Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эпир вӗсене сулахай флангран — бак! бак! бак!..
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аппарат хӑвӑртлӑхӗ, ҫавӑн пекех унта ларса пыракансем те синкерлӗ чикке ҫитессе малтанах пӗлсе, — ун чухне чӗре таппин хӑвӑртлӑхӗ, юнпа ытти сӗткен ылмашӑвӗ, ӳтре пурнӑҫӑн мӗн пур ритмӗ палӑрмаллах улшӑнмалла, — ҫаксене малтанах тӗшмӗртсе Лось жироскопсенчен (аппаратра вӗсем иккӗ) пӗрин хӑвӑртлӑх шутҫине бак кранӗнчен электричество провочӗпе сыпӑнтарса хучӗ; баксен кирлӗ вӑхӑтра кислородпа аммиак тӑварӗсен пысӑк калӑпӑшне кӑларса ямалла.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Бак Заппа Вой Кай Лон — вӗсем Вьетнамри слонсем, вӗсен ячӗсене хамӑр чӗлхепе калас пулсан, Бак Зап вӑл — Шурӑ ура, Вой Кай Лон — Пысӑк слон ами тени пулать.
Теплоход ҫинче кам мӗкӗрнӗ? // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Кӑшт тӑрсан, кран кӗрлеме, шапӑртатма тытӑнчӗ, шыв бака юха пуҫларӗ, бак тулчӗ, шыв унӑн хӗрринчен тӑкӑнса, паркет сарнӑ урай тӑрӑх чупса кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хальхи ҫӗр айӗнчи хваттерсенче халӗ пӗтӗм хӑтлӑх пур ӗнтӗ – шыв пӑрӑхсем тӑрӑх килет, электричествӑпа вырӑнти ҫутҫанталӑк электростанцийӗсем (хӗвел панелӗсем тата ҫилпе ӗҫлекенсем) тивӗҫтереҫҫӗ, туалет — септиклӑ бак (чылай ҫӗрте пӗрлехи канализаци те пур).
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html
Мучи «бак» вырӑнне «пак» тесе калани путишле пек туйӑнать вӗсене.
Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.
— Ку чиперкке — Леди Бак, мультфильмри пурте пӗлекен хӗрача.— Это красавица Леди Бак, девочка, известная всем по мультфильму.
Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/
Кӗтесре — тимӗр бак, ун ҫумне тимӗр кружка сӑнчӑрланӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эпир пурте бак ҫинелле васкатпӑр, — нимӗн те ӑнланмасӑр, мӗншӗн тесен пирӗн умри анлӑ курӑнупа — ҫӑлтӑрсемпе тулсах ларнӑ сӗм тӗттӗмлӗхри ҫивӗч те капӑр-селӗмлӗхпе — киленсе ҫав тери тӗлӗнетпӗр, савӑнса хавхаланатпӑр.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Бак ҫинчи матрос кӑшкӑрса ячӗ:
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫын ушкӑнӗсен кӗрлевӗ-сӗрлевӗ, пӑрахутсем ҫинчи бак чанӗсен ҫиччӗ ҫурӑ ҫапнӑ сасси, шухӑшлӑ гудоксем илтӗнеҫҫӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Бак ҫинче матрос чӗлӗмне пӑтапа тасатать, йывӑҫа лекекен тимӗр чӗриклетӗвӗ ҫып-ҫывӑх — ҫак сасӑ жилет кӗсйинчен тухать тейӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
— Эпӗ кӑшкӑрасшӑн, бак чанне ҫапасшӑн, анчах чӗлхем мана шуйттан пирӗштие парӑннӑ евӗр пӑхӑнмасть.— Я хотел крикнуть, ударить в баковый колокол, но язык мой слушался меня как черт — ангела.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Ленур, вахтӑри матрос, бак ҫинче тӑнӑскер, паллӑ мар меслетпе ҫухалчӗ — ирхи тӑватӑ сехетпе ултӑ сехет хушшинче.Ленур, вахтенный, стоявший на баке, исчез неизвестным образом, между четырьмя и шестью часами утра.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Кунта вӑл пӗр ларчӗ те пӗр выртрӗ е янӑравлӑ сӑнчӑра кустаракан брашпиль шатӑртатнине тӑнласа бак ҫине тухма тӑчӗ, анчах каллех шухӑша путрӗ те сӗтел патне таврӑнчӗ, клеенка ҫине пӳрнипе тӳп-тӳрӗ хивре йӗр чӗрме пуҫларӗ.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Уҫӑмлӑн янӑраса сӑмахсем карапӑн чӗрик-чӗрик кӗввине леке-леке сӳнеҫҫӗ; бак ҫинче шӑрпӑк ҫутрӗҫ, ҫутӑра пӳрнесем, ҫавра куҫсемпе мӑйӑх курӑнса кайрӗҫ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анчах ҫак ӳкерчӗкре пуринчен те чаплӑраххи — бак ҫинчи ҫын кӗлетки, куракана ҫурӑмпа тӑраканскер.Но всего замечательнее была в этой картине фигура человека, стоящего на баке спиной к зрителю.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӑл анчӗ те бак патне ҫывӑхах питӗ майӗпен пырса тӑчӗ.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тепӗр вунӑ минутран пысӑк перемена пӗтет — класа каятӑп: урок вӑхӑтӗнче нихҫан та бак патне тӑратса хӑвармаҫҫӗ, мӗншӗн тесен сӑнаканни пулмасть, ятарласах пӑхмашкӑн учителе хӑвармалла мар-ҫке.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пилӗк минут тӑтӑм пулӗ, — сехет те кунтах, бак патӗнчех, хӗн кӑтартма тенӗ пекех ҫакнӑ, кашни минут вӑраххӑн иртнине кӑтартма пулас.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.