Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аҫӑрсен пахчи хыҫӗнчи ҫӗмӗрт айӗнче лараҫҫӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эпӗ… чӗркуҫҫи ҫинче сирӗн аҫӑрсен, сирӗн аннӗрсен, сирӗн хаклӑ ҫыннӑрсен пурнӑҫӗ ячӗпе… тилмӗретӗп…Я… на коленях, жизнью ваших отцов, ваших матерей, ваших близких… смиренно вас заклинаю…
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Йӑли тахҫан-тахҫанах ҫавнашкал ялйышӑн, Тӑван ҫӗршывӑн хуралне кӳлӗнме ят тухнӑ каччӑсене вӑл кашни хутӗнчех укӑлчана пуҫтарса пил парса ярать: «Аслаҫӑрсемпе аҫӑрсен сумне яланах ҫӳлте тытӑр, ырӑ ятпа кайса ырӑ ятпа таврӑнса килӗр»…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ахальтен мар вӑл, вырӑс ҫӗрӗ-шывӗ, сирӗн аслаҫӑрсемпе аҫӑрсен чаплӑ та паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен калакан легендӑсемпе калама ҫук пуян.И не зря русская земля полна сказаниями о подвигах ваших отцов и дедов.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Россия патшалӑхӗн чиккисем сирӗн аслаҫӑрсемпе аҫӑрсен шӑммисем ҫинче ӳссе сарӑлман-и-ха?— Не на костях ли ваших предков расширялись и росли пределы государства Российского?
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
29. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, сӑваплӑ ҫынсен палӑкӗсене илемлететӗр, 30. тата ҫапла калатӑр: «эпир аттемӗрсен вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пулсан, вӗсем пророксенӗн юнне тӑкнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр» тетӗр; 31. ҫапла эсир хӑвӑра хирӗҫ хӑвӑрах кӳнтелетӗр — хӑвӑр пророксене вӗлерекенсенӗн ачисем иккенне пӗлтеретӗр; 32. аҫӑрсен виҫине тултарӑр ӗнтӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑр аҫӑрсен вӑхӑтӗнченех эсир Эпӗ панӑ йӗркесенчен пӑрӑнтӑр, вӗсене тытса тӑмастӑр; Ман енне ҫаврӑнӑр, Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Итлӗр ҫакна, ватӑсем, ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансем, пурсӑр та тӑнлӑр: ҫакӑн пекки сирӗн ӗмӗрте е сирӗн аҫӑрсен ӗмӗрӗнче пулнӑ-и?
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсир аҫӑрсен тӗслӗхӗпе хӑвӑра ирсӗрлеместӗр-и, вӗсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсем хыҫҫӑн асса ҫӳреместӗр-и?
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ пушхирте вӗсен ывӑлӗсене каларӑм: аҫӑрсен йӑлисем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр, вӗсен йӗркисене ан тытӑр, хӑвӑра вӗсен йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ара, эсир аҫӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудея патшисемпе вӗсен арӑмӗсен усал ӗҫӗсене, хӑвӑрӑн тата хӑвӑр арӑмӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудейӑра, Иерусалим урамӗсенче мӗн пулса иртнине манса кайрӑр-им?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑншӑн аҫӑрсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ӳкӗнсе айӑпӑра йышӑнӑр, Унӑн ирӗкне вырӑна килтерсе, хӑвӑра ют халӑхсенчен, ютран илнӗ арӑмӑрсенчен уйӑрӑр, тенӗ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ хӑвӑр та тасалӑр, хӑвӑр аҫӑрсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫуртне те тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, сӑваплӑ вырӑнтан мӗн таса маррине кӑларса ывӑтӑр.Ныне освятитесь сами и освятите дом Господа Бога отцов ваших, и выбросьте нечистоту из святилища.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тӳпе те, тӳпе пӗлӗчӗсем те, ҫӗр те, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те — пурте Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, аллинче; 15. анчах та Ҫӳлхуҫа санӑн аҫусене ҫеҫ хапӑлларӗ, вӗсене юратрӗ, пур халӑхсенчен сире — аҫӑрсен ӑрӑвӗсене — суйласа илчӗ, халӗ ӗнтӗ ҫакна хӑвах курса тӑратӑн.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эппин, Израиль, йӗркесемпе саккунсем итле: сирӗн чӗрӗ юлмалла, ӗрчесе каймалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсен Турри, хӑвӑра [еткерлӗхе] паракан ҫӗре кайса ӑна ӗмӗрлӗхе илмелле пултӑр тесе, [паян] эпӗ сире ҫав йӗркесемпе саккунсене мӗнле тытса тӑмаллине вӗрентӗп; 2. эпӗ сире калани ҫумне нимӗн те ан хушӑр, унран нимӗн те кӑларса ан пӑрахӑр; эпӗ сире [паян] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ӳкӗчӗсене пӗлтеретӗп, эсир ҫав ӳкӗтсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 51. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн, 52. унти пур халӑха та хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярӑр, вӗсем тунӑ мӗнпур йӗрӗхе — ӳкерсе тунисене, шӑратса тунисене — пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тухӑр, вӗсенӗн тӳпем вырӑнӗсене те аркатса тӑкӑр; 53. ҫӗрӗсене туртса илӗр те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫӑр, Эпӗ ку ҫӗре сире еткерлӗхе паратӑп; 54. еткерлӗх ҫӗре шӑпа тӑрӑх йӑхсерен валеҫсе парӑр: нумай йышлине нумайрах ҫӗр парӑр, сахал йышлине сахалрах парӑр; кама ӑҫта шӑпа тухать, унӑн еткер ҫӗрӗ ҫавӑнта пулать; еткерлӗх ҫӗре аҫӑрсен йӑхӗсем тӑрӑх илӗр; 55. ҫавӑнта пурӑнакансене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ямасассӑн, вӗсем, унта юлнисем, сирӗн куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, сире аякӑрсенчен чикӗҫ, сире хӑвӑр пурӑнакан ҫӗрте хӗстерме пуҫлӗҫ, 56. ун чухне Эпӗ вӗсене мӗн кӑтартма шутланине сире кӑтартӑп, тенӗ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израиль Иосифа каланӑ: акӑ эпӗ вилетӗп; Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ, сире хӑвӑр аҫӑрсен ҫӗрне каялла тавӑрӗ; 22. сана эпӗ, хӑвӑн тӑванусенчен ирттерсе, пӗр пай ытларах ҫӗр паратӑп, эпӗ ӑна аморрейсен аллинчен хам хӗҫӗмпе, хам уххӑмпа туртса илтӗм, тенӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1