗн те пулин ту», тесе ҫавӑрса хӑтланатчӗ, анчах эпӗ кухарккӑран хӑраттӑм, ыйхи те унӑн пит ҫӑмӑлччӗ, час-часах вӑранатчӗ; вӑранатчӗ те лампа сутатчӗ, ларатчӗ вара вырӑн ҫинче, таҫта кӗтеселле пӑхса.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Супӑнь, целлулоид ҫухасем, сухал хырмалли крем, булавкӑсем, ҫитсӑран ҫӗленӗ табак енчӗкӗсем туянаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Булавкӑсем ҫинчи пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ ялавсем фронт линийӗ хӑш-хӑш тӗлтен каҫса кайнине кӑтартаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Сердюк хӑйпе пӗрле хӑмӑшран тунӑ вӑрӑм указка, ялавлӑ булавкӑсем тата икӗ фронтӑн линийӗсене те тӳрех паллӑ тума хӗрле тата кӑвак ҫипсен икӗ ҫӑмхине илсе ҫӳренӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вагон кантӑкӗсем витӗр тулта тӗксӗм ҫутӑсем вӑрмансемпе сӑртсем ӑшне тирнӗ бриллиант булавкӑсем евӗрлӗ йӑлкӑшни вӗлтлетсе иртнӗ.
XXIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пире акӑ мӗн лекрӗ: кивӗ шӑвӑҫ хунар, авӑрсӑр пысӑк ҫӗҫӗ, Барлоу фирми кӑларнӑ кӗсьене чиксе ҫӳремелли ҫӗҫӗ (кун пек селӗм ҫӗҫҫе нихӑш лавккара та ҫур доллартан йӳнӗрех туянас ҫук), шӑн ҫуран тунӑ темӗн чухлӗ ҫурта, ҫурта лартмалли шӑвӑҫ тыткӑч, пӗчӗк фляга, шӑвӑҫ курка, ҫӗтӗк мамӑк ҫивитти, йӗпсемпе булавкӑсем, ҫип, ӑвӑс катӑкӗ, тӳмесем тата ытти ӑпӑр-тапӑр тултарнӑ хӗрарӑм сумки, пӗчӗк пуртӑпа пӑтасем, манӑн кача пӳрнерен хулӑнрах параматпа пысӑк вӑлта йӗпписем, ҫавӑрса чӗркенӗ пӑши тирӗ, йытӑ мӑй ҫыххи, такан, ярлӑксӑр эмел кӗленчисем.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Лаг валли илнӗ ҫипе хӗрхенсе тӑрса пулмарӗ, унтан эпир вӑлта ҫиппи турӑмӑр, вӑлти вырӑнне — булавкӑсем, пулӑ илӗртме шӑна лартатпӑр.
Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ашшӗ ӑна булавкӑсем илме укҫа чылаях панӑ, вӑл вара, ытти пур ырӑ хӗрарӑмсем пекех, чухӑн ҫынсене пулӑшнӑ.Отец давал ей довольно много денег на булавки, она, как и всякая добрая женщина, помогала бедным.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов, сых ятне мӗн пурӗ те 160 тенкӗ ҫеҫ пулнине кура, хӑйӗн тусӗпе канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем Верочкӑпа иккӗш халех хуҫалӑх пуҫласа яма, сӗтел-пуканпа савӑт-сапа илесси ҫинчен калаҫма кирлӗ мар тесе шутларӗҫ; ҫавӑнпа вӗсем виҫӗ пӳлӗм илчӗҫ, пукансене, савӑт-сапана тата сӗтеле те мещен хуҫасенченех илчӗҫ: старикки хӑйӗн кунӗсене Вӑтам проспектра 1-мӗшпе 2-мӗш линисем хушшинче хӳме ҫумӗнче тӳмесем, хӑюсем, булавкӑсем , т. ыт. вак-тӗвек сутса ирттернӗ, каҫпа вӑл хӑйӗн карчӑкӗпе калаҫнӑ, карчӑкӗ хӑйӗн кунӗсене тӗрлӗрен ҫӗршер-пиншер ҫӗтӗк-ҫурӑк сапласа ирттернӗ, вӑл ҫӗтӗк-ҫурӑка ун патне пасартан ытамӗ-ытамӗпе йӑта-йӑта пынӑ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан — слон ӳкерчӗклӗ резинка, икӗ карандаш: пӗри — ҫырмалли, тепри — картинка ӳкермелли, шӑмӑ авӑрлӑ ҫӗҫӗ, ҫирӗм пуса илнӗ хаклӑ ручка, тӗрлӗ тӗслӗ сӑр таткисем, кнопкӑсем, булавкӑсем, картинкӑсем илчӗҫ.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пылчӑклӑ ура йӗрӗсем тата вӑл тӗрлӗ булавкӑсем, запонкӑсем хуракан пушӑ шӑвӑҫ савӑт, «Катык» пирус савӑчӗ кӑна тӑрса юлчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӳрнисем пачах та туйма пӑрахнӑ, вӗсене булавкӑсемпе тирнӗ, анчах булавкӑсем ӳт ӑшне ним ыраттармасӑрах кӗнӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1