Поиск
Шырав ĕçĕ:
Оперов асӑрхаттарнипе эпӗ пур енчен те килӗшрӗм, ку асӑрхаттарни уйрӑмах мана пырса тивет, мӗншӗн тесен Семеновпа эпӗ лайӑххӑн паллашман; анчах маншӑн юлташсен ӗҫне хутшӑнасси кӑмӑллӑ пулнӑран тата Семенова хӑйне питӗ курас килнӗрен, эпӗ ҫапла асӑрхаттарнине ним шарламасӑр ирттерсе ятӑм.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сывлӑшра вӗҫнӗ вӑхӑтра инструктор мӗн те пулин асӑрхаттарнипе вӑл ҫав териех интересленетчӗ.К вмешательству инструктора в управление самолетом в полете он был необычайно щепетилен.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Май ҫук, — Нури асӑрхаттарнипе килӗшнӗ пекех, хурлӑхлӑн каларӗ Саида.— Невозможно, — упавшим голосом сказала Саида, словно соглашаясь с замечанием Нури.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тӗрӗссипе каласан, Зоя Шурӑна вӗҫӗмсӗр асӑрхаттарнипе йӑлӑхтарса та ҫитернӗ пулӗ, анчах лешӗ сайра хутран кӑна тарӑхатчӗ, темле хӗрсе тавлашнӑ вӑхӑтра та тӗртсе е ҫапса ярас шухӑш ун пуҫне нихҫан та пырса кӗмен.
Аслипе кӗҫӗнни // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Апла пулсан хӑҫан пурӑнмалла-ха? — Штольц асӑрхаттарнипе тарӑхса каларӗ Обломов.— Так когда же жить? — с досадой на замечания Штольца возразил Обломов.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1