Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аҫисене (тĕпĕ: аҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак нӗрсӗрлӗх — ансаттӑн — ҫапларах пулса иртет: тискерчӗксен эшкерӗ, ҫул кӑтартуҫӑ ертӳлӗхӗпе, вӑрманта слон кӗтӗвне ҫавӑрса ункӑлать, — аҫисене, амисене, чи пӗчӗккисене, унтан таврана шакӑрчасен, параппансен янравлӑ шавӗпе, ӳхлетӳ-кӑшкӑрупа хупласа хураҫҫӗ.

Оно происходило обыкновенно так: сборище дикарей под начальством проводника окружало в лесу слоновье стадо — самцов, самок и маленьких, производя оглушительный шум трещотками, барабанами и завываниями.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Юланутпа сиктерсе пынӑ чухне кӑларса янӑ пулькӑсем тӗлех лекмесен те, ывӑтса янӑ бомба курӑк ҫине ӳксе ахалех ҫурӑлса кайса кӗрӗслетнипе чӑхсемпе самӑр хур аҫисене мӑрье тӑрнех вӗҫтерсе хӑпартсан та уншӑн пурпӗрех.

Пусть пули, выпущенные на скаку, летят мимо цели, пусть бомба брошена в траву и впустую разорвалась, заставив взметнуться чуть ли не на трубы крыш обалделых кур и жирных гусаков.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Тен, эпӗ сире, каппайчӑк кӑркка аҫисене, телей миххи сӗнесшӗн.

 — Да я, может, вас, самодовольных индюков и баранов, осчастливить хочу.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ку вӑл пӗр ҫӗре пухӑннӑ мӗнпур ӑсан аҫисене ҫапӑҫма чӗнекен сасӑ пулнӑ.

И это было сигналом ко всеобщей драке всех токующих петухов.

IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Кӑвакалсем кӑшкӑраҫҫӗ те кайӑк кӑвакал аҫисене йыхӑрса илеҫҫӗ, кӑвакал аҫисем вӗҫсе ҫӗкленсен, вара вӗсене пӑшалпа переҫҫӗ.

Утки кричат и подманивают диких селезней на выстрел.

Ҫӑлӑнӑҫ утравӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 77–81 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней