Поиск
Шырав ĕçĕ:
«83) йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсем, йывӑр ҫын пулнӑ тата ача ҫуратнӑ май отпускра шутланакан хӗрарӑмсем, ача виҫӗ ҫула ҫитиччен ача пӑхма паракан отпускра шутланакан граждансем, енчен те вӗсем ӗҫ паракан ӗҫ договорӗ тума килӗшменнипе, ҫапла майпа Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫлев кодексӗпе палӑртнӑ гарантисене пӑснипе, малтанхи ӗҫе таврӑнассипе, ӗҫ укҫине шыраса илессипе, ҫав шутра ирӗксӗр тунӑ прогул вӑхӑчӗшӗн, ӗҫ параканӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене (ӗҫлеменнине) пула кӳнӗ мораль сиенӗшӗн саплаштару укҫине шыраса илессипе, йывӑр ҫын пулнӑ вӑхӑтра тата ача ҫуратнӑшӑн тӳлекен пособие памалла тӑвассипе, ӑна ҫӗнӗрен шутласа парассипе тата шыраса илессипе, ача ҫуралсан пӗр хутчен паракан пособие, ача пӑхнӑшӑн кашни уйӑхра паракан пособие илессипе, ача ашшӗ кам пулнине палӑртассипе тата ҫавӑн пирки пуҫланнӑ тавлашӑва татса парассипе, алимент шыраса илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем енӗпе тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ пама ыйтнӑ чухне;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №7 от 13 февраля 2018 г.
Ача вӑл — ҫӗрле такам персе пӑрахнӑ никам пӗлмен арҫын ача, вӑл — Чечорихӑн виҫӗ ачи, Малюксен ачисем, ялта ҫуралса ӳснӗ ачасем, — вӗсене халь, нимӗҫсем килсен, паян е ыран вӗлерсе тӑкас хӑрушлӑх пулнӑ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
1. Чӑваш Республикинче Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫне (малалла – Уполномоченнӑй) Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче ача прависен тӗп гарантийӗсем ҫинчен» 1998 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 124-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен» 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 501-ФЗ №-лӗ саккунӗпе (малалла – Федераци саккунӗ) тата Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем, Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем (малалла – вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем), вӗренӳ тата медицина организацийӗсем, ачасене тата ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ тата ытти пулӑшу ӗҫӗсем туса паракан организацисем тата должноҫри ҫынсем ача прависемпе саккунлӑ интересӗсене пурнӑҫламалли, пӑхӑнмалли тата хӳтӗлемелли мелсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттермелли хушма гарантисене тивӗҫтерес тӗллевпе туса хунӑ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №34 от 07 мая 2019 г.
Арҫын ача пулсан — татахчӗ тейӗпӗр, ӑна ят ҫӗрӗ — тырӑ туса илмелли ҫӗр лаптӑкӗ параҫҫӗ, Укка, упӑшкинчен кулнӑ пек темелле-и е такама сӑмах панӑ пек-и, вӗҫӗмех, умлӑ-хыҫлах хӗр ача — хӗр ача — хӗр ача ҫуратса тӑрать.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ку правӑсене ҫапла пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ: пӗлӳ илес тата профессие вӗренес тӗлӗшпе, ӗҫре, уншӑн тӳлес тата ӗҫре пысӑкрах вырӑна уйӑрса лартас, обществӑпа политика тата культура ӗҫне хутшӑнтарас тӗлӗшпе хӗрарӑмсене арҫынсемпе пӗр тан майсем туса панине, ҫавӑн пекех хӗрарӑмсен ӗҫне, вӗсен сывлӑхне сыхлас енӗпе ятарласа мерӑсем йышӑннипе; хӗрарӑмсене ӗҫлеме те, ача пӑхма та май паракан условисем туса панипе; ача амӑшӗсемпе ачасене право енчен хӳтӗленипе, пурлӑхпа тата мораль тӗлӗшӗнчен хавхалантарнипе, ҫав шутра йывӑр ҫын хӗрарӑмсемпе ача амӑшӗсене тӳлевлӗ отпусксем тата ытти ҫӑмӑллӑхсем панипе, пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑмсен ӗҫ вӑхӑтне майӗпен чакарса пынипе.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Ҫын асӑмне унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ пырса кӗнӗ чухнехи ҫак юлашки минутсенче Васильев куҫҫулӗпе макӑракан ача пичӗсене кӑна куракан пулчӗ: вӑл нимӗҫсен пӗчӗк хула урамӗнчи ачана, ача ҫуртӗнчи тӑлӑх ачасене курать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл, куҫҫульсем витӗр кӗтесселле пӑхса, ачине ҫитерсе ларать, ачине кӑкӑр ӗмме кансӗррине те асӑрхамасть, малалла мӑкӑрӑлса тӑракан чӗччин ӗмкӗчӗ ача ҫӑварӗнчен туха-туха каять, вара ачи, ӗсӗклесе, тутисемпе сывлӑша чаплаттара-чаплаттара илет, пуҫне пӑркалать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унтан, пӗчӗк ачисем хушшинче харкашу тавраш тухсан, ӑна шута илменнине, ача ҫӑмӑлах тума пултаракан ӗҫсене хӑй тунине аса илнӗ; вӑл ачасем валли мӗн те пулин илсе килсен, «ку иксӗр валли те» тес вырӑнне: «ку сана, а, ку — санӑн», тенӗ; чылай чухне суйнӑшӑн та, ӗҫе чунтан юратса туманшӑн та каҫарнӑ, анчах тепӗр чухне ачана пӗчӗк айӑп тунӑшӑнах хытӑ ятланӑ.
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Ну, ҫитӗ, ҫитӗ… аннӳ урӑх ҫилленмест… аннӳ хӑй ачине юратать… аннӳ пӗлет: унӑн ачи ӑнлансан, аван ача, юратакан ачах пулнӑ пулӗччӗ…
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл темӗнле ача амӑшне персе вӗлернине, хӑй ҫав ача амӑшне юн кӳлленчӗкӗнче тупнине, илсе килнӗ чух хӗрарӑм вилнӗ пекех пулнине, ҫав вилен виҫӗ ача юлнине, амӑшне персе вӗлернӗ хыҫҫӑн Лантенак ачасене хӑйпе пӗрле илсе кайнине кӑна пӗлнӗ.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ирина унтан ачана илчӗ, ача патне пӗшкӗнчӗ те темӗн ачашшӑн пӑшӑлтатма пуҫларӗ, Сергей Мускавран илсе килнӗ шурӑ шӑмӑ ункӑллӑ ӗмкӗче тупса хыптарчӗ, утиял вӗҫӗсене пуҫтарса ҫавӑрчӗ, ача пуҫӗ ҫинчи шурӑ калпака тӳрлетрӗ, ҫаксене вӑл ҫав тери хӑвӑрт та ҫыпӑҫуллӑ турӗ, темле тирпейлӗ ача амӑшӗ те ӑна пӑхса ӑмсанмалла.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Патӑрьелӗнчи «Сказка» ача садӗнчи М. Кисеева, Первомайскинчи «Шуҫӑм» ача садӗнчи Т. Хураськина, Патӑрьелӗнчи «Центральнӑй» ача садӗнчи Г. Алимова, Шӑнкӑртамри «Сандугач» ача садӗнчи М. Юнусова воспитательсем призерсем пулчӗҫ.
Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2
«Унччен муковисцитозпа чирлӗ ача нумай пурӑнаймасть, тӑватӑ-пилӗк ҫултанах вилет тесе ҫирӗплететчӗҫ. Манӑн ача вара вун пиллӗке ҫитрӗ ӗнтӗ. Пӗлсе, тӗрӗс, кирлӗ пек сиплесен ҫак хӑрушӑ чирпе чирлекенсем нумай-нумай ҫул пурӑнӗччӗҫ, обществӑна усӑ та кӳнӗ пулӗччӗҫ. Европӑра ҫакнашкал диагнозлисем 40-60 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Анчах та пирӗн ачасене сиплеме хаклӑ йышши антибиотиксем кирлӗ, укҫасӑр нимӗн те тума ҫук», – тет Муковисцитозпа чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗсен ассоциацийӗн председателӗ С.Алексеева.
Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Маншӑн ан йӗрӗр, хӑвӑршӑн та хӑвӑр ачӑрсемшӗн йӗрӗр, 29. ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне ҫапла калӗҫ: «ача туманнисем, ача ҫуратман варсем, ача ӗмӗртмен кӑкӑрсем телейлӗ!» тейӗҫ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫиччӗмӗш кунхине ача вилнӗ, тарҫисем Давида ача вилсе кайни ҫинчен пӗлтерме хӑранӑ; вӗсем ҫапла каланӑ: ача пурӑннӑ чухне эпир ӑна йӑпатса калаҫаттӑмӑр, вӑл пире ун чухне те итлемерӗ, «ача вилчӗ» тесе мӗнле калас-ха ӑна?
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ, ачи питӗ илемлине кура ӑна виҫӗ уйӑх пытарса усранӑ; 3. анчах тата ытларах пытарса усрайман, ҫавӑнпа хӑмӑш лӑпӑ илнӗ те ӑна асфальтпа, сӑмалапа сӑмалаланӑ, ачине ҫавӑнта вырттарса шыв хӗрринчи хӑмӑшлӑха кайса лартнӑ; 4. ача аппӑшӗ ӑна мӗн пулассине аякран сӑнаса тӑнӑ.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ачасене хушма пӗлӳ паракан икӗ учрежденире 591 ача вӗренет: Ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче — 435, Нюксеница ДЮСШ-ӗнче — 156 ача.
Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97
Светлана ача ҫуратнӑ пек, Эльвира унӑн ачине ҫӗкле-ҫӗкле ҫапать пек, ача вара, кашни ҫӗклесе ҫапмассеренех, резина пек ҫӳлелле сиксе илет те кулса ярать пек.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Колхоз пуҫланнӑ малтанхи ҫулсенчех 60 ача вырнаҫмалӑх ача сачӗ туса лартни те ял пурнӑҫӗнче лайӑх улшӑнусемпе палӑрнӑ, мӗншӗн тесен ачасем садике тӳлевсӗр ҫӳренӗ.
Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/
Паллах, ачасен ашшӗ-амӑшӗ хушшинче: «Сан ачу та ман ача», — текен хирӗҫу сиксе тухнӑ пулнӑ.
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.